Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрелсем Нагорнов скульптор ӗçӗсемпе паллашаççӗ

Владимир Порфирьевич Нагорновăн амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен, çавăнпа та скульпторăн 60 çуллăхне халалланă пысăк курав Шупашкарпа Чӗмпӗрте пулнă хыççăн Кивӗ çӗпрелӗнче уçăлчӗ. Автор хăйӗн ӗçӗсемпе проекчӗсене Хусанпа Чулхулара та кăтартма палăртать. Çакăн çинчен Владимимр Порфирьевич курава уçас умӗн каларӗ. Вăл Çӗпрел районне Пушкин барельефне, Петр Дементьевăн гипсран тунă 2 бюстне...

Владимир Порфирьевич Нагорновăн амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен, çавăнпа та скульпторăн 60 çуллăхне халалланă пысăк курав Шупашкарпа Чӗмпӗрте пулнă хыççăн Кивӗ çӗпрелӗнче уçăлчӗ. Автор хăйӗн ӗçӗсемпе проекчӗсене Хусанпа Чулхулара та кăтартма палăртать. Çакăн çинчен Владимимр Порфирьевич курава уçас умӗн каларӗ. Вăл Çӗпрел районне Пушкин барельефне, Петр Дементьевăн гипсран тунă 2 бюстне тата «Шăпăр калакан кӗтӳçӗ» ятлă скульптурăна парнелерӗ. Çӗпрелсем хăйсен аслă ентешӗн икӗ хутчен СССР Ӗç паттăрӗн юбилейне паллă тума хатӗрленнӗ çӗре ку шăп кăна. Аса илтеретпӗр, Упире майăн 11-мӗшӗнче уяв пулса иртмелле. Нагорновăн юбилейлă куравӗ вара чăнах та анлă. Вăл Чăваш патшалăх академипе драма театрӗ умӗнчи К.В.Иванов палăкне тăваканни иккен. Заливри «Анне» те унăн аллин ӗçӗ. Курав умӗн кӗске вăхăт хушшинче Кивӗ Çӗпрелӗнчи пӗр мучин пуçне тăмран туса хурса вăл Искусствăсен шкулӗн мӗн пур ӗçлекенне тӗлӗнтерчӗ. Владимир Нагорнов Тутарстаншăн нумай ӗç турӗ. Ăна Николай Угаслов меценат пулăшнипе пулса иртрӗç нумай проекчӗсем: И.Яковлев палăкӗ, Шелепи бюсчӗ тата ыттисем те. «Вăл тунă кӗлеткесемпе калаçас килет», - терӗ курава уçма пынă Шупашкар художникӗ Миша Григорян. Унпа килӗшӗпӗр. Курав пӗр уйăх ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев