Сувар

Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн Кубокӗшӗн мини-футболистсем кӗрешрӗç

ТӖРЕВ КИРЛӖЧЧӖ Командăсене хăшне ял канашӗн пуçлăхӗ, хăшне ашшӗсем лартса килнӗ турнира. Вӗсен хушшинче физруксем сахал пулни кăмăла хăварчӗ. Хăш-пӗр ялăн çамрăк спортсменӗсене футбол площадкинче вăйă вăхăтӗнче тӗрев çитменни сисӗнетчӗ. Физкультурник-педагогсем, ан манăр, вӗсем эсир пурăнакан ялăн, ӗçлекен шкулăн чысне хӳтӗлеççӗ. Каникулсем пулсан та çак çур кунлăх ӗç валли ерçӳ...

ТӖРЕВ КИРЛӖЧЧӖ

Командăсене хăшне ял канашӗн пуçлăхӗ, хăшне ашшӗсем лартса килнӗ турнира. Вӗсен хушшинче физруксем сахал пулни кăмăла хăварчӗ. Хăш-пӗр ялăн çамрăк спортсменӗсене футбол площадкинче вăйă вăхăтӗнче тӗрев çитменни сисӗнетчӗ. Физкультурник-педагогсем, ан манăр, вӗсем эсир пурăнакан ялăн, ӗçлекен шкулăн чысне хӳтӗлеççӗ. Каникулсем пулсан та çак çур кунлăх ӗç валли ерçӳ тупмаллаччӗ ӗнтӗ. Е укçа тӳлесен кăна спортзала çӳретри?

Командăсем пурте пӗр-пӗринпе выляса вăй виçсе пăхрӗç.

МУШКЕТЕРСЕМ
Кунта Чăваш Киштек ачисене палăртса хăварас килет. Вӗсем аслисемсӗрех килнӗ турнира. Такси чӗнтернӗ те, çитнӗ. Тăваттăн кăна хăйсем. Анчах çӗнтерӳшӗн кӗрешес туртăм вӗсен пысăк пулмалла. Турнирăн фаворичӗсене мечӗк хыççăн нумай чуптарчӗç. Чăннипе те пултаруллă ачасем. Мухтав вӗсене. Çав вăхăтра аслисем патне нумай ыйту пур. Ӗлӗкрен футболпа туслă Альших, Мăкăр, Шемек, Кушкă, Мертлӗ пек пысăк ялсем мӗншӗн турнира хутшăнайманни те ыйтусем хăварать. Хаçат вăл ялсене вăхăтлă çитмест тесе калама пултараймастпăр, Пăва районӗ «Сувар» çырăнакансен шучӗпе ку çур çуллăхра та мала тухрӗ. Тӗрӗссине каласан, урăххине кӗтнӗччӗ ентешсенчен...

ĂНЛАНМА ЙЫВĂР

- Çак турнира хутшăнайманнисем нумай çухатрӗç, - терӗ ăмăртăвăн хисеплӗ хăни, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА Председателӗн çумӗ Владимир Бабайкин. - Ăнланмастăп эпӗ ун пек ертӳçӗсене. Йӗркелекенсем çавăн пек парнесем хатӗрленӗ, хулари пек площадка туса панă республика, таçта кӳршӗ района инçете каймалла мар, ăмăртăва хăйсем патӗнче ирттереççӗ, кусем çырма урлă ачасене илсе каçарма çын тупаймаççӗ...

Ачасене ятлатпăр: интерентра нумай лараççӗ, телевизор патӗнчен хăпаймаççӗ тесе. Хамăр вӗсем спортпа туслă пулччăр тесе нимӗн те тăвасшăн мар. Кама вăрçмалла? Ан тив, нимӗн те çӗнтерсе ан илччӗр. Вӗсем хăйсен тантăшӗсемпе пӗрле выляса ăмăртăвăн «тутине» пӗлнӗ пулӗччӗç, çакнашкал турнирсем мӗнле иртнине курса савăнӗччӗç. Спорта пӗчӗкрен явăçтармала ăна.

ÇУРТАРСАН ÇУРĂН

Çитменлӗхсем çинчен нумай калаçма пулать, лайăхи çапах та ытларах пулчӗ. Çак турнира килнӗ ачасем чăн-чăн спорт уявне хутшăнчӗç. Миçе вăйă иртсен те кам çӗнтересси паллă марччӗ. Кашни вăйăра çамрăк футболистсем çӗнтерме тухрӗç. Пурте «Сувар» кубокне хăйсен ялне илсе таврăнасшăн.

Тӗрӗслӗхшӗн çакна та каласа хăвармалла. Вăтам классенче вӗренекенсемшӗн ку Турнир июлӗн 23-мӗшӗчченех пуçланнă. Вӗсем интернетри форумсенче пӗр-пӗринпе тахçанах тупăшма тытăннă иккен. «Эпир сире çуратпăр» - мухтанчăкла калаçусенче чи йышлă тӗл пулакан сăмах майлашăвӗ пулнă. «Диван бамбардирӗсем» тинех спорт площадкăра тӗл пулсан вӗсен хăйсен сăмахсене ӗçпе çирӗплетме тиврӗ.

КАПИТАНСЕМ ТӖСЛӖХ

Лайăх вылякан ачасене тӳрех палăртма пулатчӗ. Акă тӗслӗхрен, Элшелӗнчи Игорь Зайцев голӗсем пăхма илемлӗ пулчӗç. Кашни гол кӗртмессерен вăл «Барселона» капитанӗ Неймар пек шӗвӗр пӳрнисене çӳле йăтса чупакан пулчӗ. Хăтланăвӗсем те, форми те Бразили футболисчӗнни пек, çӳçне те ун пекех касатарнă тата хăй. Турнирта тӗнче футболӗн çăлтăрӗсен ячӗллӗ футболкăсем тăхăннă ачасем тата та пурччӗ. Анчах та Раççей сборнăйӗнчи ятсемлӗ тумсем курмарăмăр. Евро-2016-ра çапларах мăшкăл кăтартнă хыççăн вăл футболистсем нумайччен тӳрре тухаймасăр çӳрӗç-ха.

Элшел сборнăйӗн капитанӗ Игорь Зайцев вара хăйӗн командишӗн те, ытти ял ачисемшӗн те тӗслӗх пулса илемлӗ вăйă кăтартрӗ. Турнир судьйисем ăна «Чи лайăх вылякан» дипломӗпе тивӗçлипе чысласа мечӗклӗ футболист статуэткине пачӗç. Лайăх вылякан тата икӗ ачана палăртрӗç судьясем. Ку вăл Чăваш Киштек командин капитанӗ __________ __________ тата Рункă-1 командăн вратарӗ ______ Блинов. (каярах çырса паратăп)

ЯЛТИ МИНИСТАДИОН

Ӗлӗкрен спортпа туслă Рункă вӗренекенӗсемшӗн хальхи йышши спортплощадка пысăк парне пулчӗ. Кун пекки районра тата Сивӗ Шыв ялӗнче пур. Хальхи вăхăтра республика пысăках мар спорт объекчӗсем тăвасси çине пусăм тăвать. Президентăн çак установки ялсен инфрастурктурине аталантарать, спортпа кирек кама та, тӳлевсӗр аппаланма майсем туса парать. Экономика условийсем аванах мар пулин те Тутарстанра 30 социаллă программа малалла пурнăçланать. Влаçсем масăллă спорта аталантарма тăрăшаççӗ. 2013-14 çулсенче Тутарстанри 45 муниципаллă йӗркеленӳре 320 спортплощадка тунă. Пӗлтӗр республикăра Рункăри пек 162 министадион уçăлнă. Ку çул вӗçлениччен тата 200 площадка уçăлмалла. Пурнăç условиӗсене пӗтӗм Тутарстан территорийӗнче лайăхлатссине тӗллеве лартаççӗ республика ертӳçисем. Çапла майра Руккăри шкул ачин те Хусанти лицеистăн та пӗр пек условисенче аталанма май пур.

ÇӖНТЕРӲÇӖ ЧАПӖ

Пирӗн ăмăртура очкосемпе Рункă-1 команда мала тухрӗ. Унти ачасем хирӗç вылякасен хапхисене пуринчен те ыталарах мечӗк тапса кӗртрӗç. Иккӗмӗш вырăна тивӗçлипе Элшел ялӗн ачисем йышăнчӗç, виççӗмӗш вырăнта киштексем. Турнира хутшăннă кашни командăна йӗркелекенсем Диплом парса чысларӗç. Вӗсене чыслас церемоние редакци ӗçченӗсемсӗр пуçне çăмăл атлетикăпа спорт мастерӗн кандидачӗ, хăтару спорчӗпе (МЧС) 5 хутчен Раççей чемпионӗн ятне илме тивӗçнӗ çын, Рункăра çуралса ӳснӗ Алексей Сунейкин хутшăнни, ачасене саламлани - çамрăк футболистсене питӗ хавхалантарчӗ.

Кун пек турнирсем кирлӗ. Вӗсене районти чăваш ачисем хушшинче ирттерме пултарнишӗн кăштах мăнаçланас та килет. Пӗр ӳсӗмри вӗренекенсем пӗр-пӗрне паллакан пулаççӗ. Çак вăйăсене хутшăннă ачасенчен суйласа илсе футбол сборнăйне йӗркелеме пулать. Ачасемпе ӗçлемелле, ӗçлесен результат пулать. Рункă çӗрӗ çинче кунашкал турнирсем малашне те пуласса шанас килет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: