Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел районне кам ертсе пырӗ?

(Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Çĕпрел районĕ паян, февралĕн 10-мĕшĕнче, çулталăка пӗтӗмлетрӗ. Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвне ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин хутшăнчĕ. Районăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район ертӳçисен тивĕçĕсене вĕçлеме хатĕрленекен Александр Шадриков доклад турĕ. Ăна нумай пулмасть ТР Президенчĕн указĕпе республикăри экологи министрне лартрĕç. Анлă докладра...

(Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Çĕпрел районĕ паян, февралĕн 10-мĕшĕнче, çулталăка пӗтӗмлетрӗ. Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвне ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин хутшăнчĕ. Районăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район ертӳçисен тивĕçĕсене вĕçлеме хатĕрленекен Александр Шадриков доклад турĕ.
Ăна нумай пулмасть ТР Президенчĕн указĕпе республикăри экологи министрне лартрĕç.
Анлă докладра А.Шадриков экономика, ял-хуçалăх, вĕрентӳ, культура, спорт, сывлăх сыхлав, социаллă пурнăç тата ытти сферăсен çитĕнĕвĕсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, кăтартусене иртнĕ çултисемпе танлаштарчĕ.
Çапах пухури тĕп интрига ун вырăнне кам юласси пулчĕ. Райканаш депутачĕсем Ӗçтăвком пуçлăхĕн тивĕçĕсене (çаплах район ертӳçин тивӗçӗсене те) пурнăçласа пыма хальччен ТР Ĕç, ĕçлĕх министерствин пĕрремĕш çумĕ пулса ĕçленӗ Марат Гафарова суйларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев