Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗнӗ çула хатӗрленме хавхалану пур

Тутарстанра йăлана кӗнӗ «Чи лайăх илемлетнӗ елка» республика конкурсӗ кăçал та интереслӗ пуласси паллă. Сăмах май, вăл пуçланчӗ те ӗнтӗ, çапла майпа ял-хуласем Çӗнӗ çул тӗлне палламалла мар илемленӗç. Конкурс условийӗсемпе, капăр елка лартни кăна çителӗксӗр тата предприяти-организацисен, учрежденисен территорине илем кӗртмелле. Кам ытларах тăрăшуллă пулни яланхи пекех Çӗнӗ çулта...

Тутарстанра йăлана кӗнӗ «Чи лайăх илемлетнӗ елка» республика конкурсӗ кăçал та интереслӗ пуласси паллă. Сăмах май, вăл пуçланчӗ те ӗнтӗ, çапла майпа ял-хуласем Çӗнӗ çул тӗлне палламалла мар илемленӗç. Конкурс условийӗсемпе, капăр елка лартни кăна çителӗксӗр тата предприяти-организацисен, учрежденисен территорине илем кӗртмелле. Кам ытларах тăрăшуллă пулни яланхи пекех Çӗнӗ çулта паллă пулӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял хутлăхӗ ку конкурсра Атăл енчи зонăри ял хутлăхӗсем хушшинче икӗ хутчен çине-çинех çӗнтерсен те, кăçал та парнесӗр юласшăн мар. Эпир пынă чухне урамсенче юр нумаях марччӗ-ха, апла пулин те Аксу «скульпторӗсем» юра тем çӳллӗш купаласа та хунăччӗ. Ял варрине каток та тума хатӗрленетчӗç. Паллах, территорие кăçал мӗнле илемлетесси пирки ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Храмов каламарӗ, ку вăрттăнлăхра пулнине сиссе эпир те тӗпчемерӗмер. Ытти çулсенчи çитӗнӳсем пирки вара ыйтмасăр пултараймарăмăр.

Çӗнӗ çул конкурсӗнче аксусем 2015 çулта III вырăна тивӗçнипе хавхаланнипе-и 2016 çул­та I вырăна çӗнсе илнӗ. Дип­ломсем халӗ ял хутлăхӗн пуç­лăхӗн пӳлӗмӗнчи стена çинче тивӗçлӗ вырăна йышăнаççӗ. Кон­курссенче малти вырăнсене йышăннăшăн панă укçан премипе ял хутлăхӗн активӗ никама та мар, çамрăксемпе ачасенех савăнтарма шутланă. III вырăншăн панă 100 пин тенкипе Культура çуртӗнче çамрăксем валли бильярд пӳлӗмӗ тунă пулсан, I вырăншăн тивӗçнӗ 300 пинӗпе шкул ачисене спортинвентарь (20 мăшăр пластик йӗлтӗр, футбол, баскетбол мечӗкӗсем тата бадминтон вылямалли хатӗрсем) туянса панă.
Ялти шкул ачисен Çӗнӗ çула хатӗрленмелли тепӗр стимул та пур, акă ӗнтӗ тăваттăмӗш çул кунта шкул ачисен хушшинче юр-кӗлеткесем тăвассипе вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗн призӗшӗн конкурс иртет. Кунта вара садик ачисенчен пуçласа аслă класра вӗренекенсем таранах хутшăнаççӗ. Ятарлă комисси Çӗнӗ çул умӗн ӗçсене пăхса тухса хаклать те аслă, кӗçӗн классем хушшинче I-III вырăнсене палăртать. Çӗнтерӳçӗсене Хисеп, Тав хучӗсемпе тата пылак парнепе - тортпа - хавхалантарать. Ял çамрăкӗсемпе шкул ачисем хӗлӗпе пушă вăхăта усăллă ирттерсе сывă пурнăç йӗркине хăнăхчăр тесе виçӗ çул ял варрине каток тунă. Эпир пынă чух та ял хутлăхӗн пушар сӳнтермелли машини шыв сапса каток тума хатӗрленетчӗ. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Храмов пӗлтернӗ тăрăх, унта хоккей коробки туянса лартма кăна хальлӗхе ял хутлăхӗ хал çитереймест-ха.
Пӳлӗмре хайхи дипломсемпе юнашар тепӗр чаплă диплом та пур, ăна ял хутлăхӗсен социаллă аталанăвӗ енӗпе иртекен республика конкурсӗнче «Ял хуçалăх бизнесне аталантарнăшăн» номинацире çӗнтернӗшӗн панă. Кунта тивӗçнӗ миллион тенкӗпе те пӗлсе усă курнă аксусем. Ăна Аслă Аксу ялне шыв кӗртмешкӗн проект тума тăкак­ланă. Çапла проект валли ял халăхӗнчен пӗр пус та илмен.
Ял хутлăхӗ республика конкурсӗсене, тӗрлӗ программăна хастар хутшăнса çӗнтерет-тӗк, эппин япăх ӗçлемест. Сăмах май, ăна Алексей Храмов 20 çул ертсе пырать, вăл хăй те çак ялтанах.
Районта Аслă Аксу ял хутлăхӗ чи пысăк ял хутлăхӗсенчен пӗри. Тӗлӗнмелле пулин те, унта пурӗ те икӗ ял кăна кӗрет. Аслă Аксăва та, Чăваш Паснапуçне те пӗтекен ялсен шутне кӗртме иртерех-ха. Аслă Аксу шкулӗнче 100 ытла, Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкулта 40 ача вӗренет. Садиксенче те ачасем сахал мар. Чи савăнтараканни вара - ялсен çывăхӗнчи çарансем пушă тăманни, кунти чăвашсем выльăх нумай усраççӗ: сурăх-качака, ӗне-выльăх, ла­ша, сысна, хур-кăвакал.
Ял хутлăхӗн кăçал çулталăк тăршшӗпе пурнăçланă курăмлă ӗçӗсем сахал мар. Вӗсенчен чи пысăкки - «Таса шыв» рес­публика программипе ялсене шыв кӗртме пуçлани. Чи малтан çак ӗçе Чăваш Паснапуçӗнче пуçăннă иккен. Урамсене шыв пăрăхӗсене тăсса кашни çурт патне çитернӗ. Паянхи кун тӗлне ялти 150 çуртран 65-шне тата вырăнти социаллă пӗлтерӗшлӗ çурта - нумай функциллӗ центра (шкул, садик, клуб) - шыв кӗртнӗ. Çулла ку ӗç малалла тăсăлса ытти çуртсене те шыв çитӗ. Палăртса хăварар, Чăваш Паснапуçӗнчи пилӗк çăлăн сиплӗ шывӗпе тавра ял­­сем те усă кураççӗ. «Таса шыв» программăпа кунтан Матак, Чăваш Ишлӗ, Мучелей, Кивӗ Ишлӗ, Кахăрлă ялӗсене пăрăхсем тăснă. Шыв мӗнле уçланине те хальлӗхе вырăнти ял хутлăхех тимлесе тăрать-ха. Аслă Аксу ялне вара таса шыв çитес çул çитмелле. Пăрăхсене Чăваш Чакă ялӗнчи çăлсенчен тăсма хатӗрленеççӗ.
Ял хутлăхӗн кантурӗ çывăхӗнчи вӗр-çӗнӗ полици çурт­не те кунта кăçал кăна лартнă иккен. Çапла майпа участок уполномоченнăйӗ малашне районтан килсе çӳремӗ. Ун валли ӗç пӳлӗмӗ те, пурăнма хваттер те пӗр çуртрах вырнаçнă. Объект пӗтӗмпе 3,5 миллион тенке ларнă. Паянхи кун тӗлне газпа шыв та кӗнӗ унта. Чăн та, çӗнӗ участковăй кăна çӗнӗ çуртра тӗпленме хальлӗхе ӗлкӗреймен-ха, вăл çывăх вă­хăтра килессине пӗлтерчӗç.
Самообложени укçине пуç­тарни ял хутлăхӗсене алă çа­вăрма самай пулăшать. Аслă­ак­сусем те виççӗмӗш çул ăнăç­лă ӗçлеççӗ унпа. Граждансенчен 300-шер тенкӗ пуçтарнă. Асăнса хăварар, кашни пӗр тенки çумне патшалăх 4 тенкӗ хушса тӳлет. Унпа Аслă Аксу урамӗсене çухрăм çурă, Чăваш Паснапуçӗнче 850 метр çул сарнă. Тата Аслă Аксу масарӗн икӗ хапхине çӗннипе улăштарма та çитнӗ.
Кăçал хăйсен вăйӗпе тата район администрацийӗ пулăшнипе Культура çурчӗн тулашне юсанă вӗсем. Ытти çулсенче тăррине витнӗ, чӳречисене улăштарнă пулнă. Тепӗр ырă ӗçе те асăнмасăр хăварма çук, ялти Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӗве Иван атте тата ял хутлăхӗ тăрăшнипе ăшă янă. Планра тата тепӗр пысăк ӗç - Аслă Аксу шкулне тӗпрен юсамалла. Укçана республика уйăрнă та ӗнтӗ, хальхи вăхăтра шкул патне строительство материалӗсем кӳреççӗ. Çитес вăхăтра ӗçе пуçăнмалла.
Хальхи вăхăтра спонсорсен пулăшăвӗсӗр йывăртарах, Аслă Аксу шкулӗнчен вӗренсе тухнă, районти коммуналлă сетьсен генеральнăй директорӗ пулса ӗçлекен Р.Хисметов чиркӗве ăшă яма пулăшнă. «Фламинго» ООО ертӳçи А.Низамов пирки те ыррине кăна каламалла, вăл райканашăн активлă депутачӗ, аксусене пӗлтӗр район Акатуйне, кăçал Çимӗк праçникне ирттерме пулăшнă.
Пӗр сăмахпа, ял пурăнать. Çамрăксем кăна яла юласшăн мар. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Храмов кун çинчен пăшăрханса калаçрӗ. Яла çамрăк специалистсем кирлӗ-мӗн, шкул коллективӗ те ватăлса пырать. Çак ыйтăва тат­са парас тӗллевпе ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе активӗ каникулсене килнӗ тӗрлӗ çӗрте вӗренекен студентсемпе тӗл пулаççӗ. Вăйпитти арçынсем ялта ӗç пуçарса çанă тавăрса ӗçлес вырăнне Мускава тата ытти хуласене ӗçлеме çӳрени, паллах, йӗркеллӗ пулăм мар. Тӗрӗссипе, вӗсем те ылтăн алăллă специалистсем вӗт. Тен, район, республика планне кӗртнӗ çӗнӗ керамика заводне ял хутлăхӗн территорийӗнче туса лартсан ял çыннисем аякка кайса сывлăхӗсене пӗтерсе çӳремӗç, ун чух çемйисем те, ял хутлăхӗ те çирӗпрех пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев