Сувар

Юлашки шăнкăравран парне илсе таврăннă

Май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи шкулта юлашки шăнкăрав кунне уявланă. Шкул умӗнчи лаптăкра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем тата килнӗ хăнасем пуçтарăннă. Салам сăмахӗпе Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.А. Дмитриев, шкул директорӗ Т.И. Капитонова, Наратлă ял канашӗн депутачӗсем тухса калаçнă. Ырă сăмахсене вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшӗсем те хушмасăр юлман. Чи пултаруллă вӗрентекенсене...

Май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи шкулта юлашки шăнкăрав кунне уявланă. Шкул умӗнчи лаптăкра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем тата килнӗ хăнасем пуçтарăннă. Салам сăмахӗпе Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.А. Дмитриев, шкул директорӗ Т.И. Капитонова, Наратлă ял канашӗн депутачӗсем тухса калаçнă. Ырă сăмахсене вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшӗсем те хушмасăр юлман.
Чи пултаруллă вӗрентекенсене те палăртса хăварнă уявра. Çак тăрăхсенче 2011 çултан «Лучший ученик» конкурса иртернине те палăртса хăвармалла. Çак çул та конкурс 7-мӗш хут иртнӗ. Тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ вӗренекенсенме вӗрентекенсене шăп юлашки шăнкăравра парнесемпе тата дипломсемпе чысланă.
«Лучший класс» номинацинче З.В. Желовановăпа Г.Г. Гайнетдинова ертсе пыракан 4-мӗшпе 6-мӗш класс, «Ударник» номинацинче пурӗ 6 вӗренекен, «Спортсмен» номинацинче те 6 вӗрентекен, «Учитель» номинацинче физкультура вӗрентекенӗ П.В. Желованов, юлашки номинацинче (лаптăкри çӳп-çапсене пуçтарнишӗн) 7-8 классем наградăна тивӗçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: