Сувар

Вăрçăсăр çухатусем

30-40 çул каяллахипе танлаштарсан çӗршывра халӗ ача çураласлăх шутсăр пӗчӗк. Ялсенче те килӗрен ултшар-çичшер ача çуратакан çук. Шухăшласа пăхсан куç пек упрамалла пек те, апла мар çав. ШӖМ сводкисенче унта та кунта çул çитмен ача ку е вăл сăлтавпа пурнăçран уйрăлнине вулатпăр. Октябрӗн 13-мӗшӗнче те акă Пӗкӗлме хулинчи пӗр хваттерте...

30-40 çул каяллахипе танлаштарсан çӗршывра халӗ ача çураласлăх шутсăр пӗчӗк. Ялсенче те килӗрен ултшар-çичшер ача çуратакан çук. Шухăшласа пăхсан куç пек упрамалла пек те, апла мар çав. ШӖМ сводкисенче унта та кунта çул çитмен ача ку е вăл сăлтавпа пурнăçран уйрăлнине вулатпăр. Октябрӗн 13-мӗшӗнче те акă Пӗкӗлме хулинчи пӗр хваттерте тăнсăр выртакан 15-ри ачана асăрханă, шел те çăлса хăварайман, тепӗр икӗ кунран вăл больницăра вилсе кайнă. Следовательсем çак факт енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе («Вӗлерни») уголовнăй ӗç пуçарнă.

Япалисене пăхнă чухне шкул ачин кӗсйинче пӗчӗк газ баллонне тупнă. Хăйех наркăмăшланнă-и вăл, е кам-тăр пулăшнă - паллă мар. Вилӗмӗн сăлтавне палăртма судпа хими тата судпа медицина экспертизисене янă. Хальхи вăхăтра следстви пырать, пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: