Сувар

Кăçал пӗрремӗш çын космоса çӗкленнӗренпе 55 çул çитрӗ

Кăçал пӗрремӗш çын космоса çӗкленнӗренпе 55 çул çитрӗ. Пирӗн халăхăн та ку тӗлӗшпе уйрăммăн мăнаçланмалли сăлтав пур. Вăл аслă çӗршывăн историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлăннă. «Халăхпа партин яваплă хушăвне икӗ хутчен пурнăçлама плутарнишӗн эпӗ питӗ савăнатăп. «Восток-3» вӗçевӗ хыççăн географине пӗлесех теменнисем те Аслă Атăл тăрăхӗнче Совет Союзӗн ытти республикисен...

Кăçал пӗрремӗш çын космоса çӗкленнӗренпе 55 çул çитрӗ. Пирӗн халăхăн та ку тӗлӗшпе уйрăммăн мăнаçланмалли сăлтав пур. Вăл аслă çӗршывăн историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлăннă.

«Халăхпа партин яваплă хушăвне икӗ хутчен пурнăçлама плутарнишӗн эпӗ питӗ савăнатăп. «Восток-3» вӗçевӗ хыççăн географине пӗлесех теменнисем те Аслă Атăл тăрăхӗнче Совет Союзӗн ытти республикисен туслă çемйинче пурăнакан Чăваш Автономи Республики пурри çинчен пӗле пуçларӗç. Çакăншăн эпӗ питӗ савăнатăп! Çапах эпӗ ăнланатăп, ку манăн уйрăм тивӗç кăна мар, кунта манăн халăхăн ӗçӗ те пур, эпӗ унăн пӗр пайӗ пулса тăратăп».

Çак сăмахсене чăваш çынни, тӗнчери 3№ космонавт Андриян Николаев каланă.

Юрий Гагарин, Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович... Халиччен пӗлмен тӗнчене этмелӗх валли чи малтан уçакансем! Вӗсем хăйсен сывлăхне, пурнăçне хӗрхенмесӗр паттăрла ӗçсем турӗç. Вӗсене пирӗн çӗршывăн халăхӗ кăна мар, пӗтӗм тӗнче юратрӗ. Нумайăшӗ, уйрăмах çул çитменнисем вӗсем пек пуласшăнччӗ. Константин Циолковскийӗн теори шыравӗсем, Сергей Королевăн практика хăнăхтарăвӗсем, Юрий Гагаринăн вӗçевӗ ăс-хакăлпа паттăрла ӗçе пӗрлештерсе пирӗн çӗршыва космосра мала кăларчӗç.

Андриян Николаев Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлта чухăн хресчен çемйинче çуралнăине пур чăваш та пӗлет пулӗ. Ача чухне вăл фельдшер пулма ӗмӗтленнӗ, анчах шăпи урăхларах килсе тухнă.

Халăхра калаççӗ вӗт, çыннăн чунне, паттăрлăхӗн никӗсне тӗпӗ-йӗрӗпе ăнланас тесен унăн ачалăхне тимлӗрех тинкермелле, тесе. Ку чухне те çавăн пек.

Андриянăн ачалăхӗ пысăках мар ялта иртнӗ. Пӗчӗкрен вăл ӗçе хăнăхнă. Ялти ӗç ун чухне çăмăлах пулман. Ялти 7 класлă шкула пӗтерсен вăл пиччӗшӗ патне Сӗнтӗрвăррине куçнă. 1944-47 çулсенче унти вăрман хуçалăхӗн техникумӗнче вӗреннӗ. Ăна вӗçлесен инçетри Карелире вăрман хатӗрлес ӗçре теçетник, унтан маçтăр пулса тăрăшнă.

1950 çулта Андриян Николаева салтака илсе каяççӗ. Вăл Кавказри авиаци чаçӗнче хӗсмет иртме тытăнать. 1951 çулта Черниговри çар летчикӗсене хатӗрлекен авиаци училищине вӗренме яраççӗ.

1956 çулта вăл сывлăшра моторӗ ӗçлеме чарăннă «МиГ-15» самолета çӗр çине ăнăçлă антарса лартать. Çакăншăн командовани ятӗнчен СССР Паттăрӗ Л.Соколов ăна хаклă парне парать - алă сехечӗ.

1960 çулта Николаева космонавтсен отрядне кӗртеççӗ. 1961 çулхи кăрлач уйăхӗнче ăна патшалăх комисийӗ суйласа илсе ытти 6 пилотпа пӗрле космонавт профессине пурнăçлама çирӗплетет.

1962 çулхи августăн 11-мӗшӗнче Мускав вăхăчӗпе 11 сехет те 30 минутра летчик-космонавт Андриян Николаев майор «Восток-3» космос карапӗпе Çӗр орбитине тухать. Унта вăл этем организмӗ йывăрăшсăрлăхра (невесомость) ӗçлеме пултарнине тӗрӗслес тӗллевпе вырăнтан ӗçерӗнсе хусканусем тăвать, кабина тăрăх куçса çӳрет. Çавăн пекех вăл космосра чухне экспериментсем ирттереççӗ, тӗслӗхрен уçлăхри икӗ карап хушшинче радиоçыхăну туса. 95 сехет хушшинче «Восток-3» Çӗр тавра 64 хут çаврăнса 2 миллион та 600 пин километр вӗçет. Ку халиччен нихçан пулман япала.

1962 çулхи августăн 18-мӗшӗнче СССР Верховнăй Канашӗн Указӗпе космоса пӗрремӗш хут ушкăнпа нумайлăха вӗçнӗшӗн Андриян Григорьевич Николаева Совет Союзӗн Паттăрӗн ятне параççӗ.

1964 çулта Николаев космонавтсен отрячӗн командирӗ пулса тăрать. 1968 çулта Жуковский ячӗллӗ çар инжинерийӗн академине вӗçлет.

1970 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Андриян Николаев Виталий Севастьяновпа пӗрле орбитăна вӗçсе хăпарать. Çакăншăн вăл иккӗмӗш хут Совет Союзӗн Паттăрӗ пулса тăрать. Çавăн пекех Николаев авиацин генерал-майорӗ звание тивçет. Ытти çӗршывсем те Андриян Николаева чаплă ятсем параççӗ. Тӗслӗхрен, вăл Вьетнампа Монголин Ӗç Паттăрӗ, Непалăн пӗрремӗш класлă чи çӳллӗ орденне тивӗçнӗ, Венгрири Ялав орденне, Египетăн «Нил мăй çакки» паллине илнӗ.

1974 çулта ăна космонавтсене хатӗрлекен Юрий Гагарин ячӗллӗ Центрăн пуçлăхӗн çумӗ пулма яваплаççӗ.

Пурнăçӗ тăршшӗпе Андриян Николаев тăван енӗпе çыхăнăва татман. 1977 çулта Шуршăлта космонавтăн бронза бюстне лартнă. Хăйне «Шупашкарăн хисеплӗ çынни» ята панă. ЧР Президенчӗн Указӗпе Николаев РФ влаç органӗсенче Чăваш Республикин хисеплӗ представителӗ пулса тăрать. 1997 çулта ăна «Чăваш Республикин хисеплӗ граăданинӗ» ята параççӗ.

РСФСР Верховнăй Канаш депутачӗ те пӗрре мар пулнă вăл. Чапа тухнă космонавт çамрăксем хушшинче пысăк ӗç илсе пынă. Республикăри пысăк мероприятисем, уявсем вăл хутшăнмасăр иртмен.

Çапла 2004 çулхи июнӗн 1-3-мӗшӗсенче те Чăваш Республикинче Пӗтӗмраççейри V ял спорт вăййисем иртнӗ. Унта Николаева Тӗп судья туса хураççӗ. Шутланă-ши вăл тăван çӗршывӗнче вилетӗп тесе? Çакă июлӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ: чӗри тапма чарăнас умӗн çур сехет маларах Андриян Николаев пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ ирттернӗ. Конференц-залран хăна çурчӗ хушшинче 300 метр хутлăх кăна, çавăнпа вăл машинине ярса çуран утас тенӗ. Çак утăмсем унăн пурнăç çулӗнче юлашкисем пулса тăраççӗ: пусмапа хăпарнă чухне космонавт сасартăк кукленсе ларать... ЧР Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвӗ тăрăх Андриян Николаев иккӗмӗш хут миокард инфаркчӗ пулнипе вилсе кайнă.

Пӗрремӗш чăваш космонавтне Шуршăлта пытарнă. Унпа сывпуллашма Раççейӗн пӗрремӗш Президенчӗ Борис Ельцин та пынă пулнă. Халӗ тăван çӗрне чапа кăларнă патриот ялӗнче Космонавтика музейӗ ӗçлет. Андриян Николаев Патăр ӗмӗрлӗхех пирӗн халăх асӗнче пулӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: