Сувар

Алексей Сунейкин: «Мăнтăрсене курсан шеллетӗп»

Мăнтăр çынна курсан шеллетӗп, ытлашши килограмсем вӗсем якорь пек аялалла туртаççӗ. Çу организмра тӗрлӗ чир-чӗр вăратнине шутламаççӗ. Калаçма пуçласан та, вăхăт е май çукки çине яраççӗ. Вăхăт вăл никама та çитмест, ăна йӗркелеме пӗлмелле...

 

«Сывă кӗлеткере – сывă ăс-тăн», – теççӗ ӗлӗкрен. Кӗлеткене кирлӗ формăра тытас тесен нумай ӗçлемелле, харпăр дисциплина хурçă евӗр пулмалла, кун-йӗркине, апат рационне çирӗп пăхăнмалла. Паллах, кун пек чухне хăвна йӳле ямастăн. Çапла кунран кун кăмăлпа туптанса, характер енчен пиçӗхсе пыратăн. Çак сăмахсем тӳрреммӗнех Хусанти паллă фитнес-тренера, футболиста Алексей Сунейкина пырса тивеççӗ. «Суварта» унпа маларах та интервью тухнăччӗ, «Универсиадăна» Хусанта ирттерме тӗрев парса вăл Брюсселе çити чупнă хыççăн тӗл пулнăччӗ унпа. Унтанпа нумай вăхăт иртнӗ. Çак хушăра пурнăçӗнче чылай улшăнусем пулса иртрӗ: авланса икӗ ачаллă пулма, чăвашла юрă çыртарма та ӗлкӗрчӗ. Социаллă сетьсенче те вăл питӗ активлă, лайăх мотиватор пулса çынсене физкультурăпа тата спортпа интереслентерме тăрăшать. Нумай пулмасть эпир унпа тепре тӗл пулса калаçрăмăр.

– Алексей, халӗ эсӗ культуризма пуçӗпех кӗрсе кайнă темелле. Мӗнле вырăн йышăнать сан пурнăçунта спорт, тӗнчекурăмна мӗнле улăштарать?

– Ял ачи пулнă май, мӗн пӗчӗкрен мечӗк тапса ӳснӗ ӗнтӗ. Çавăнпа спорт хуть хăçан та пурнăçра паллă вырăн йышăннă.1984 çулхи пулсан та, паянхипе танлаштарсан, вăл вăхăтра ялта залсем, футбол площадки çукчӗ. Футбол выляса, чупса ăмăртаттăмăр. 6-мӗш класра вӗреннӗ чух мана пӗрремӗш хут ăмăртăва илсе кайнăччӗ.Стартра хускалса кайнă чухне такăнса ӳкрӗм. Пылчăк, стадион çук, пӗр сукмакпа чупмалла. Тăрса юлтăм, йӗрсех ятăм. Çапах тăрса чупса кайрăм, хăвса çитрӗм. Кайра пыракансенчен иртрӗм, анчах хурланни иртмерӗ. Пирӗн хыççăн аслăраххисем чупрӗç. Çавсене сăнаса ларатăп, пӗрремӗш хут çавăнта шиповки куртăм. Хăйсем пӗр-пӗринчен пытанса шиповки тăхăнаççӗ. Халӗ вӗт пач урăхла, ăна тăхăнмаллах. Ун чухне ку темле ултав пек туйăннăччӗ. Ăна ятарласа чупма тунă-çке. Пурпӗрех, ахаль кроссовкипе чупнине кăна йышăнаттăмăр. Пӗлмен ӗнтӗ. Петя Фомин асра юлчӗ, иккӗмӗш вырăн илчӗ вăл. Лашасем чупнă пек ассоциаци юлчӗ. Çавăнтан вара эпӗ темле çилленсе чупма пуçларăм.

– Ӳкмен пулсан, тен, спортсмен та пулмастăн? Вăл саншăн тӗкӗм пулнă ахăр?

– Çапла пуль. Çавăнтан кашни кун чупма тытăнтăм. Тренер çукчӗ.

– Паянхи опытран пăхсан, эсӗ тӗрӗс ӗçленӗ е йăнăшсем пулнă?

– Паллах, тӗрӗс мар. Тренировкăна пуçличчен малтан хатӗрленмелли таранчченех. Халӗ ăна ăçтан пуçламаллине, мӗн кирлине йăлт ăнланатăн. Эпӗ ирхине е каçпа тухаттăм та Пăва енне е вăрмана чупса кайса килеттӗм. Хам тавра ытти атьсем те пуçтарăнатчӗç. Пӗр 7-8 çухрăм пуçтарăнатчӗ. Сиктерни сайра пулатчӗ, эрнене, тен, пӗр-икӗ хут. Çапла пӗчӗккӗн 6-7 классенче хамăр шкулта çӗнтерме пуçларăм, унтан Пăвари, Теччӗри ăмăртусене хутшăнса çӗнтерме тытăнтăм. Кӗске дистанцисене чупма йывăрччӗ, инçене чупаттăм. Мӗншӗн тесен кӗскинче ура вăйӗ кирлӗ, вăй-хал çитместчӗ мана. Урана аталантарма упражненисем нумай, ун чухне пӗлмен.

– Ăмăртусен графикӗпе вӗренӳре ӗлкӗрсе пыма йывăр марччӗ-и?

– Аван вӗреннипе мухтанаймастăп, лашасемпе пит интересленеттӗм, чупусене хутшăнаттăм. Шкул пӗтереспе Теччӗри педучилищӗне вӗренме кайма сӗнме пуçларӗç. Шел те, вӗренӳ енӗпе мотиваци сахалрах пулнă. Хам ăшра армие кайса килеп те, вара лаша витине ӗçе кӗреп тесе шутлаттăм. Мана вăйпа Течче вӗренме илсе кайрӗç. Шăп çакăнта чупассипе профессилле шайра ӗçлеме тытăнтăм. Кăтартусем лайăхлансах пычӗç. Тепӗр виçӗ çултан Хусанти патшалăх педагогика университечӗн физкультура факультетне вӗренме кӗтӗм. Икӗ уйăх ларса вӗреннӗ хыççăн мана занятисене ирӗклӗн çӳреме май пачӗç. Ирлӗ-каçлă тренировкăсем пуçланчӗç. Пушкин урамӗнчи общежитирен тытăнса Çамрăксен центрне çити чупаттăм, хуть мӗнле çанталăкра та. 38 градус сивӗре чупса общежитие юр сухалпа таврăннине астăватăп.

– Ял ачине хулара вӗренме çăмăл марччӗ пуль?

– Нумай енӗпе.Тăхăнмаллисем пит пулман, паянхи пек лавккасем те çукчӗ. Хампа пӗрле вӗренекенсенчен хăшӗ-тӗр мӗн-тӗр – кроссовки, чупмалли куртка, сăмахран, сутсан вӗсенчен илеттӗм. Каçхи тренировкăсем Юдинăри «Локомотивра» иртетчӗç, кайма инçе. Автобусра çывăрса кайса чарăнуран иртсе кайни те пулнă. Ман тренер Игорь Павловчӗ. Вăл спорт мастерӗсене, «международниксене» нумай вӗрентсе кăларнă. Çавсем хыççăн туртăнаттăм.

– Хăçан хăв пурнăçна улăштарма шутларăн?

– Пӗрре лартăм та шухăша кайрăм, 2007 çулччӗ пулӗ. Ăçта çитеп, мӗн патне чупап? Пăхсан та вӗçӗ-хӗрри курăнмасть. Чарăнмалла-ши, тетӗп. Пурăнма та укçа кирлӗ, атте-анне ял çынни. Вӗсене кăна шанса хулара пурăнма çук. Каçсенче шабашкăна çӳреттӗм, вагонсем те пушатнă. Ăнсăртран тенӗ пек МЧСа чӗнсе илчӗç, хăйсемшӗн чупма ӗнтӗ. Лайăх кăтарту тунă хыççăн ӗçе кӗме чӗнчӗç. Çавăнта пушар-прикладной спортпа аппаланма тиврӗ. Пулса пыратчӗ, тăрăшулăх пулнă ӗнтӗ. Пӗррехинче юлташа тӗл пултăм, вăл тренажер залне çӳренине пӗлтерчӗ. Интересленсе кайрăм. Пӗр-ик уйăха абонемент туянаттăм.

– Культуризм мӗн вăл саншăн, хобби, пурнăç йӗрки?

– Професси темелле пуль, çапах çăмăл атлетикăна та пуçӗпех пăрахаймарăм. Футбол выляма çӳретӗп. Культуризма хисеплетӗп, унпа пӗтӗм çын пурăнаймасть. Бодибилдинг вăл – спорт, хама унпа фитнес шайӗнче туслă тетӗп. Çынна час-час эпӗ çуртпа танлаштаратăп. Çурт тунă чух, ун хулăнăшне, çирӗплӗхне палăртатпăр, лайăх материал суйлатпăр. Мӗншӗн? Нумая çиттӗр, çирӗп пултăр тесе. Спорт та çавах, çынна çирӗп пулма пулăшать. Унсăр пуçне мана çитӗнӳсем тума пулăшрӗ. Организм сехет пек ӗçлет, боди билдинг харпăр кăтартусен шайне ӳстерчӗ.

– Хăвна питӗ çирӗп йӗркере тытатăн, канма памастăн. Сан пурнăçунта тӗп вырăнта спорт, кӗлетке илемӗ е тата мӗн-тӗр урăххи пур? Ăс-хакăлпа ӳсме май парать-и культуризм? Саншăн вăл аталану çулӗ?

– Çак спорта, пурнăç йӗркине шалтан курма, ăнланма тытăннă хыççăн, паллах пурнăç çине урăх куçпа пăхма тытăнатăн, сывлăха хаклама вӗренетӗн. Каялла çул çук. Пурнăçра урăхларах хаклăхсем çуралаççӗ. Паллах, аталану ку маншăн. Мăнтăр çынна курсан шеллетӗп, ытлашши килограмсем вӗсем якорь пек аялалла туртаççӗ. Çу организмра тӗрлӗ чир-чӗр вăратнине шутламаççӗ. Калаçма пуçласан та, вăхăт е май çукки çине яраççӗ. Вăхăт вăл пурне те çитмест, ăна йӗркелеме пӗлмелле. Каларăм ӗнтӗ çынна çуртпа, машинапа танлаштарма пулать. Мӗн пулать ларакан автомобильпе? Тутăхать, çӗрет, ресурсӗсене çухатать. Спортпа туслă пулмасан 30-ччен çын ытлашши çу пуçтарать, кайран унран хăтăлма йывăр, çын чире каять. Мышцăсем кирлӗ этеме. Мышца корсечӗ пулмасан шалти органсем те аптрама пуçлаççӗ.

– Кунта чикӗ çухатасран асăрханмалла, спорт фанатизма ан куçтăр тесен?

– Фанатизм кирлӗ мар. Манăн вăл çук. Фанат пулнă пулсан эпӗ урăх нимпе те интересленмен пулăттăм. Мана ку кирлӗ формăра пулма пулăшать, ӗçлеме. Эпӗ фитнес-модель пек те ӗçлетӗп. Çапла майпа сывă пурнăç йӗркипе пурăнма ыттисене хавхалантаратăп. Мӗншӗн тесен спорт çын ӗмӗрне тăсма пулăшать.

– Алексей, эсӗ лайăх мотиватор пулнине социаллă сетьсенче лайăх куратпăр. Нумай пулмасть кăткăс ачасемпе ӗçлекен ятарлă шкулта пултăн. Кам чӗнчӗ сана унта?

– Çапла Раифăри училищӗре пулса килтӗм. Мана унта физрук пулса ӗçлекен юлташ чӗнчӗ. Хам çинчен каласа пама, опытпа паллаштарма. Атьсене видео кăтартнă та, лешсен манпа паллашас килсе кайнă. Унта Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарăннă ачасем, ашкăнчăклăхшăн, хулиганла ӗçсемшӗн лекнӗ вӗсем кунта. Условисем питӗ лайăх вӗсен. Икӗ сехете яхăн тăсăлчӗ калаçу. Вӗсенчен те ыйтса пӗлме тăрăшрăм. Нумайăшӗ спортпа туслă пулнă. «Мӗншӗн пăрахрăн, мӗн чарчӗ?» – тесе ыйтса сăлтавне шырарăм. Вăтанаççӗ хăйсем. Ку ачасене пулăшу питӗ кирлӗ. Ахальтен мар час-час тӗрлӗ облаçран мотиваторсене чӗнсе илеççӗ. ФСБ пуçлăхӗ те пурччӗ тӗлпулура.

– Атьсене мӗн ытларах интереслентерчӗ?

– Тренировкăсем, апатлану. Шел те, апат енӗпе вӗсен суйлав çук. Килти пек хатӗрлеме май çук.

– Санăн хăвăн та икӗ ывăл ӳсет. Эсӗ вӗсемшӗн ырă тӗслӗх, паллах. Мӗнле атте эсӗ? Пурнăçра мӗнле вырăн йышăнаççӗ ывăлусем?

– Ывăлсем – манăн пурнăç, йăлт. Ача пурри çынна малалла пурăнма вăй парать. Хам кам пулсан та – пуян-и, чухăн-и, пысăк çын е пӗчӗк, ку маншăн улшăнмӗ. Ывăлсенче хăв пайна курни мӗне тăрать. Иккӗшне те пӗр пек юрататăп, уйăрмастăп. Вӗсен енчен уйрăмлăх пур. Асли ман пата, кӗçӗнни амăшӗ патне туртăнать. Ӳссен вăл та ман енне ытларах пăхасса шанатăп, амăшне канма май пултăр (шӳтлет Алексей).

– Хăвăнтан эсӗ нумай ыйтатăн, арăмна еплерех суйларăн? Характерӗ, илемӗ, ăсӗ – мӗн çине ытларах пăхрăн?

– Хӗрсем пулнă ӗнтӗ, чăваш хӗрӗсем те пурччӗ. Шел, чăваш хӗрӗсем хама тиркерӗç пулмалла. Çăмăлттай пикесем мана нихçан та илӗртмен. Хăй вăхăтӗнче эп шоу-мен та пулнă, тӗрлине курнă. Пулас арăмпа корпоративра паллашрăм. Кайран пӗчӗк ушкăнпа караоке-бара кайса лартăмăр. Вара пурне те килӗсене леçрӗм. Çавăн чухне Алена юлташ хӗрӗ патне кӗрсе тухма ыйтрӗ. Кайран тин пӗлтӗм вăл унăн амăшӗ пулнине. Алена мана хăйтӗллӗнлӗхпе, ăслă-тăнлă пулнипе тыткăнларӗ, сапăр тыткаланипе. «Алена, сан манпа калаçма кăмăл пулсан мана телефон номерне пар-ха, çук-тăк тарăхтармăп», – терӗм. Вăл телефона туртса илчӗ те хăйех номерне çырса пачӗ.

– Ял ачи тесе тиркемерӗ апла?

– Тӗрӗсех, кун çине пăхакансем пур, çитменнине хамăн кӗтес те çук. Анчах Алена ун йышши мар, вăл хăй те ялта ӳснӗ, Пӗтреç районӗнче, хулана вӗренме кăна çӳренӗ. Паллашнă хыççăн çур çултан пӗрлешрӗмӗр. Пӗрле ӗçлеме тытăнтăмăр, илем салонӗ уçрăмăр, хамăн суши-бар пурччӗ.

– Аçу-аннӳ вырăс кинне лайăх йышăнчӗ-и?

– Мӗн теççӗ ӗнтӗ вӗсем? «Сана лайăх пултăр, хăв юратан пулсан – эпир хирӗç мар. Телейӗрсем пулччăр, Турă панă-тăк – пурăнăр», – терӗç.

– Алексей, кăçал çулла эсир Сочие пурăнма куçнăччӗ. Мӗн сăлтавпа каялла таврăнтăр?

– Арăмпа иксӗмӗр те эпир оптимистсем, пурнăçа улăштарма хăрамастпăр, тытрăмăр та кайрăмăр Сочие. Тăватă уйăх пурăнтăмăр унта. Телее, ӗç те тупăнчӗ. Унта пурăнма майсем лайăх пулсан юлатпăр, йывăр пулсан Хусана таврăнăпăр терӗмӗр.

– Апла çăмăлах килмен сире унта?

– Ача сачӗпе йывăрлăхсем сиксе тухрӗç. Паллах, ӗç пуррипе кайнă унта. Кичемрех те пулчӗ, уйрăмах мăшăра. Тинӗс те климат, урăх нимех те çук. Хусанта интереслӗрех.

– Тăван районунта иртекен спорт мероприятийӗсене хутшăннине пӗлетпӗр. Ăçтан вăхăт тупатăн?

– Пăвара иртнӗ наци кросне хутшăнтăм, хăйсем чӗнсе илчӗç. Лайăх кӗтсе илчӗç, тен, нумайăшӗшӗн тӗслӗх те пулса тăратăп пулӗ. Ушкăнра ытларах 20-25 çулти çамрăксем, вӗсем хушшинче эпӗ чи асличчӗ. Çӗнтерме, ертсе пыма çăмăл пулмарӗ. Тӗрӗссипе, выляса ярсан та намăс марччӗ, мӗншӗн тесен çамрăксем вăйлă. Çамрăксем спортпа туслă пулнишӗн савăнатăп кăна. Хампа пӗр çултине парăнтараймасан, чăн та, намăсланаттăм. Пăвара çав тери спорта аталантарас килет, мӗн-тӗр уçма шухăшсем пур.

– Спорт шкулӗ е пӗр-пӗр секци?

– Хальхи вăхăтра эпӗ футболпа та ӗçлетӗп. Богородскипе Салмачи поселокӗсенче пирӗн «Мастерс» футбол клубӗ пур. Эпӗ унта ачасен тренерӗнче ӗçлетӗп. Ăмăртусене тухса çӳретпӗр, çулла лагерьсем уçатпăр. Çавăнпа Пăвара та футбол енӗпе мӗн-тӗр тума шутлатăп. Мӗнле пулӗ вăл ӗç? Кайса çӳрӗп-и, çынна тытăп-и – шутлатăп-ха. Кирлӗ-и вăл Пăва районне, çавна та тӗпчетӗп. Футбол выляс текен ачасем нумай, анчах пурне те çул çук. Лайăх тренер хăш чухне çитмест. Тренерăн ун ертӳçӗ пулмалла, хӗрринчен пăхса тăраканни мар, пӗрле выляканни. Вылякан тренер вăл интереслӗ.

– «ЧНКА» футбол командинчен мӗншӗн «Сувар» командăна кайрăн?

– Шел те, «ЧНКАпа» пӗр чӗлхе тупаймарăмăр. «Суварта» пач урăхла лару-тăру. Пӗр-пӗрне ăнланатпăр. Туслă команда.

– Паллах, санран эстрадăри кӗске опыт çинчен те ыйтса пӗлес килет. Малалла ку енӗпе ӗçлеме шутлатăн-и?

– Халӗ эпир Алксей Наумов композиторпа иккӗмӗш юрă çыратпăр. Халӗ сасă питех мар, атьсемпе ӗçлесе сасса час-час лартатăп.

– Саншăн ку хобби?

– Çапла, анчах çине тăрсах юрлас килет. Тӗрӗссипе, сцена çине тухма ачаран ӗмӗтленнӗ, кӗтӳ кӗтнӗ чух юрласа çӳреттӗм. Пытармастăп, сцена илӗртет. Нумайăшӗ ман çине пăхса: «Ку нарцисс, хăйне кăна юратать», – тет пулӗ. Анчах ку тӗрӗс мар. Хам пурнăçра пур яплана та çынсемшӗн тăватăп, хам тӗслӗхпе урăхла пурăнма май пуррине кăтартас килет. Сывă пурнăç йӗрки, тӗрӗсси, лайăххи патне туртăнса. Ялта пӗрле ӳснисем мана аван пӗлеççӗ. Вӗрентекенсем та çавнах калӗç, Светлана Блинова, Ирина Шурбина, ыттисем.

– Платник ӗçӗнчен те пăрăнмастăн эсӗ?

– Алăпа ӗçлеме юрататăп эпӗ. Стандартлă мар япаласем ăсталама, пахчари беседкăна та хамах туса лартрăм.

– Юлташсем нумай-и санăн?

– Лайăх ӗçтешсем, пӗлӗшсем пур, анчах чăн-чăн тус вăл пӗрре пулать ман шутпа. Хăшӗ хăйӗнпе эрех ӗçекен кашни çынна тус тет, эп апла мар.

– Мӗн çинчен ӗмӗтленетӗн?

– Суйласа илнӗ профессире чарăнма шутламастăп. Унта ӗçлемелле те ӗçлемелле-ха. Ӗмӗтсем вӗсем тăрăшсан пурнăçланаççӗ. Ача чухне ялта кӗтӳ кӗтнӗ чух ӗмӗтленнисене аса илетӗп те, вӗсем пурнăçланнине асăрхатăп. Çавăнпа йăлт хамăр алăра, ӳркенмелле мар кăна. (Сăнӳкерчӗксем А.Сунейкин архивӗнчен).


 

 


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: