Сувар

Эммануил ВИТОРГАН: «ИРИНА МАНШĂН ПӖТӖМ ТӖНЧЕ»

Хусанти кинофестивальте паллă актерпа Эммануил Виторганпа тата унăн мăшăрӗпе Иринăпа тӗл пултăмăр...

Пӗтӗмлетсе каласан, кашни киноактер хăйне евӗр сăнарлăхпа палăрса тăрать, вӗсене танлаштарма çук, характерӗпе те, пултарулăх енчен те. Кашни хăйне май интереслӗ. Совет тапхăрӗнчи кинопа театр актерӗсене  çӗршывăмăрăн кинематографийӗн ылтăн генофончӗ теме пулать. Олег Янковский, Олег Даль, Василий Лановой, Леонид Быков, Алексей Баталов, Владимир Леонов, Людмила Гурченко, Вячеслав Тихонов, Наталья Гундарева, çак списока вӗçӗмсӗр тăсма пулать. Эммануил Виторган та вӗсен шутӗнче.

Хусанти кинофестивальте паллă актерпа тата унăн мăшăрӗпе Иринăпа иртнӗ творчествăлла тӗлпулу мероприятин чи асра юлнă пулăмӗсенчен пӗри. Çав таранччен ырă, йӗркеллӗ, интеллигентлă мăшăр. «Чародеи» кинори «Главное чтобы, главное чтобы костюмчик сидел...»  юрăпа пуçларӗ тӗлпулăва Эммануил Гедеонович.

Эммануил Виторгана Раççей халăхӗ «Легко быть добрым», «Кортик», «Благочестивая Марта», «Чародеи» киносем экран çине тухсан паллама пуçланă. Яштака та илемлӗ, илӗртӳллӗ каччă часах куракан чӗрине тыт­кăнланă. Пӗтӗмпе  унăн   200-е  яхăн кинороль. Эммануил Ви­тор­­ган хăй ЛГИТМиК­ра Борис Зон курсӗнче Алиса Фрейндлихпа, Сергей Юрскипе, Светлана Карпинскаяпа, Александра  Назаровăпа тата ыттисемпе вӗреннине хавхаланса каласа пачӗ.

 – Нумай пурăннă... Çав тери нумай çухату тӳснӗ, вӗсем халӗ те пыраççӗ. 60 çул пӗрле пурăннă, ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă ӗçтешсене, юлташсене асра тытасси пирӗншӗн питӗ кирлӗ, – кинокартинăсенчи эпизодсенчен йӗркеленӗ видеоролик пынă май калаçрӗ Эммануил Виторган. – Нумай пулмасть кăна хамăрăн çемье юлташне Иосиф Кобзона ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр. Тӗлӗнмелле çынччӗ вăл. 13 çул кӗрешрӗ хаяр чирпе. Больница койки çинченех сцена çине тухатчӗ, унтан каллех больницăна. Чăн-чăн паттăрлăх тӗслӗхӗ. Анчах пурнăç малаллах, вăл татăличчен унпа усă курса юлмаллах. Тавах пире  Хусана чӗннӗшӗн. Эпир кунта çичӗ çул каялла пулнăччӗ, çав хушăра хула вăйлă улшăннă. Сирӗншӗн савăнатăп, – терӗ Эммануил Виторган.

– Пурнăçра мана педагогсемпе ăнчӗ. Вӗсем пулăшнипе ачаран ӗмӗтленнӗ профессие илме пултартăм. Георгий Товстоногов, Олег Ефремов, Клара Лучко, Владимир Высоцкий, Вячеслав Тихонов, Юрий Яковлев, Петр Фоменко, Юрий Любимов, Василий Аксенов, Лев Дуров... – эпӗ сире пурне те астăватăп, шăпана сирӗн вăхăтра пурăннăшăн, сирӗнпе калаçма пултарнăшăн тав тăватăп, – илемлӗн янăрарӗ актерăн сасси Георгий Мовсесян кӗвӗленӗ «Памяти друзей» юрра юрланă чух. Сăмах май, Раç­çей халăх актерӗ лайăх юрăç та иккен, мăшăрӗпе Ири­нă­па темиçе юрă та шăрантарчӗç.

Каласа хăвармалла, Ирина – актерăн виççӗмӗш мăшăрӗ. Пӗрремӗш арăмӗпе Тамара Румянцевăпа нумай пурăнман, вӗсен Ксения хӗр çуралнă. Капустникра Алла Балтер актрисăна пӗрре курса юратса пăрахать те Эммануил пӗрремӗш арăмӗпе уйрăлать, Аллăпа пӗрлешет. Ывăлӗ Максим çуралать. Вӗсене Совет тапхăрӗнче чи илемлӗ мăшăрсен шутне кӗртнӗ, Ален Делонпа Роми Шнайдерпа танлаштарнă. Алла Балтер ракпа чирлесе вилнӗ хыççăн Эммануил Виторган йывăр депрессие каять. Çак инкекрен ăна Иринăпа паллашни кăна туртса кăларать. Мăшăр 2003 çултанпа пӗрле, халӗ вӗсен хӗрӗ Этель ӳсет, 7 уйăхра вăл.

Иринăпа пӗрлешнӗ хыççăн Остоженкăра «Виторган-клуб» йӗркеленсе каять. Мăшăр час-час «За все тебя благодарю» музыкăпа поэзи спектаклӗсене ирттерет, гастрольсемпе Раççей регионӗсемсӗр пуçне Европăри хуласене те çитет Германире Виторганăн культура центрӗн филиалне уçнă. Хусана та вӗсем маларах асăннă музыкăпа поэзи каçӗпе килчӗç.

Пӗр сехете, паллах, пӗтӗм программăна шăнăçтарма йывăр. Анчах Виторгансем май килнӗ таран тăрăшрӗç. Вӗсем тӗлӗнмелле шайлашуллă мă­шăр. Пӗр-пӗрне хисеплени, юратни тӳрех курăнать.

«Ирина, маншăн пӗтӗм тӗнче, эп ăна тав туса пӗтерейместӗп», – савса калаçрӗ Эммануил Гедеонович мăшăрӗ çинчен.

Виторгансем пире хăйсен чи çывăх юлташӗн, Александр Володинăн, пултарулăхӗпе те паллаштарчӗç.

 – 30 çул ытла тăсăлать пирӗн туслăх. Тӗлӗнмелле сăпай çынччӗ вăл. Сăввисене вулама ирӗк ыйтсан нумайччен килӗшмерӗ, çынна кăтартма юрăхсăр тесе шутлатчӗ. Сăввисене вăйпа сӗтел сунтăхӗнчен туртса кăлартăм тесен те юрать. Вӗсем формипе питӗ ансат, анчах шухăшӗпе тарăн, хăватлă,  – вулама хатӗрленсе калаçрӗ халăх артисчӗ.

Музыкăпа поэзи каçӗн пӗр пайне вӗсем хăйсен пӗчӗк хӗрне, Этеле, халалларӗç.

– Эпир ухмахла ашшӗ-амăшӗ! Этель пирӗн тӗлӗнтермӗш. Вăл çав тери лăпкă хӗрача, ялан кулать. Малтан хӗрӗм ман тӗслӗ пекчӗ, кайран ашшӗне хыва пуçларӗ. Пит çăмарти çинчи путăкӗ те Эммануилăнни пек, – ăшшăн кулса калаçрӗ Ирина.

 Пӗчӗк Этеле халалланă сăпка юрри те пур, Виторгансене ăна Жанна Данцева çырса панă. Питӗ çепӗç те чуна пырса тивекен юрă, туйăмсем çавăрса илнипе ирӗксӗрех куççуль тухать.

– Миçере пулсан та, атте-анне пулма хăрамалла мар. Пире çакăн пек хӗр парнеленӗшӗн шăпана тав тăватпăр, – залра ларакан хӗрарăмсене ача çуратма чӗнсе шӳтлерӗ Эммануил Виторган.

Творчествăлла тӗлпулу малалла тăсăлнă май Виторгансем «За все тебя благодарю» музыка альбомӗнчи Илья Резникăн, Игорь Крутойăн, Анатолий Хвойницкийӗн юррисемпе,  çемье архивӗнчи эксклюзивлă сăнӳкерчӗксемпе, клипсемпе, тӗрлӗ видеоматериалсемпе паллаштарчӗç. 

Тӗлпулу «Татаркино» ертӳçи, Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗн директорӗ Миляуша Айтуганова Виторгансене хусансенчен тав туса парне панипе вӗçленчӗ. Вăл актерсем Хусана спектакльпе килме шутласан, вырăнти продюсерӗ пулма хатӗррине пӗлтерчӗ.

– Фестиваль йӗркелӳçисене пысăк тав пире чӗннӗшӗн. Сирӗн хула тӗлӗнмелле капăр та илемлӗ, кунта пире чунтан ăшшăн кӗтсе илчӗç. Тепре тӗл пуласса шанса сирӗнпе уйрăлатпăр, – терӗ тӗлпулăва вӗçлесе Эммануил Виторган.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: