Сувар

Çук укçа пире валли. Çук

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче министрсен, депутатсен тата ытти патшалăх должноçӗнчи çынсен ӗç укçине ӳстересси пирки указ кăларчӗ. Чиновниксем «пӗчӗк» ӗç укçи илнипе кăмăлсăр пулнипе. Çапла çак сумлă çынсен оклачӗ пурӗ 64 процента ӳснӗ. Уйрăмлăха куратăр-и? Пенсисене 2-4 процента ӳстернӗ чухне кунта ак çакăн...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче министрсен, депутатсен тата ытти патшалăх должноçӗнчи çынсен ӗç укçине ӳстересси пирки указ кăларчӗ. Чиновниксем «пӗчӗк» ӗç укçи илнипе кăмăлсăр пулнипе. Çапла çак сумлă çынсен оклачӗ пурӗ 64 процента ӳснӗ. Уйрăмлăха куратăр-и? Пенсисене 2-4 процента ӳстернӗ чухне кунта ак çакăн пек пысăк цифрăсем. Оклада ӳстернӗ май, премийӗсене чакарнă вара. Ӗлӗкрех ăна 2,9 - 3,8 оклад чухлӗ шутласа панă пулсан халӗ 1,96 чухлӗ шутласа параççӗ. Çапах кунта «Ытла та кăткăс та кирлӗ хушусене пурнăçланăшăн» статьяпа хушса тӳленине те манмалла мар. Вăл нумай чухне темиçе окладпа танлашать. Ăна вӗсем уйăхсерен илсе тăраççӗ, мӗншӗн тесен кун пек «кирлӗ ӗçсене» пурнăçламасăр вӗсен пӗр кун та иртмест. Çапла министрсемпе депутатсен ӗç укçийӗ унăн виççӗмӗш пайӗ чухлех ӳснӗ. Тӗслӗхрен, министр уйăхсерен вăтамран та 232 пин тенкӗ ытла илсе тăма пуçланă, премьер-министрăн шалăвӗ 350 пин тенкӗпе танлашнă. Ку-ха ытти тӳлевсене - отпусксене, санаторипе курортсенчи тӳлевсӗр сиплевсене, праçниксемпе юбилейсен премийӗсемпе тӗрлӗ льготăсене шута илмесӗр, унсăр пуçне, вӗсем материаллă пулăшу та илме тивӗç. Пӗр сăмахпа, патшалăх бюджечӗн самай пысăк пайӗ чиновниксене ӗç укçи тӳлеме кайса пырать, Раççейӗн 85 субъект пулнине шута илсен уйрăмах.

Çапла эпир «халăх тарçисене» тăрантаракан çӗршыв пулса тăратпăр. Паллах, бюджет сферинче ӗçлекенсене чиновниксене тӳленӗ хыççăн пит нумаях та юлмасть.

Паллах, республика ертӳçи министрсемпе депутатсен ӗç укçине ӳстернӗ хыççăн халăхра тарăху хумӗ вăранчӗ. Интернет-хаçатсенчи статьясем айне вӗсем çивӗч те вӗри комментарисем çырчӗç. Çӳлтисем ăна курмаççӗ мар. Çак тӗллевпех пулӗ апрелӗн 23-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльвира Зарипова пресс-конференци ирттерчӗ. Лайăх та тӗплӗ хатӗрленсе килнӗ хăй, çивӗч аргументсем те пулчӗç унăн арсеналӗнче. Журналистсене вăл минималлă ӗç укçи шайӗ федераллă законпа килӗшӳллӗн 11 пин те 163 тенкӗпе (!) танлашнине каларӗ. Министр шучӗпе çа-а-ав тери нумай.

«Ӗç укçин чи пӗчӗк шайне ӳстерессишӗн нумай вăхăт ӗçлеме тиврӗ. Май уйăхӗнчен пуçласа ӗç паракансем ӗçлекенсене çак шайран сахалрах тӳлемелле мар. Енчен те ӗç паракан законпа палăртнă шайран сахалрах тӳлесен ăна РФ Кодексӗн 5.27 статйипе административлă яваплăх тыттараççӗ. Прависене пăснă сотрудниксен вара ТР Патшалăх ӗç инспекцине тата прокуратурăна заявлени пама пултараççӗ», - терӗ Элмира Амировна.

Тутарстанра çак çӗнӗлӗх 90 пин çынна пырса тивет. Бюджет тăкакӗ те пысăк мар, пурӗ те 1,5 миллиард çеç кирлӗ хушса тӳлеме. Мӗн кӗтет-ха закона пăхăнмасăр ӗç укçине ӗлӗкхи шайпа паракансене? Малтанласа асăрхаттараççӗ, йӗркене пăснине тӳрлетмесен должноçри çынсене 10 пинрен пуçласа 20 пин тенкӗччен, харпăр предпринимательсене - 1-5 пин, предприятисемпе организацисене - 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Закона татах та пăссан штрафсем ӳсеççӗ тата пӗр е виçӗ çула ӗçне чарма йышăнаççӗ.

Эльмира Зарипова палăртнă тăрăх, кун пек ӗç укçи çителӗклӗ пулмалла. Мӗне пăхса калаççӗ-ши çакна? Чиновниксемпе ахаль çынсен ӗç укçи хушшинче мӗншӗн çакăн пек пысăк уйрăмлăх; енчен те бюджетниксене пурăнмалли минимума кура ӗç укçине палăртаççӗ пулсан, чиновникăн ӗç укçине мӗнпе виçеççӗ тесе ыйтсан ӗç министрӗ ку риторикăлла ыйту тесе хуравламарӗ, тарăхни те уççăн палăрчӗ. Кунта хамăрăн айăп та пур. Эпир, Раççей гражданӗсем, хамăр иртӗнме ирӗк панă чух вӗсем малалла та иртӗнӗç. Пурăнмалли минимум пирки. Кам палăртнă ăна? Пире вӗçрен-вӗçе аран пурăнса çитмелӗх парса чурана çавăрни мар-и ку? Ман шутпа пурăнмалли минимума ÇКХ услугисене тӳлесе пымалăх тата шывпа çăкăрпа тăранса пурăнмаллипе виçме пăрахмалла. Раççей гражданӗ ӗçленине кура канса сывлăхне çирӗплетме те пултартăр, ачисене тивӗçлӗ пӗлӳ парайтăр. Кун пек ӗç укçипе вара республикăри санаторисене те кайма çук, ачасене те вӗренме яраймастăн.

Чиновниксем укçа çук тенӗ чух, чăн та, суймаççӗ пуль. Ак, Патшалăх Канашне кăна илер, унта 100 депутат, 232 440-шер тенкӗ ӗç укçипе ларать. Шутлăр, миçе миллиард тенкӗ каять вӗсене уйăхсерен ӗç укçи тӳлеме? Вӗсен пулăшуçисем пур тата. Республикăра вара миçе министерствăпа ведомство? Вӗсем хăйсене кӳрентерме хăнăхман. Мӗн юлать пире? Ни-мӗн-те... Çук укçа пире валли. Çук.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: