Сувар

Хăят кӗперне кашни çул шыв илет

Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Пăва районӗнче Сĕве юханшывӗ сарăлнипе шыв çыран çийӗн 40 сантиметра хăпарнă. Çавна кура Хăят тата Кильдураз ялӗсен çумӗнчи икӗ кӗпер шыв айне пулнă. Васкавлă службăсемсӗр пуçне, кӗпер урлă вăхăтлăха машинăсене çӳреме чарнă. Анчах та шыв шайӗ 80 сантиметра çитес пулсан çула...

Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Пăва районӗнче Сĕве юханшывӗ сарăлнипе шыв çыран çийӗн 40 сантиметра хăпарнă. Çавна кура Хăят тата Кильдураз ялӗсен çумӗнчи икӗ кӗпер шыв айне пулнă.

Васкавлă службăсемсӗр пуçне, кӗпер урлă вăхăтлăха машинăсене çӳреме чарнă. Анчах та шыв шайӗ 80 сантиметра çитес пулсан çула хупма та пултараççӗ.

Хальлӗхе ялсемшӗн хăрушлăх çук, çурхи шыв вăйланман. Кунта еӳпе çыхăннă ӗçсем иттерме ятарлă ушкăн та йӗркеленӗ. Çапла вара 70 ял çыннипе МЧСăн 7 ӗçченӗ лару-тăрăва кунӗпех сăнать. Вӗсен алă айӗнче 32 техника тата 2 ишев хатӗрӗ те пур.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: