Сувар

Пăва районӗ республика влаçӗсен тимлӗхӗнче

Çак кунсенче Пăвари Культура центрӗнче вырăнти депутатсем муниципаллă районăн 2016 çулхи социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пăхса тухрӗç. Район активӗпе организацисен ертӳçисемсӗр пуçне пухăва ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем хутшăнчӗç. Василь Шайхразиев Пăва районӗпе паллашассине «Авангард» пӗрлешӗвӗн...

Çак кунсенче Пăвари Культура центрӗнче вырăнти депутатсем муниципаллă районăн 2016 çулхи социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пăхса тухрӗç. Район активӗпе организацисен ертӳçисемсӗр пуçне пухăва ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем хутшăнчӗç.

Василь Шайхразиев Пăва районӗпе паллашассине «Авангард» пӗрлешӗвӗн объекчӗсене курса çаврăннинчен пуçларӗ. Çавăн пекех пăвасем Хусан хăнисене ял хутлăхӗсем мӗнпе пурăннине, вăтам тата пӗчӗк бизнес çитӗнӗвӗсене ятарлă куравсем туса кăтартрӗç.

Азат Айзетуллов чирленине пула вăхăтлăха района ертсе пыраймасть, пӗлтӗртенпе больничнăйра. Район темиçе уйăх пуçлăхсăр пурăнать пулсан та, маларах кӗтнӗ пек, ăна улăштарас ыйтăва Канаш пăхса тухмарӗ. Кун йӗркинче 2016 çула пӗтӗмлетсе 2017-мӗшне планлас пӗр ыйту кăначчӗ. Пухура отчет докладне Пăва муниципаллă район пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Ильдар Еремеев турӗ. Вăл ТР Президенчӗ лартнă тӗллевсене пăвасем вăхăтлă тата тӗплӗн пурнăçлани, экономика аталанăвӗн секторӗнчи ӳсӗме упраса хăварни çинчен каларӗ.

Промышленность тата ял хуçалăх предприятийӗсемпе вăтам тата пӗчӗк бизнес субъекчӗсем еплерех ӗçлени çинчен район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Салим Даутов доклад турӗ. Унăн сăмахӗ муниципалитетра патшалăх программисене мӗнлерех пурнăçа кӗртни çинчен пулчӗ.

«Авангард» агрофирмăн гене­ральнăй директорӗ Николай Кур­чаткин та икӗ республикăри - Тутарстанпа Чăваш Енри - пи­лӗкшер хуçалăха пӗрлештерсе туса хунă ял хуçалăх предприятийӗ еплерех ӗçлени çинчен каласа пачӗ. «Авангард» ӗçне çулсерен çӗнӗлӗхсем кӗртеççӗ. Çавăнпа унта ӗçлекенсен шучӗ те хушăнсах пырать, халӗ вăл 430-тан иртнӗ. Тавар производствине вырăнтах йӗркелесе агрофирма пӗлтӗр 375 миллион тенкӗ тупăш тунă. Ку вăл кунне 1 миллион тенкӗ ытла. Çавна май хуçалăхра вăтам ӗç укçине те ӳстерме майсем пур. Чи лайăх тăрăшакансене Акатуйсенче çăмăл машинăсем парса хавхалантарма пултараççӗ çак тӗслӗхлӗ хуçалăхра.

Василь Шайхразиев район ӗçне лайăх паллăпа хакларӗ. Анчах хăш-пӗр ыйтусем çинче пăвасен тимлӗрех пулмалли çинчен асăрхаттарчӗ. Ку вăл сывлăх сыхлав тата вӗрентӳ отраслӗсем. Вилекенсен шучӗ çуралакансенчен ытларах пулни йышлă халăхлă райо­нăн кăтартăвӗсене пăсать. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырассипе рес­публикăри районсем хушшинче 31-мӗш вырăнта çеç пыни, хăйсен паллă ăсчахӗсемпе мăнаçланакан пăвасене паянхи кун илем кӳрет тесе калама çук. Пӗр кунта татса памалли ыйтусем мар кусем, анчах та çак кăтартусенчен социаллă аталану шайӗ еплерех пулни килет.

Çапах Василь Шайхразиев Пăва районӗн экономикипе социаллă пурнăçӗн малашнехи аталанăвӗ çине оптимизмпа пăхать. Мероприяти вӗçленсе пынă май вăл ӗçре палăрнă çынсене правительство наградисемпе чысларӗ. Республикăри вырăнти хăйтытăмлăха аталантарнăшăн ТР Президенчӗн Тав Çырăвне Пăва хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Александр Никифорова парса саламларӗ. Нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн ТР Премьер-министрӗн Тав Çырăвне Валентина Никанорова медсестра тивӗçрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: