Сувар

Яла ӗçлӗ çынна явăçтармалла

Семинарта ӗнесемпе лашасен чӗрнисене тасатмалли станока кăтартрӗç. Ăна Чăваш Республикинче туса кăлараççӗ иккен.

Выльăхсене чир-чӗртен сыхлама Президент программипе Пӳркелӗнче (Пăва районӗ) ветеринари пунктне туса лартнă. Унта нумай çул ӗçлекен Александр Малышевпа Геннадий Логинов семинарта ӗнесемпе лашасен чӗрнисене тасатмалли станока кăтартрӗç. Ăна Чăваш Республикинче туса кăлараççӗ иккен.

Семинар малалла Пăвара тăсăлчӗ. Яланхи пекех районта туса кăларакан продукцин куравӗ чылайăшне илӗртрӗ. Пӗлеççӗ пăвасем хăйсен ӗçне кăтартма. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пынипе ял тăрăхӗнчи чи çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç çак кун муниципалсем.

Парламент пуçлăхӗн сăмахӗсемпе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе çулсерен тӗлпулусем ирттерни хăйӗн çимӗçӗсене парать.

Эпир ял çыннисене хускататпăр, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене чи перспективлă енсемпе вӗрентетпӗр. Анчах пӗрле тăрăшса тумалли ӗçсем те çителӗклӗ-ха. Кунта эпӗ ял пуçлăхӗсене çӗнӗ меслетсене вӗрентесси çинчен калатăп – республика программисен уссипе пайтине курса вӗсем патне ялти ӗçлӗ çынсене явăçтарасси, – терӗ Фарид Хайруллович. – Пирӗн шутпа ялсенче сӗт пуçтаракан, продукцие сутма пулăшакан, тавар туса кăларакансене пулăшакан пысăках мар кооператив йӗркелемелле. Кун пек эпир ял халăхне тӗрев панă пулăттăмăр, çак кооперативсем лайăх никӗс йышăнӗччӗç. автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: