Сувар

Тутарстансен конкурсне чăвашъенсем те хутшăнчӗç

Тури Лащири тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкулта Пăва районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен черетлĕ ларăвне пуçтарăнчĕç. Ку ларăва чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă. Чи малтанах учительсем çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.А.Андреева ирттернĕ уçă урокра пулчĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем «Митта Ваçлейĕн...

Тури Лащири тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкулта Пăва районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен черетлĕ ларăвне пуçтарăнчĕç. Ку ларăва чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă.

Чи малтанах учительсем çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.А.Андреева ирттернĕ уçă урокра пулчĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем «Митта Ваçлейĕн «И мĕн пуян» сăввинчи тата Рустем Мингалимăн «Дусларнын гына булсын!» хайлавсен тĕп темипе шухăшĕ» темăпа иртнĕ урока тĕплĕн хатĕрленнĕ: исценировка кăтартрĕç, сăвă-такмак каларĕç, чăвашла тĕрĕс те таса калаçса тĕлĕнтерчĕç. Уçă урока ирттернĕ чух учителĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ палăрчĕ. Çак урок тĕлне Лариса Анатольевна Шупашкарта чăваш литературипе 6-мĕш класра вĕрентелли тестсен пуххине пичетлесе кăларнă.

Çак кунах шкулта район шайĕнчи илемлĕ вулакансен конкурсĕ те иртрĕ. Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калакансен ăсталăхне жюри членĕсем тивĕçлĕ хак пачĕç. 5-7 классенче вĕренекенсен хушшинче малтисем çаксем пулчĕç: 1 вырăн - Карина Ефарова (Хирти Кушкăри тулли мар вăтам шкул), 2 вырăн - Олег Московскийпе Елизавета Казначеева (Тури Лащири тулли мар вăтам шкул), 3 вырăн - Олеся Кузьмина (Элшел вăтам шкулĕ), Алексей Кильдюшев (Чăваш Киштек вăтам шкулĕ). 8-11 классем хушшинче 1 вырăна Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри 1№ вăтам шкулта вĕренекен Гелгене Айзатуллова тата Тури Лащири тулли мар вăтам шкул вĕренекенĕ Екатерина Никонорова тухрĕç, 2 вырăн - Карина Петрова (Пÿркелӗнчи вăтам шкул), Карина Воронова (Чăваш Киштек вăтам шкулĕ), 3 вырăн - Екатерина Тюплина (Кушникри вăтам шкул).

Петĕр Хусанкайăн хайлавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсне те тивĕçлĕ ĕçсем тăратнă. Кунти пĕтĕмлетÿсем çакăн пек: Чи лайăх ÿкерчĕк Анастасия Атютинан (Кушникри вăтам шкул),2 вырăнта - Чулпан Пукачева (ЧР, Патăрьел районĕ, Шăнкăртамри 1№ шкул), Вероника Малянова (Элшел ватам шкулĕ), Меланья Архипова (Пÿркелӗнчи вăтам шкул), Полина Урядникова (Хирти Кушкăри тулли мар вăтам шкул), Диана Ксенофонтова (Кушникри вăтам шкул), 3 вырăнта - Дарья Скворцова (Раккассинчи тулли мар вăтам шкул), Константин Сайкин (Тури Лащири тулли мар вăтам шкул), Артем Воронов (Чăваш Киштек вăтам шкулĕ), Алексей Дворцов (Рункăри ватам шкул).

Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ирттернĕ викторинăра çĕнтерекенсем çаксем пулчĕç: Екатерина Никонорова (30 балл, Тури Лащири тулли мар вăтам шкул); Екатерина Тюплина (28 балл, Кушник вăтам шкулĕ), Ирина Скворцовăпа Эльза Шурбина 27-шер балл (Рункăри вăтам шкул), Карина Петрова (27 балл, Пÿркелӗнчи вăтам шкул).

Тури Лащири шкул администрацине семинара çÿллĕ шайра ирттерме майсем туса панăшăн тав сăмахĕ калас килет..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: