Сувар

Тутарстансем космосра!

Пӗкӗлмере 1974 çулта çуралнă Сергей Рыжиков октябрӗн 19-мӗшӗнче «Союз МС-02» караппа экипажкомандирӗ пулса Халăхсем хушшинчи космос станцийӗ енне çул тытнă. МКС программинче вăл экипажра бортинженер пулса ӗçлӗ. Рыжкиовсем Пӗкӗлмере нумай пурăнман. Çӗпӗре куçса кайнă. Нижневартовскри шкула тата авиатросен клубне вăçлесен Сергей Оренбургри летчиксене хатӗрлекен авиаци училищине вӗренме кӗрет, ăна салатса...

Пӗкӗлмере 1974 çулта çуралнă Сергей Рыжиков октябрӗн 19-мӗшӗнче «Союз МС-02» караппа экипажкомандирӗ пулса Халăхсем хушшинчи космос станцийӗ енне çул тытнă. МКС программинче вăл экипажра бортинженер пулса ӗçлӗ.
Рыжкиовсем Пӗкӗлмере нумай пурăнман. Çӗпӗре куçса кайнă. Нижневартовскри шкула тата авиатросен клубне вăçлесен Сергей Оренбургри летчиксене хатӗрлекен авиаци училищине вӗренме кӗрет, ăна салатса ярсан вӗренӗве Качинскри вӗçев училищинче вӗçлет. Хӗсмете Саратов, Тверь, Чита облаçӗсенчи сывлăш çарӗсен полкӗсенче летчик, аслă летчик, звено командирӗ, штаб начальникӗ, эскадрили командирӗн çумӗ пулса иртет.

Л-39, МиГ-29 самолетсемпе вăл 700 ытла сехет вӗçнӗ.

2006 çулта космонавтсене суйласа илессипе ӗçленӗ ведомствосем хушшинчи комисси ăна 14-мӗш наборăн йышне кӗртет. 2007 çулта Сергей Рыжикова космонавтсен отрядне илсе пӗтӗмӗшле космос хатӗрленӗвӗн икӗ çуллăх курсӗсене вӗренме яраççӗ. 2009 çулта ăна отрядри космонавт-испытатель должноçне илеççӗ.

Чылай тренировкăсем иртнӗ хыççăн 2014-2016 çулсенче космос вӗçевне ятарласа хатӗрленнӗ.

Октябрӗн 19-мӗшӗнче Байконур Тутарстан ывăлне космоса ăсатрӗ. Куракансем ăна чăваш сăнлă та теççӗ. Анчах хальлӗхе ку сăмаха çирӗплетӳ çук. Тен, тупăнӗ те?..

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: