Сувар

Кӗрешӗнсем чăвашсен тăванӗ-и?

Нумай вăхăт эпӗ те чăвашсем тăванран чухăн халăх тесе шутлаттăм. Турра шӗкӗр, хăш-пӗр чухне йăнăшни калама çук аван пулăм. Пирӗн те пур иккен тăванла халăх ушкăнӗ. Унпалан эпӗ нумай пулмасть кăна паллашрăм.

Вăрман – йывăçпа, этем – тăванпа пуян. Халăхсем те çавнашкалах. Пуринчен те уйрăм тăракан халăха хăйне сыхлама хӗнтерех. Енчен те тăванлă этноссем нумай пулсан, пӗр-пӗринчен тытăнса тăма та пулать. Тӗслӗхрен, эпир, чăвашсем, хамăр ытти халăхран уйрăм тăнине мӗн ачаран пӗлетпӗр. Пирӗнни пек чӗлхепе никам та калаçмасть, пирӗнни пек йăласене те сахал кам тăвать. Çав вăхăтрах, тутарсен мӗн чухлӗ тăван! Пушкăрчӗ те, казахӗ те, кăркăсӗ те... Вӗсемшӗн пӗр-пӗрне ăнланасси те йывăрлăх çуратмасть.

Нумай вăхăт эпӗ те чăвашсем тăванран чухăн халăх тесе шутлаттăм. Турра шӗкӗр, хăш-пӗр чухне йăнăшни калама çук аван пулăм. Пирӗн те пур иккен тăванла халăх ушкăнӗ. Унпалан эпӗ нумай пулмасть кăна паллашрăм. Тутарстанри чăвашсем вӗсем пирки пӗрре мар илтнӗ-тӗр ӗнтӗ. Вӗсем – кӗрешӗнсем. Халӗ эпӗ, паллах, Христос тӗнне ӗненсе пурăнакан чăвашсем пирки каламастăп. Сăмах хăйне евӗрлӗ «керяшенняр» текен халăх ушкăнӗ пирки пырать. Вӗсем Тутарстанри чылай районта пурăнаççӗ. Официаллă халăх çыравӗпе килӗшӳллӗн, кӗрешӗнсен йышӗ 35 пине яхăн çын. Анчах та чăн пурнăçра вӗсем вунă  хут ытларах – 320 пине яхăн.

Паянхи куна илес пулсан, кӗрешӗнсене пилӗк ушкăна пайлама пулать. Хусан çумӗнчисем, Елабуга, Мӗлкки, Чистай тăрăхӗнчисем тата нагайбаксем (уйрăм вак халăх шутланаççӗ). Вӗсем те, чăвашсем пекех, ытларах чухне Христос тӗнӗпе пурăнаççӗ. Çав вăхăтрах ваттисен йăлин палăрăмӗсем чылай. Чăвашсене уйрăмах çывăх ушкăнсем тесе Мӗлкки, Чистай кӗрешӗнӗсене каламалла. Нагайбаксемпе виле ăсатас тата ваттисене асăнас йăласенче пӗрпеклӗхсем чылай палăраççӗ.

Паянхи кун мӗнпур кӗрешӗн (Мӗлкки тăрăхӗнчисемсӗр пуçне) тутарла калаçать. Çакă 1932 çулта вӗсен шкулӗсене хупнипе тата тăван чӗлхерен «литература чӗлхипе тӳрӗ килмест» тесе сивӗтнипе çыхăннă. Кӗрешӗнсен чӗлхине халӗ чиркӳсенче кăна илтме пулать. Мӗлкки тăрăхӗнчи кӗрешӗнсене тумтир, йăла-йӗрке тӗлӗшӗнчен çумри анатри тата анат енчи чăвашсенчен нимпе те уйрăлса тăманран пӗр хушă чăвашла вӗрентнӗ иккен. Вӗсем вара пирӗн чӗлхене ахаль те аванах пӗлнӗ, çавăнпа хăйсенне те манман.

Кӗрешӗнсен чӗлхине тутарсеннинчен уйăрса тăракан темиçе пулăм пур: вӗсен араб-перс сăмахӗсен сийӗ калама çук пӗчӗк. Унсăр пуçне «ф» сасă вырăнне яланах «п» лартаççӗ. «Фэрэште» (ангел) сăмаха эпир те, вӗсем те «пирӗшти», «пиряштя» теççӗ. Унсăр пуçне сăмах пуçламăшӗнче вӗсен çемçе «ж» сасă ларать (тутарсен вара «й»), ку сасă пирӗн чӗлхере те пур. Тӗслӗхрен, «çӗçӗ» сăмахри иккӗмӗш «ç». Çавăнпа кӗрешӗнсем «жангыр жава», «жапрак», «донжа» теççӗ.

Тумтир тӗлӗшӗнчен илес пулсан, унпа çыхăннă ӗненӳсем чăвашсеннипе тӳрӗ килсе тăраççӗ. Çӗлеме те вӗсене пӗрешкелех çӗлетпӗр эпир. Капăрлăхсен ячӗсем тӳрӗ килсе тăнине те каламалла. «Тевете» кӗрешӗнсем «деует», «мăй çаккине» – «мыйын жакы», «тухьяна» – «такъя», «хушпăва» – «кашбау», «сухала» – «сакал» теççӗ.

Йăла-йӗркере те пӗрпеклӗхсем чикӗсӗр нумай. «Вут хапхи», «Çӗр вăрлани», «Хӗр сăри», «Çимӗк», «Учӳк» тата ытти йăласем – чылайăшӗ пӗр пӗлтерӗшлех.

Кӗрешӗнсемпе тăванлă пулни çакăнта палăрчӗ те темелле. Çавăнпа эпӗ вӗсемпе çыхăнăва тухрăм. Нумай пулмасть Мӗлкки кӗрешӗнӗсемпе тӗплӗнрех паллашма май пулчӗ. Вӗсен çамрăкӗсем мана Çимӗк (кӗрешӗнле Симӗк») тата Çулçă (кӗрешӗнле «Жапрак») уявне чӗнсе йыхрав ячӗç. Вӗсене халалласа çулсеренех ярмăркка ирттереççӗ иккен Мӗлкки кӗрешӗнӗсем.

Кӗрешӗнсен Мӗлкки тăрăхӗнчи ушкăнӗ Кайпăç районӗнче пурăнать. Вӗсен унта 8-9 ял, чылайăшӗ Чăваш Енри Тăвай тата Комсомольски районӗсемпе чикӗрех вырнаçнă. Манăн тăван ялтан инçе пулманран, эпӗ Аслă е Пасарлă Терпӗт (Большое Тябердино) ялне çăмăллăнах çитрӗм.

Эпӗ килнӗ çӗре Аслă Терпӗт ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнчи лапамра вăрмантан кăларса килнӗ çамрăк хурăна вырнаçтарнă. Улача кӗпе тăхăннă хӗрсем, хӗрарăмсем ун тавра вăйă картине тăнă та Çимӗк такмакӗ калаççӗ. Тӳрех палăртмалла, кунашкал кӗпесене, саппунсене тата тӗрленӗ шурă тутăрсене Комсомольски районӗнчи чăвашсем тăхăннине те курма пулать. Вăйă юрри вара уйрăмах тӗлӗнтерет! Манăн тăван асанне юрласа кăтартнă «Тарăн варта хур пусрăм» юрра кӗрешӗнсем те шăрантараççӗ иккен! Сăмаххисем çавсемех, кӗвви те çавах, анчах кӗрешӗнле.

Хыççăнах çамрăк пикесем Аслă Терпӗт ташшине ташласа кăтартрӗç. Такмак кӗвви каснă-лартнă пирӗн. Хусканăвӗсем вара урăхларах. Тӗлӗнтермӗш çине тӗлӗнтермӗш!

Аптăраса кайнăскер, вырăнти халăхпа калаçма тытăнтăм. Пӗр хӗрарăм патне пытăм та, вăл чăваш пулса кайрӗ. Алевтина Исаева 15 çул каяллах Аслă Терпӗт ялне Елчӗк тăрăхӗнчен качча килнӗ. Вăл палăртнă тăрăх, ку ялта чăвашсем сахал мар. Мӗлкки кӗрешӗнсемпе чăвашсем сӗм авалтанах пӗр-пӗринпе хутшăнса пурăннă иккен. Вăлах мана Агни аппапа паллаштарчӗ. Ку кинемей 80 çулта, кӗрешӗн, анчах чăвашла пӗр такăнмасăрах пуплет. «Ачаранах пӗлетӗп. Пирӗнпе çуммăнах чăвашсем пурăнаççӗ вӗт. Вӗсем хушшинче тус-юлташ та чылайччӗ», – пӗлтерчӗ Агни аппа.

Аслă Терпӗт сӗм авалтанах ярмăрккана таврари мӗнпур ялтан çынсене пухать иккен. Хальхинче те унта кӳршӗллӗ Чутей ялӗнчен мишерсем, Ӗнел ялӗнчен чăвашсем килнӗччӗ. Апла пулсан, Çимӗкпе Çулçă уявӗ Терпӗт йышне çеç мар, халăхсене те пӗрлештерет.

Кӗрешӗнсен уявӗ чăнах та чуна çывăх пулчӗ. Ну, хамăрлах вӗт! Тӗплӗнрех пӗлес тесе юлташсене вырăнти пӗр-пӗр таврапӗлӳçӗпе паллаштарма ыйтрăм. Вӗсем мана тӳрех Василий Сергеевич Уткин патне илсе кайрӗç.

Вăл тивӗçлӗ канăва тухсан тăван ялӗн кун-çулне тӗпчеме тытăннă. Çавăнпа та вырăнти йăла-йӗрке пирки нумай пӗлет. Сăмах май, унăн мăшăрӗ те чăваш иккен. Василий Сергеевич палăртнă тăрăх, Мӗлкки кӗрешӗнӗсемпе чăвашсен йăли-йӗрки пӗрешкел. Чӗлхе тӗлӗшӗнчен те пӗрпеклӗхсем пайтах. Сăмахран, тутарсем «исенмесез, хормятле дуслар» теççӗ пулсан, кӗрешӗнсем «арумысыз, исяпле карендяшляр» тесе калаççӗ. Кунта эпир «ырă», «хисеп» сăмахсене тӳрех асăрхатпăр вӗт! Кун пек тӗслӗхсем тата та нумай: «чăкăт» – «чыгыт», «масар» – «мазар», «киремет» – «кирямят», «çырма» – «жырма», «какай» – «кэккэй» тата ытти те.

Василий Сергеевич кӗрешӗнсем мӗне кура хăйсене тутарсенчен уйрăм халăх тесе шутланине те ăнлантарса пачӗ.

– «Тутар» тени вăл – «мăсăльман» тенипе пӗр танах. Пирӗн несӗлсем вара нихăçан та ислам тӗнӗпе пурăнман. Ял çумӗнче паянхи кун та авалхи масар, киремет пур. Киремет йывăççи карама (хурама) паянхи кун та ларать-ха. Кӳршӗллӗ Кивӗ Терпӗтре Çимӗке те шăматкун хӗвел ансан каяççӗ. Уявсем те сӗм авалтан юлнисемех пирӗн. Кӳршӗре пурăнакан мишерсемпе пӗр пӗрпеклӗх те çук. Енчен те эпир тутарсем пулнă пулсан, çапла пулӗччӗ-и вара? Çук, паллах, – çирӗппӗн палăртрӗ вăл.

Чăнах та, Аслă Терпӗт ялне кайса килсех мӗн чухлӗ пӗлме пулать иккен. Тăванлă халăх ушкăнне тӗплӗнрех тӗпченӗ пулсан тата мӗн чухлӗ çӗнни пӗлме пулать-çке. Анчах та пӗр япалана эпир халӗ çирӗппӗн калама пултаратпăр: чăвашсем пӗччен мар, пирӗн тăван пур. Пирӗн несӗлсем мӗне кура пӗр-пӗринчен уйрăлса кайнине халь тин калама хӗнтерех, анчах та пуласлăхра пире аллă-аллăн ӗçлеме, пӗр-пӗринчен тытăнса пыма нимӗн те чармасть. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: