Сувар

Вун икӗ ача амăшӗ

Çынсенчен хăш-пӗрисем ют ачасене мар, тăван ачисене те çителӗклӗ юратса пăхса ӳстереймеççӗ, теприсен вара пурин валли те чӗре ăшши çитет. Виççӗмӗшсем кăмăл пулсан та усрава илнисене тăван ачисемпе тан юратаймасран иккӗленсе çак утăма тумаççӗ, çителӗклӗ тимлӗх уйăраймасран хăраççӗ. Çавăнпа Тамара Геннадьевна пек çынсене курсан тӗлӗнетӗн. Вăл 12 ача амăшӗ, вӗсенчен...

Çынсенчен хăш-пӗрисем ют ачасене мар, тăван ачисене те çителӗклӗ юратса пăхса ӳстереймеççӗ, теприсен вара пурин валли те чӗре ăшши çитет. Виççӗмӗшсем кăмăл пулсан та усрава илнисене тăван ачисемпе тан юратаймасран иккӗленсе çак утăма тумаççӗ, çителӗклӗ тимлӗх уйăраймасран хăраççӗ.

Çавăнпа Тамара Геннадьевна пек çынсене курсан тӗлӗнетӗн. Вăл 12 ача амăшӗ, вӗсенчен 3-шӗ тăван, ыттисем усрава илнисем. Маншăн ку чăн-чăн паттăрлăх. Мӗнлерех чӗреллӗ пулмалла-ши çакăн пек пулмашкăн? Çапларах шухăш пырса кӗчӗ Тамара Петровăпа пӗрремӗш хут тӗл пулсан, унпа Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче паллашрăмăр, вăл çак ял çынни. Вăрманçă çемйинче çуралса ӳснӗ. Ашшӗпе амăшне питӗ те ăшшăн аса илет вăл.
- Сирӗн тӗслӗх тӗлӗнтерсе савăнтарать. Çапах та, çак йы­шăнăва тунă чух пӗрре те иккӗленмерӗр-и? Тăлăхсене тăван ачасенчен сахалрах юратма пултарасси хăратмарӗ-и? - патăм хама чи хумхантаракан ыйтăва.
- Çук, - терӗ Тамара Геннадьевна çирӗппӗн. - Эп ачасене нихăçан та уйăрман. Пачах та урăхла, тăван ачасем мана: «Анне, эс пире вӗсенчен сахалрах юрататăн пуль», - тесе калаççӗ. Аслисем ӳссе çитӗнсе килтен тухса кайнă ӗнтӗ, - терӗ малалла калаçăва тăсса Тамара Геннадьевна. - Кӗçӗннисем тăваттăн юлчӗç, вӗсенчен чи асли тăххăрта, виççӗшӗ пӗринчен-тепри пӗчӗкрех - виççӗ çурăра, иккӗ çурăра, çулталăк çурăра, вӗсем пӗртăвансем. Хусанти пӗр ача çуртӗнчен илсе килтӗм вӗсене. Йăлтах хам интернатра воспитательте ӗçленӗ чух пуçланчӗ. 25 ачаччӗ интернатра. Пӗррехинче ăшă пăрăхӗсем çурăлчӗç те пурне те киле илсе килтӗм, паллах, вăхăтлăха. Ман патра пурăннă чух ӗне сума та, çӗлеме те вӗренчӗç. Эпир çемçе теттесем çӗлеттӗмӗр. Шăп çакăн хыççăн хамăр ытларах та ача пăхса ӳстерме пултарнине ăнлантăмăр пулас.
- Упăшкăр хирӗç пулмарӗ-и?
- Çук. Вăл пӗрре те хирӗç пулман. Вăл ман ачасене юратать. Хăй те лайăх çын, музыкăна лайăх ăнланать, юрлать те, ташлать те. Сасси шăпчăкăнни пек, çавна ытараймасăрах качча тухрăм пуль (кулать).
- Çакăн чухлӗ ачана çывăрттарма ăçта вырăн тупатăрччӗ, - ыйтрăм тӗлӗннине пытармасăр.
- Ăçта ӗнтӗ - урайӗнче. Тӳшек-матрас сарса параттăм та шăкăрин выртатчӗç урайӗнче. Анчах хӗсӗк пулсан та эпир пӗрре те тарăхман. Ачасем пирӗн ӳссе пынă май килтен кайса пычӗç, вӗсем вырăнне урăххисем тупăнса пычӗç.
- Усрава илнӗ ачасенчен чи кӗçӗнни миçереччӗ?
- Ача çуратмалли çуртранах илни те пулнă. Халӗ вăл вунна кайрӗ ӗнтӗ.
Тамара Геннадьевнăпа мăшă­рӗ нумай вăхăт хушши Мензелере пурăннă, вунă çул ытла. Чи йывăр вăхăтсене, 90-мӗш çулсене, вӗсем çемйипе çакăнта ирттернӗ. Ун чухне çӗршывра нимӗн шыраса тупма çукчӗ, ачасене тăхăнтарма мар, тăраниччен çитерме те йывăр пулнă. Анчах темле пулсан та, çак йывăрлăхсенчен пултарнă таран тухма тăрăшнă, ачасене уяв йӗркелесе савăнтарма та. Интерната Çӗнӗ çул умӗн РОНО заведующийӗ килессине пӗлсен Тамара Геннадьевна тăрăшнипе елка йăлтах алăпа çӗленӗ çемçе теттесемпе капăрлатнă, папье-маше майӗпе костюмсем çӗлесе тăхăнтартнă. Ун чухнехи РОНО пуçлăхӗн Наиль Саймановичăн сăмахӗсем халӗ те асра тет Тамара Петрова. «Вăт, таланта ăна пытараймăн, нимрен тем тума пултараççӗ тата еплерех уяв хатӗрленӗ-ха, ачасем ăна пурнăç тăршшӗпех аса илӗç», - тенӗччӗ вăл, - аса илет Тамара Петрова.
Пăва районӗнчи тăван ялне Рунка Петровсем 2000 çулта таврăнаççӗ. Çак çул Тамарăн амăшӗ çӗре кӗрет. Ашшӗ урăх çӗре пурăнма кайма килӗшменнипе вӗсем пӗтӗм пурлăхне сутса Мензелерен куçса килеççӗ. Ашшӗне пӗччен хăварасшăн пулман вӗсем. Ун чухне усрав ачисем пулман-ха, хăйсен виçӗ ачипе таврăнаççӗ. Çак утăма упăшкин аппăшӗ ракпа чирлесе вилсен тăваççӗ. Тăлăха юлнă икӗ ачана хăйсем патне пурăнма илеççӗ. Йӗркеллех пурăнаççӗ вӗсем, ачасем те пӗр-пӗринпе часах килӗштереççӗ. Анчах, инкек юнашар çӳрет тенӗ пек, усрава илнӗ 18 çула çитнӗ хӗр пӳкле вилӗмпе вилсе каять. Çакна аса илсен мăнтарăн хӗрарăм халӗ те пăшăрханать. Çапах та пурнăç малаллах шăвать. Нумай та вăхăт иртмест тăван ачисемпе пӗрле пӗр класра вӗренекен икӗ пӗртăван тăлăха юлаççӗ. Çакскерсем Петровсен ачисемпе ерсе вӗсен килне çӳреме пуçлаççӗ. Тăванӗсем илесшӗн пулман атьсене. Вара Тамара Геннадьевна тăлăхсене опека илет. Пӗр хӗрӗ 16 çул тултарсан ача çуратса парать. Вăл ашшӗ-амăш правинчен хăйне хăтарма ыйтса çырать те ачине Тамара Геннадьевнăна парса хăварать, хăй Мускава ӗçлеме тухса каять. Хӗре вăхăтлă ăс парайманнишӗн Тамара Геннадьевна хăйне айăплать. «Пăхса çитереймерӗм-ши», - тет пăшăрханса. «Мăнукне» хăй çине илет кăна Петровсене тепӗр ача килсе параççӗ - çулталăка кăна тесе, анчах вăл та юлсах каять. Халӗ вăл ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, Çыр­чаллинче пурăнать. Петровсен тăван ачисем те ӳссе çитӗннӗ, çемье çавăрса хăйсем те ачаллă пулнă. Çапла Петровсем пӗр ачапа тăрса юлаççӗ. Ача хăйне кичем туйнипе, час-часах тунсăхланипе Тамара Геннадьевна тепӗр ача усрава илме шутлать, анчах пӗрре вырăнне виççех илсе таврăнать. Çапла вун икӗ ача пулса каять вӗсен. Калама кăна çăмăл, вун икӗ шăпа, вун икӗ характер, кăмăл. Кашнинпе пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле, тимлӗх уйăрмалла, хуйхи-суйхине те, савăнăçне те ăнланмалла. Çапах та пуç усман Петровсем, пурне те вăй-хал çитнӗ таран вӗрентнӗ, ăс панă, çын пулма пулăшнă. Килӗнче те мăй таран ӗç пулнине пăхмасăрах Тамара Геннадьевна ӗçлеме те, вӗренме те ӗлкӗрнӗ. Малтанласа вăл Мари Эл Республикинчи политех­ни­ка институтӗнче вăрман хуçа­лăхӗн уйрăмӗнче вӗреннӗ. Хăй каланă тăрăх, çак профессие илесси тахçанах вӗсен çемье йăли пулса тăнă. Унтан бухгалтер-экономиста вӗренсе тухнă. Рункăри Культура çурчӗн заведующийӗнче ӗçлеме пуçласан Елабугăри культурăпа çутӗç училищинчен вӗренсе тухнă. Хăй мӗн пӗлнине йăлтах ачасене пама тăрăшать. Клуба уроксем хыççăн шкул ачисем пуçтарăнаççӗ, хăшӗ купăспа, тепри балалайкăпа калама вӗренет. Вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ те пур кунта. Ачасем йышлă çӳренине пула концертсем те вăрăмланнă, ӗлӗк­рех 18-20 номер пулнă пулсан, халӗ, Тамара Геннадьевна никам кăмăлне те хăварасшăн пулманнипе, 30 та пуçтарăнать. Ал ӗçпе интересленекенсем те нумай. «Чун ман çакăнта, ман атте-анне те вырăнти ансамбле çӳренӗ. Халăх ансамблӗ ята илессине те вӗсемех пуçарса янă. Куккасем, аппасем, пиччесем пурте çакăнта тӗпӗртетнӗ. Клубăн проектне те ман тăван кукка илсе килнӗ, вăл хăй вăхăтӗнче колхоз председателӗ пулса ӗçленӗ», - терӗ Тамара Геннадьевна.
Хăй каланă тăрăх, пурнăçра ăна ӗç тата ачасем хавхалантараççӗ, вăй кӳреççӗ. Пӗрне теприсӗр шутлама та пултараймасть вăл. Вăт çапларах ырă чун-чӗреллӗ çын вăл Тамара Геннадьевна Петрова.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: