Сувар

Наратлăра И.Яковлев юбилейӗ

(Сергей Дмитриев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Наратлăри ял библиотекинче «Яковлева сума суса» литературăпа музыка сехечӗ иртрӗ. Мероприятие ялти шкулпа Культура çурчӗ пӗрле хатӗрленӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пирки маларах чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, халӗ вара тивӗçлӗ канури К.Г.Лаптева тӗплӗн каласа пачӗ....

(Сергей Дмитриев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Наратлăри ял библиотекинче «Яковлева сума суса» литературăпа музыка сехечӗ иртрӗ. Мероприятие ялти шкулпа Культура çурчӗ пӗрле хатӗрленӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пирки маларах чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, халӗ вара тивӗçлӗ канури К.Г.Лаптева тӗплӗн каласа пачӗ.

Наратлăри тӗп шкулта вӗренекенсем Иван Яковлевăн «Лаша шырани» калавӗ тăрăх сценка лартса пачӗç, сăвăсем вуларӗç. Юлашкинчен пурте «Халăха çутта кăларакан» ятлă куравпа паллашрӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: