Сувар

Вăрçă вучӗ витӗр тухнă фронтовик кӗçех 100 çул тултарать

(Альберт Кольцов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иван Никитич Никитин фронтовика тахçантанпах пӗлетӗп. Эп шкулта вӗреннӗ чухнех-ха, пӗрре Илья пиччен (вăл та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă) çуралнă кунне пирӗн пата кăкăрӗ çине орденсемпе медальсем çакнă йăрăс пӳллӗ арçын килчӗ. Пичче юлташӗпе паллаштарчӗ: «Ку манăн пӗр класра вӗреннӗ юлташăм, Хуракассинче вӗреннӗ чух эпир...

(Альберт Кольцов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иван Никитич Никитин фронтовика тахçантанпах пӗлетӗп. Эп шкулта вӗреннӗ чухнех-ха, пӗрре Илья пиччен (вăл та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă) çуралнă кунне пирӗн пата кăкăрӗ çине орденсемпе медальсем çакнă йăрăс пӳллӗ арçын килчӗ. Пичче юлташӗпе паллаштарчӗ: «Ку манăн пӗр класра вӗреннӗ юлташăм, Хуракассинче вӗреннӗ чух эпир унпа пӗр парттă хушшинчех ларнă».

Халӗ манăн пичче тахçанах çут тӗнчере çук ӗнтӗ, Иван Никитич вара ку çулла 100 çул тултарать. Çӗнтерӳ кунӗ умӗн пиччен юлташне çитсех курас терӗм. Халӗ вăл хăйӗн кӗçӗн ывăлӗн Геннадин çемйипе пӗрле пурăнать.

- Пирӗн ялтан вăрçа 113 çын кайрӗ, таврăнма вара 30 яхăн кăна каялла таврăнчӗ. Паянхи кун вӗсенчен эп кăна сывă ӗнтӗ, - пуçларӗ калаçăва Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районне кӗрекен Ваçинкасси ялӗнче пурăнакан ветеран.

Иван Никитин Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине командир пулса пуçланă. Хӗрлӗ çар ретне вăл 1938 çулта хăй 20-ре чухнех тăнă. Киев çар округӗнче 19-мӗш уйрăм пулемет батальонӗнче аслă пулеметчик пулнă, кӗçӗн командирсен шкулӗнче вӗреннӗ. 1941 çулхи çулла Иван савнă хӗрне тăван яла таврăнасси çинчен пӗлтернӗ, анчах та хаяр вăрçă пуçланнине пула тахçан кӗтнӗ тӗлпулăва тата тăватă çула кая хăварма тивнӗ.

- Нимӗç фашисчӗсем пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнӗренпе иккӗмӗш кун кăначчӗ-ха, анчах та икӗ батальонпа полк командирсемсӗр тăрса юлма та ӗлкӗрнӗччӗ, - синкерлӗ çулсем çинчен аса илнӗ май сăмахне малалла тăсать Иван Никитич. - Курсантсем вӗренсе пӗтереймен пулсан та, вӗсене васкаса сержант званине пама пуçларӗç.

Пирӗн çарсем чакни пирки хурланса каласа пачӗ вăл. «Астăватăп-ха, Полтава тăрăхӗнче ункăран тухма май килчӗ, малалла эпир вăрман тăрăх утрăмăр. Сасартăк эпӗ шăнкăртатса юхакан çăл умӗнче нимӗç лăпкăн ларнине курах кайрăм, автоматне юнашар хунă хăй. Тăшман çине сиксе ӳкрӗм, анчах та вăй çителӗксӗртерех пулчӗ пулас, вăл, кӗрнеклӗрех те вăйлăрахскер, мана самантрах çӗр çумне лапчăтса хучӗ. Юлташăм Григорий Поршенцев пулăшман пулсан, çакнашкал вăрăм та интереслӗ ӗмӗр пурăнайман та пулăттăм», - терӗ ветеран.

Шăпа тени Иван Никитича кайран та пӗрре мар вилӗмрен çăлнă. Ункăран вӗсем иккӗн çеç - Никитин тата Надимов подполковник кăна тухайнă. Надимов ăна чаçӗн ялавне упрама шанса панă. Иккӗшӗ пӗрле вӗсем хамăрăннисем патне чиперех çитнӗ.

- Сталинграда хӳтӗленӗ чух Жукова, Василевские тата ытти çар начальникӗсене час-час кураттăмăр. Çапах та юнашар тăрса тăшмана хирӗç çапăçнă хамăр командирсене те эпир вӗсенчен кая мар хисеплеттӗмӗр, - каласа парать Иван Никитич. - Астăватăп-ха, пирӗн ротăн командирӗн çумӗ тинтерех кăна çар училищи пӗтернӗ Кондарев хушаматлă çамрăк лейтенантчӗ. Çапăçу умӗн салтаксене çак ача çуртӗнче ӳснӗ çамрăк пек никам та хавхалантарма пӗлнине астумастăп.

Çав çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн Иван Никитича «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе наградăланă. Курск пӗккинче те çапăçнă вăл, Украинăна, Латвипе Литвана ирӗке кăларнă çӗре те хутшăннă. Икӗ хутчен аманнă та.

- Тепӗр самант та асра. Пӗрре çапла вăрманта тăратпăр. Сасартăк пирӗн пуç çийӗнех тăшман самолечӗ вӗçсе иртрӗ, бомба пăрахса хăварчӗ. Пирӗн ротăри пилӗк теçеткене яхăн салтак пӗр самантра вилсе выртрӗ çавăн чух. Самолет кайса çаврăнчӗ те каялла таврăнчӗ. Эпӗ хамăн тăватă кӗпçеллӗ пулемета ун çине тӗллерӗм те шăтăртаттартăм кăна. «Хейнкель-111» хăй хыççăн хура тӗтӗм хăварса çӗр çине персе анчӗ, - аса илет ветеран.

Çак паттăрлăхшăн вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденне тивӗçнӗ. 1945 çулхи ноябрьте фронтовик тинех килне таврăннă. Тăван ялта ăна шанчăклă савнийӗ Галя кӗтсе илнӗ. Иванпа Галя пӗрлешсе çемье çавăрнă, икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ Никитинсен 6 мăнук, 12 кӗçӗн мăнук, 2 кӗçӗн мăнукӗн ачи. Кӗçӗн мăнукӗсенчен пӗри халӗ Оренбургри авиаци чаçӗнче хӗсметре тăрать.

Иван Никитич «Хӗрлӗ Сурăм» колхозра 47 çул ӗçленӗ, хăмла бригадин бригадирӗ те пулнă, председательте те самай тăрăшнă. 2008 çулта мăшăрӗ çӗре кӗнӗ хыççăн килти хуçалăха хăйех тытса пынă. 90 çулта пулсан та хăйех вутă та çурнă, кӗвентепе шыв та йăтнă, пахча чавса çӗрулми те лартса ӳстернӗ. Вăрçă ветеранӗ ура çинче халӗ те çирӗп тăрать-ха.

Сывпуллашас умӗн Иван Никитич 1950-мӗш çулсен пуçламăшӗнче тепӗр хут Сталинградра пулса курни пирки каласа пачӗ. Хăй çав нимӗç самолетне персе ӳкернӗ вырăнта та пулса курнă вăл. Ун чух унта вăрçă хăварнă ишӗлчӗксемех выртнă пулнă-ха, çурăлнă снарядсен ванчăкӗсем те çаплах сапаланса выртнă. Çавăн чух Иван Никитич хăй çакăн пек хаяр вăрçă урлă иртсе сывă юлма пултарнине чăн тӗлӗнтермӗш вырăнне хунă. Халӗ ак хăйӗн 100 çулхи юбилейне кӗтсе илме хатӗрленет вăл. Çакă фронтовикшăн чи пысăк телей те пуль.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: