Сувар

Паттăр ятне тивӗçнисем Тутарстанра тата та пур

Семен Коновалов пек Паттăр ятне тивӗçнисем Тутарстанри чăвашсен хушшинче тата та пур. Нурлат районӗнчи Михайловка ялӗнче çуралнă чăваш каччи Николай Федоров 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗччен 11 кун кăна пурăнса çитереймен...

Нумай пулмасть хамăр ентеш, Семен Коновалов танкист çинчен ӳкернӗ кинона курма тӳр килчӗ. Эпир вӗт пӗчӗкрен хăватлă фильмсемпе хавхаланса хура нимӗç машинисене персе аркатакан симӗс танк çине  хӗрлӗ çăлтăр сăрланă. Патриотизмла туйăмсем сӳнмен. Питӗ хăпартланса тухрăм кинозалтан. Мухтавлă чăвашсем çинчен те кино ӳкереççӗ вӗт!  Астăватăп, пирӗн ял танкисчӗсем нумайăнах марччӗ, анчах та пурте тенӗ пекех сусăрччӗ. Вăйлă лекнӗ пулмалла вӗсене вăрçăра: е урасăр, е алăсăр, е хăлхи илтмест, е пичӗ çуннă. Çавăнпа та эпир ача-пăча вӗсем патне пыса мӗн-тӗр каласа пама ыйтма шикленеттӗмӗр.

Пӗррехинче вăрçăра пилӗк танк улăштарнă механикăн шăллӗн ывăлӗ каласа панăччӗ. 1941 çулта çапăçусем пуçлансан пирӗн  танксене снарядсем çитмен. Мӗн тумалла? Çапăçуран пăрахса каяймастăн вӗт. Танкистсем башньăна кутăн çавăраççӗ те – малалла, тăшман окопӗсем çине, таптама... «Хамăр хыçран мӗн юлнине курса çур çул йӗркеллӗ çиеймерӗм», – тенӗ сăмахсем халӗ асра. Мӗн калăн, вăрçă саккунӗсем улшăнман: е эсӗ, е сана. Унăн синкерӗсене тепӗр хут курма никама та Турă ан хуштăр.   

Семен Коновалов пек Паттăр ятне тивӗçнисем Тутарстанри чăвашсен хушшинче тата та пур.

1945 çулхи майăн 9-мӗшӗччен вăл 11 кун пурăнса çитереймен. Берлина çитме те темиçе теçетке километр çеç юлнă пулнă. Анчах паттăрсен вилӗмӗ ăна паллă прожектор атаки вăхăтӗнче куçне хуптарать. Хăюлăхпа харсăрлăхшăн Нурлат районӗнчи Михайловка ялӗнче çуралнă чăваш каччине командирӗсем СССР Геройӗн ятне пама представлени çыраççӗ. 

Фашист свастикине пӗрремӗш хут Николай Федоров 1942 çулта Сталинград патӗнче курать. Танк командирӗ, унтан взвод, унтан рота, каярах батальон. Сталинград, Дон, Кăнтăр, Воронеж, Хирти, Украинăри I тата II, Белоруссири II тата III, Прибалтикăри фронтсенче çӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ вăл. Кашни çапăçура малта пыракан танкра пулнă. Командирăн харсăрлăхпе хăюлăхӗ полкрисене те çӗнӗ çӗнтерӳсем тума хавхалантарнă. Чăваш каччи атакă вăхăтӗнче машинăран тухса пушкăсем хирӗç ăçтан пенине кăтартма пултарнă танкистсене.  Ленинграда, Минска, Вильнюса ирӗке кăларнă. Виçӗ хутчен аманнă, анчах хăй ӗçне пăрахман.

1945 çулта çапăçусем Германи территорийӗче пуçланаççӗ. Гварди капитан Федоров каллех малти ретре. Командовани унра иккӗленмен: чăваш командирӗн танкӗсчӗсем çапăçнă çӗрте тăшман нумай хирӗç тăраймасть, чакма тытăнать.

Март уйăхӗнче Николай Федоров батальонӗ умне задача лартаççӗ – нимӗç оборонине çӗмӗрсе танк клинӗпе Хӗвелтухăç Пруссие Померанирен уйăрмалла. Ытти çӗртен тӳрех тарнă пулсан хăйӗн çӗрне нимӗç хаяррăн хӳтӗленӗ. Тăшманăн вăйӗсем пулнă-ха. Батальон 4-мӗш талăкра кăна тăшман тылне 450 километра кӗрсе каяять. Унта, паллах, пирӗннисене никам та кӗтмен. Чакакан фашистсен колоннисене пӗр шелсӗр аркатма тытăнаççӗ совет танкисчӗсем. Çак операцие пӗтӗмлетнӗ тăрăх вӗсем 2300 автомашинăна, 80 орудие, 20 бронетранспортера, 13 самоходкăна, ултă кӗпçеллӗ 35 миномет, тата ытти техникăна – хăшне аркатни, хăшне ярса илни – паллă пулать. Паллах, нимӗç салтакӗсене те нумай тӗп тунă. Пирӗннисем тăватă Т-34 танк çухатаççӗ çак операцире.

Темиçе кунран Федоров комбатăн танкӗсем ӗнтӗ Балтика тинӗсӗн портне Данцига вирхӗнсе кӗреççӗ. Нимӗçсен Померанск группировкине тӗп тунă хыççăн Одер юханшывӗ урлă каçма тытăнаççӗ. Шыв чăрмавӗ те йывăр пулмасть пирӗн танкистсемшӗн. Комбата аслă командирӗсем Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тăратаççӗ. Анчах та ентеш хăйӗн наградине илсе ӗлкӗреймест, вăл Берлина штурмланă чухне 1945 çулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче пуçне хурать. Юлташӗсем ăна, нимӗç çӗрӗнче ан вырттăр тесе-ши, Одер леш енчи Польшăри Старгард-Щециньски хулинчи тӗп тӳремри мавзолее илсе кайса пытараççӗ. Кунта 5000 яхăн совет салтакне пытарнă, анчах та 611 боец ячӗ çеç паллă. Офицер аллеинчи 97-мӗш вилтăпринче пирӗн ентеш ӳчӗ вырать. Атакăна вирхӗнекен Т-34 танка ӳкерсе хунă мрамор плита айӗнче Совет Союзӗн Геройӗсене пытарнă. Çак паттăрсен плити çине гварди-капитан Николай Федорович Федоровăн ятне те çырнă. 1996 çулта поляксем çав мавзолее вырăнти çар масарне куçарнă.

Николайпа пӗртăван Георгий, Ефим, Меркурий та вăрçа тухса кайнă пулнă. Пӗр Меркурий кăна сывă таврăнать. Танкистăн паттăрла вилӗмӗ çинчен унпа пӗрле хӗсмет иртнӗ юлташӗ яла килсе  амăшне каласа парать. Тăванӗсем çавăнтан пӗлеççӗ Коля паттăрлăхӗ çинчен. Нурлат районӗнчи Пӗчӗк Хăмăшлăра хальхи вăхăтра Николай Федоровăн йăмăкӗ Людмила Рыскова пурăнать.

Анчах та мӗншӗн чи пысăк наградăна паман-ха паттăра? Герой ходатайствине йӗрке тăрăх полк, дивизи, çар командирӗсем ырласа алă пуснă хыççăн, вăл Рокосовский маршал аллине лекет. Лешӗ нумай шутласа тăмасăр ахăр, «Красного Знамени» тесе алă пусаса çирӗплетет. Вилнӗ хыççăн чăнах та çак орденпа наградăлаççӗ танкиста.

1945 çулта пирӗн çарсем хула хыççăн хула парăнтарнă, çӗнтерӳ хыççăн çӗнтерӳ тунă. Герой медалӗсене тивӗçнисем, паллах, нумайăн пулаççӗ кун пек чухне. Тен, çавăнпа маршал патшалăх ылтăнне хӗрхеннӗ паттăррăн пуç хунă танкист валли?   Çырчаллинче пурăнакан тăванӗсем халӗ те куккăшне Герой ятне паратарас тесе тăрăшаççӗ.

Маргаритта Литта. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: