Сувар

Николай Колесников çуралнă ялта уяв иртнӗ

Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина...

Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина пулăшнипе «Сурхури» уявне анлăрах, Пӗкӗлме районӗн шайӗнче ирттерме шут тытрăмăр. Клуб ӗçченӗсем хастар ӗçленипе тата вӗсене пулăшакансем тăрăшнипе эпир ял халăхӗ савăнмашкăн тата хăнасем тӗлӗнмешкӗн чăваш халăхӗн пысăк уявне туса ирттерме пултартăмăр. Представлени çак уявăн мӗн пур йăлисене пăхăннипе илемлӗ пулчӗ, ку вăл: хуçалăхсем тăрăх çӳресе килти выльăх-чӗрлӗхе тытса юмăç пăхни те, хӗллехи вăйăсем те, килти сăрапа хăналани те, Культура çурчӗн сцени çинче импровизацилесе туса хунă ӗлӗкхи пӳрт ăш-чиккинче аслисене сурхури юррисене юрласа сумлани тата ытти те. Çакăнтах ал-ӗç хатӗрӗсен куравне те, чăваш халăх апат-çимӗçне тутанса пăхассине те, чейне те хатӗрленӗ.

Пире çакăн пек мероприяти тума пулăшнăшăн пурне те тав сăмахӗ калас килет, уйрăмах Культура çуртӗнче ӗçлекенсене (заведующийӗ Е.А. Егорова), илемлӗ пултарулăх ушкăнне хутшăнакансене, ял-йыша. Кашни килнӗ хăна уявран питӗ хаваслă кăмăл туйăмпа килне таврăнчӗ. Çакă ăна йӗркелекенсен чи пысăк çитӗнӗвӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: