Сувар

Ватти те, вӗтти те алă çупса ларчӗç

Июнĕн 12-мĕшĕ Раççей кунĕ. Çак кун Чăваш Киштек ялĕнче йăлана кĕнĕ уяв «Янра хут купăс!» иккĕмĕш хут иртрĕ. Ял халăхĕн хĕрӳ тапхăрĕ пулсан та, тавра ялтан пуçтарăнчĕç. Акă, чи маттур та, çепĕç саслă пикесем - Воронова Карина тата Яковлева Екатерина пурне те саламласа уява уçрĕç. Малтанах халăх фольклор «Уяв» ушкăнĕн...

Июнĕн 12-мĕшĕ Раççей кунĕ. Çак кун Чăваш Киштек ялĕнче йăлана кĕнĕ уяв «Янра хут купăс!» иккĕмĕш хут иртрĕ. Ял халăхĕн хĕрӳ тапхăрĕ пулсан та, тавра ялтан пуçтарăнчĕç.

Акă, чи маттур та, çепĕç саслă пикесем - Воронова Карина тата Яковлева Екатерина пурне те саламласа уява уçрĕç.

Малтанах халăх фольклор «Уяв» ушкăнĕн хитре юррисем шăранса тухрĕç.

Петров Фёдр Васильевич - клуб заведующийӗ хăй çырнă «Эх, Киштек, Киштек!» юррипе пурне те савăнтарчĕ.

Çак уява илем кӳрекенсене, маттурисене, чи пултаруллă купăсçăсене палăртса хăварас килет. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ. Ульяновск облаçĕчи Телешовка ялĕ- Фролов Николай Васильевич, Афиногентов Петр Ильич - Цильна, Николаев Владимир - Кивĕ Пăрăнтăк, Чауков Алексей - Новоселки ялĕ, Петров Фёдор - Чăваш Киштек, Ракова Наталья - Яскуль, чи çамрăк купăсçă вара Елшел каччи - Кудамасов Сергей. Купăс витĕр тухакан сасă куракансен чунĕсене йăпатрĕ.

Кивĕ Пăрăнтăкран килнĕ хăнасем «Пилеш» фольлор ушкăнĕ хăйсен илемлĕ тумĕпе, илемлĕ юррисемпе уява илем кӳчĕç. Çавăн пекех Такавар ялĕнчен килнĕ «Пилеш» ушкăн та юрласа, ташласа, такмак каласа куракансене савăнтарчĕç.

Уяв варринче çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илсен те, артистсене те халăха хăратаймарĕ. Ватти-вĕтти те, çамрăксем те юрласа, ташласа, алă çупса ларчĕç.

Малалла илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Жирнова Надежда - Шуршу ялĕ, Герасимова Наталья тата Луиза Афанасьева - Элшел ялĕнчен, Яковлева Нина - Ульяновск хули. Вĕсен юррисем куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕ, чунĕсене савăнтарчĕ.

Рунгăран килнĕ Отставкăри моряк подводник Гордеев Моисей матроссен ташшипе савăнтарчĕ. Уяври халăха чăваш сăрипе хăналарĕ.

Паллах, культура çуртне кружока çӳрекен «Туслăх» ушкăнта хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Куракансем уйрăмах Çамрăксен халăх оркестрне пысăк хак пачĕç. Çаплах, вĕсен юрри-ташши те пурне те тыткăна илчĕ.

Юлашкинчен, уява хатĕрлекенсене Чăваш Киштекĕн культура çурчĕн заведующине Петров Фёдор Васильевича тата илемлĕ пултарулăх ертӳçине Петрова Тамара Михайловнăна, вĕсене пулăшакансене Савельев Е.А, Дубова В.В., Бахтинов А.В. халăха савăнтарнăшăн, йăла-йĕркене малалла аталантарнăшăн пысăк тав! Çак уявăн малашлăхĕ çултан-çул аталанса пытăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: