Сувар

Ирина АЛФЕРОВА: «ТЕАТР АБДУЛОВ ТАВРА ÇАВРĂНАТЧӖ»

Ирина Ивановна пунктуаллă çын пулчӗ, хăшӗ-пӗри пек хăйне кӗттермерӗ. Нумайăшӗ маларах каланă пек журналистсемпе калаçма юратманни те тӳрре тухмарӗ...

Юлашки çулсенче ăна экран çинче питех курма çук, мӗнле те пулин кăларăмăн проектне хутшăнсан вара телеканал рейтингӗ  самантрах ӳссе каять. Кинофильмра курсан вара çăвар карса пăхатпăр. Çулӗсене кура мар, вăл халӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ, илӗртӳллӗ хӗрарăм. Раççей халăхӗ ăна Василий Ордынскин «Хождение по мукам» киноэпопейинче ӳкерӗннӗ хыççăн паллама пуçланă.

Унăн фильмографийӗ питӗ пуян та тӗрлӗрен. Театрпа çыхăннă биографийӗ те кăсăк, ăна вăл «Ленкомран» пуçланă, халӗ «Школа современной пьесы» театр труппипе ӗçлет. Çапах та кинори ролӗсем интереслӗрех те анлăрах. Александр Серовăн 1990 çулта тухнă «Ты меня любишь» юррин клипӗнче ӳкерӗннӗ хыççăн вăл Раççейӗн чи илӗртӳллӗ хӗрарăмӗ пулса тăнă. Сăмах совет тапхăрӗнчи, Раççейӗн кино тата театр актриси, халăх артистки Ирина Алферова çинчен.

Хусанти кинофестивалӗн «Ривьера» кану комплексӗн «Алмаз Синема Порт» кинотеат­рӗнчи пӗрремӗш творчествăлла тӗлпулăвӗ шăпах унпа иртрӗ. Зала халăх лăк тулли пуçтарăннă. Ирина Ивановна пунктуаллă çын пулчӗ, хăшӗ-пӗри пек хăйне кӗттермерӗ. Нумайăшӗ маларах каланă пек журналистсемпе калаçма юратманни те тӳрре тухмарӗ.

– Манран хуть мӗн çинчен те – харпăр пурнăç, кинорольсемпе театрти ӗç, ачасемпе çемье, юратнă çынсем пирки – йăлт ыйтма пултаратăр. Эпӗ калаçма хатӗр, – терӗ вăл сывлăх сунса.

Ирина Алферова калаçăва хăй ачалăхӗнчен, мӗншӗн актер профессине суйласа илнинчен пуçларӗ. Шкулта вӗреннӗ чухне унăн питӗ те Юрпике пулас килнӗ иккен. Анчах ӗмӗтленнӗ роле виççӗмӗш класра вӗреннӗ чух тин кӗтсе илнӗ.

– Парта хушшинче именсе чӗнмесӗр лараттăм. Мӗншӗн мана асăрхамаççӗ-ши теттӗм. Мана сцена та мар, урăххи илӗртнӗ. Хамра темле çынсене кирлӗ япала пур пек туяттăм. Манăн çавна çынсене парнелес килетчӗ. Юрпике тусан вара кашни ачана хам юратăва парнелеме тăрăшрăм, кичемленнисене савăнтарма хăтлантăм. Атьсем çакна туйрӗç пулмалла. Урăх шкулта вӗренме пуçласан учительсем ăмăртмалла тенӗ пек Юрпике пулма ыйтма тапратрӗç. Телейлӗччӗ эпӗ çакăнпа, –  халӗ те вăл тӗлпулăва килнисене хăй чӗрине шелсӗр парнелерӗ.

– Эпӗ сирӗнпе çӗрлеччен калаçма хатӗр. Хусанта мана ăшшăн кӗтсе илнӗшӗн тав, – терӗ тӗлпулу вăхăчӗ кӗске пулнипе пăшăрханса. Маларах вăл хăй сывлăхӗ япăхнипе пӗр сехет кăна пама ыйтнă. Каярах ак ӗнтӗ уйăха яхăн шăнса пăсăлнинчен ниепле те уçăлайманни пирки каларӗ. Çапах тӗлпулу вăхăтӗнче ăна кăтартмарӗ, сӗннӗ пукан çине те лармарӗ, ура çинче тăрсах калаçса ирттерчӗ.

Кинора пӗрле ӳкерӗннӗ ак­тер­сенчен чи малтан Александр Абдулова аса илчӗ. Ахаль мар ӗнтӗ. Александр Абдуловпа Ирина Алферова 1976 çулта пӗр­лешсе 1993 çулччен пурăннă.

– Александра ăна кинора мар, театрта курмалла. Шел, сирӗн пурин те ун пек май пулман. Театршăн çунса тăратчӗ вăл. Кинора роль сӗнсен те театрта çав вăхăтра ӗç пулсан çӗмрен пек унта чупатчӗ. Алăк­ран кӗрсенех пурте унăн ухмахла вăйлă энергине туятчӗç, вăл пурне те çитетчӗ. Пӗтӗм театр Абдулов тавра çаврăнатчӗ. Ӗмӗтсӗр çын марччӗ вăл, роле пӗр çул вылянă хыççăн ыттисене сӗнетчӗ. Халӗ ун пек актер çук, – хурланса аса илчӗ Ирина Ивановна. Унтан Олег Янковские, Валерий Золотухина, Евгений Евстигнеева, Маша Мироновăна аса илчӗ.

– Шел, аса илнисенчен Машăсăр пуçне никам та çумра çук. Каяççӗ те каяççӗ талантлă, тӗлӗнмелле чун-чӗреллӗ çынсем пиртен. Хам çинчен калас пулсан, эпӗ пуласлăха, ыррине шанакан çын тата кӗтме пӗлекенскер. Ытларах чухне ăнать. Ялан кам та пулин пулăшать. ГИТИСа вӗренме кӗме анне ăсатма пычӗ. Пурте унта каймалла мар тесе калаçтарма пуçларӗç. «Ăçта? Унта богема! Хӗрӗре çавсен аллине парасшăн-и? Хутăра крекен пулмасан кӗрейместӗр», – теççӗ. ГИТИСа чăннипех пултарулăха кура илнине хам куçпа хам куртăм. Тамбовран, Липецкран, ытти çӗртен, пурте конкурспа иртрӗç. Талант пулсан илеççӗ. Эпир аннепе пӗр кӗтесе хӗсӗнтӗмӗр те кӗтсе тăратпăр. Пире кая юлнă тесе пӗлтерчӗç. Ăнсăртран пӗр çамрăк çын килсе тухрӗ, кунта мӗн ӗçпе килнине ыйтса пӗлчӗ. Театр училищине кӗме хатӗрленнине пӗлтертӗмӗр. «Çиччас иккӗмӗш тур пулмалла, сире чӗнсе илӗç», – терӗ хайхискер. Чăн та, чи малтан сцена çине мана чӗнсе кăларчӗç. Мӗн хатӗрленнине кăтартса патăм. Илчӗç мана. Анчах çав çамрăк çын таçта çухалчӗ, ăна урăх пӗрре те тӗл пулмарăм. Театра кӗме пулăшрӗ те, çухалчӗ. Тен, вăл Ангел пулчӗ? Нумай пулмасть ларса шутларăм та пурнăçра кирлӗ вăхăтра ялан кам-тăр пулăшнине асăрхарăм. «Ленкома» ăнсăртран кӗрсен те çапла пулчӗ. Унта «Звезда и смерть Хоакина Мурьеты» пӗрремӗш рок-опера пыратчӗ. Пурте çамрăк, талантлă. Марк Захаров тӗлӗнмелле режиссер. Хăюлăх çитерсе ун патне пытăм та хамăн кунта ӗçлес килнине пӗлтертӗм. «О! Питӗ аван. Паян пӗр актрисăна ӗçрен кăларма тиврӗ, ун вырăнне çын кирлӗ. Паянхи спектакльпе паллашрăр ӗнтӗ. Тепӗр кун сирӗн сцена çине тухмалла пулать», – терӗ Марк Анатольевич. Шел, паллах, актрисăна, анчах ăна ӗçрен кăларман пулсан, эпӗ унта лекейместӗмччӗ, – каласа парать Ирина Алферова.

Кинори рольсенчен актриса ытларах хăйӗн чунӗнче тарăн йӗр хăварнă Даша сăнарне («Хождение по мукам») палăрт­рӗ. Çак картинăра ӳкерӗннӗ хушăра Дашăран нумай илнине каларӗ. Актриса сăмахӗсемпе, вăл хăйӗнче вăйлă актрисăна курсах кайман, туйман, çакна режиссерсем шантарса каланă хыççăн тин ӗненме пуçланă.

Хальхи вăхăтри творчестви пирки каласан, Ирина Алферова «Дисней» кинокомпанин пӗр проектне хутшăннă. Унта ăна начар анне рольне парасшăн пулнă. Анчах вăл килӗшмен. Тӗлӗнмелле те çак ыйтупа ăна тепӗр хут шăпах пирӗн тӗлпулу вăхăтӗнче шăнкăравларӗç. Куракансенчен ирӗк илсе вӗсемпе калаçрӗ. Кайран савăнса хăйне лайăх анне рольне (сценарипе кинора икӗ анне, пӗри япăх, тепри аван) панине пӗлтерчӗ. Сăмах май, унта унăн хӗрӗ те ӳкерӗнет. Нумай пулмасть Алферова «Училка» – «Испытание» социаллă драмăра ӳкерӗннӗ. Сюжетпа музыка спектаклӗ вăхăтӗнче террористсем куракансене заложника илеççӗ, йывăр картина. Проката фильм октябрь уйăхӗнче тухмалла. Актриса шучӗпе, хальхи кино хăйне евӗрлӗ. Ăна начар теме çук. Кинематографи те саманана кура улшăнса пынине каларӗ вăл. Шел, творчествăлла тӗлпулу питӗ кӗске пулчӗ. Хамăра хумхантаракан ыйтусене пурне те парса ӗлкӗреймерӗмӗр.

– Малашне тӗл пулма татах май пулӗ-ха. Спектакльсемпе эпир Хусана килкелетпӗр. Çавăнта тӗл пулăпăр тата, – ăшшăн кулса сывпуллашрӗ пирӗнпе легендарлă актриса.  

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: