Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Аксусемшӗн пуçланать кăна-ха

(Ирина Кузьмина. Л.Осипова сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Аксу шкулӗнче питӗ хӗрӳ кун пулчӗ. Кунта Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн А.Храмовăн кубокӗшӗн районти шкулсен хӗр ачасен (2002-2003 çулхисем) командисен хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ. Тӗп приза - кубока - çӗнсе илес тесе Аслă Аксу, Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ...

(Ирина Кузьмина. Л.Осипова сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Аксу шкулӗнче питӗ хӗрӳ кун пулчӗ. Кунта Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн А.Храмовăн кубокӗшӗн районти шкулсен хӗр ачасен (2002-2003 çулхисем) командисен хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ.

Тӗп приза - кубока - çӗнсе илес тесе Аслă Аксу, Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, Кивӗ Кахăрлă, Матак, Упи тата Хурăнвар-Шăхаль шкулӗсен спортсменӗсем вăя хӗрхенмерӗç. Çапах та вăйли хальхинче те Аксу шкулӗн команди пулни палăрчӗ. Вӗсем кубока алăран вӗçертмерӗç. Кунта тӗлӗнмелли те çук-ха, мӗншӗн тесен мини-футболта чи вăйлă хӗрсем шăпах çак шкулта вӗренеççӗ. Вӗсем шкул ачисен Спартакиадинче пӗрре мар çӗнтернӗ.

II вырăна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, III вырăна Хулаçырми команди йышăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене кубоксăр пуçне медальпе, дипломсемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗç.

Аслă Аксу командишӗн (Анастасия Григорьева, Мария Мутина, Дарья Мутина, Алиса Искендерова, Снежанна Исаева, Мария Унискова, Анжелика Трифонова, Ксения Шакина) мини-футбол ăмăртăвӗсем пуçланаççӗ кăна-ха, вăл çитес вăхăтра шкул ачисен Спартакиадин зонăри тапхăрӗнче район чысне хӳтӗлет. Хӗрсене зонăри тапхăрта та çӗнтерсе финала тухма ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев