Сувар

Наратлăсем çар ретне тăма хатӗр

Пӗкӗлме районӗнче çулсерен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 5-9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче «Смотр строя и песни» конкурс иртет. Наратлăри вăтам шкул вӗренекенӗсем çакăн пек мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççӗ, унтан та ытларах - вӗсем тăтăшах çӗнтерӳçӗсем пулаççӗ. Кăçал та вӗсене çитекенни пулмарӗ, район шайӗнчи мероприятие 4 арçын ачапа 3 хӗр ачаран тăракан команда...

Пӗкӗлме районӗнче çулсерен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 5-9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче «Смотр строя и песни» конкурс иртет. Наратлăри вăтам шкул вӗренекенӗсем çакăн пек мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççӗ, унтан та ытларах - вӗсем тăтăшах çӗнтерӳçӗсем пулаççӗ. Кăçал та вӗсене çитекенни пулмарӗ, район шайӗнчи мероприятие 4 арçын ачапа 3 хӗр ачаран тăракан команда хутшăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене ăмăртăвăн 14 тапхăрӗ тăрăх палăртрӗç, кашни конкурсах 5 баллă виçевпе хакларӗç. Командăна хатӗрленме П.В.Желованов тата С.А.Корчагина вӗрентекенсем пулăшрӗç.

Унсăр пуçне Наратлăри шкул ачисем районти, ял хутлăхӗ ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнаççӗ. Соколка ялӗнче биатлонпа иртнӗ ăмăртура вӗренекенсен команди çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗ. Эстафета ăмăртăвне Пӗкӗлме хулипе ял шкулӗсенчен пурӗ 18 команда хутшăнчӗ. Турнир таблицинче наратлăсем виççӗмӗш пулчӗç, ял шкулӗсемпе пăхсан - иккӗмӗш. Командăна кӗнӗ Артур Азизов, Андрей Григорьев, Дмитрий Егоров, Дмитрий Тарасов хăйсене чăн-чăн спортсмен пек кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: