Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хитреччӗ пирӗн садăмăр

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗ... Пысăк ял тесен те юрать ăна. Чикӗрен вертолетпа пăхсан самай вырăн йышăнать пилӗк урамлă ял. Анчах кашни урамрах мăрьерен тӗтӗм тухман пушă пӳртсем лараççӗ, е хуралтă çук пушă вырăнсенче çулла кирлӗ-кирлӗ мар курăксем ашкăрса ӳсеççӗ, хӗлле çил-тăман ачисем кăпăшка юра хӳсе çавăрттараççӗ. Ял Кӳлӗ касси...

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗ... Пысăк ял тесен те юрать ăна. Чикӗрен вертолетпа пăхсан самай вырăн йышăнать пилӗк урамлă ял. Анчах кашни урамрах мăрьерен тӗтӗм тухман пушă пӳртсем лараççӗ, е хуралтă çук пушă вырăнсенче çулла кирлӗ-кирлӗ мар курăксем ашкăрса ӳсеççӗ, хӗлле çил-тăман ачисем кăпăшка юра хӳсе çавăрттараççӗ. Ял Кӳлӗ касси ятлă урамран пуçланнă тет. Мӗнлине ăна никам та калаймасть, пӗлекен çук теççӗ, хыççăн кăна сăмах юлнă...

САД УРАМӖ

Тен, чăнах та тӗрӗс пуль, мӗншӗн тесен çывăхра вăрман çуккипе авалхи çынсем йывăçпа сахалтарах усă курнă, каярахпа кăна йывăç анлăн сарăлнă. Кӳлӗ-çырмасем çывăхӗнче хăйсен тăрăхла станӗпе усă курса вак улăм, кӗл, шурă тăм, хӗрлӗ тăм хутăштарса, урапа ашса çăрнă, мăнтăр кирпӗчсем тунă. Камăн ӗне-лаша пур, вӗсемпе усă курса кирпӗчсене çыран хӗррине сӗтӗрсе, йӗрке туса пӗрерӗн хурса пынă, типӗтнӗ. Вăл витӗр, лайăх типсен унран пӗрре, е икӗ чӳречеллӗ хӗлле те, çулла та пурăнмалли пӳрт туса хатӗрленӗ. Вăхăт нумай шунă, кун-çулсем иртнӗ, самана та çынсемпе пӗрлех улшăнса пынă, тепӗр ӗмӗр çитнӗ. Çак кӳлӗ кассин аял вӗçӗнчи çӳллӗ хăвасен хӳттинче тепӗр урам курăнса ларать. Ăна Сад касси тенӗ.

Сад малтанхи çулсенчех пысăк пулман. Вăл садне 1946-1950 çулсенче пирӗн кукаçей Матвей Игнатьевич Игнатьев бригадир пуçласа ларттарнă. Кукаçей 1929-32 çулсенче колхозсем тапраннă вăхăтра пысăк вырăнти çын пулнă. Çав сада çулсерен пысăклатса йӗри-тавра хăвасем ларттарнă. Вăхăтӗнче эпир кăсăкланман унăн историйӗ пирки, халь пӗлес килет. Таврари ялсенче ун пек пысăк сад çук вӗт. Йăлтах астăвакан çыннисем те сахал.

НИНА АППА

Сад урамӗн вӗçӗнче самаях çӳллӗ, капмар çурт курăнса ларать. Авалхилле каласан чăх-чӗп вӗçсе каçайми, кермен пек çурт-хуралтă курăнса тăрать. Тимӗр хапхине илемлӗ эрешсемпе тӗрлесе пӗтернӗ. Ку çуртра хăйӗн кӗçӗн ывăлӗн çемйипе 84 çулпа пыракан ялти ятлă-сумлă Нина аппа Прокопьева пурăнать.

Хапхан кӗçӗн алăкне уçса шал енне кӗрсе тăтăм. Картишӗнче Нина аппан ывăлӗ Николай кӗреçепе юр тасатать. Вăл амăшӗ пӳртре пулнине пӗлтерчӗ. Кӗтӗм. Малти пӳртре телевизор сасси илтӗнет, Нина аппа унта иккен.

- Никӗс питӗ пултăр, сывлăх пултăр çак çурта, - терӗм. Ют сасса илтсе Нина аппа хăй çулне кура мар, васкавлăн ман паталла çывхарчӗ, тараватлăн калаçма тытăнчӗ, мана лармашкăн çемçе пукан сӗнчӗ. Пуçра пӗр самантлăха шухăш вӗçсе иртрӗ - çамрăк хӗр чух çутă сăнлă, яштака пӳ-силлӗ вăр-вар пулни куç умне тухса тăчӗ: пичӗ çине пăхсан пӗркеленчӗк те сахал пек курăнать, пӗвӗ-сийӗ пит авăнсах кайман, мӗн чухлӗ ырлăх ун сăнӗнче, çын çине кăмăллăн пăхать.

Мӗнле ыйтупа килнине пӗлтертӗм. Ыйтусем çине хурав парса пынă май, Нина аппа Хурăнварти Немасевсен йăхӗнчен пулнине пӗлтӗм. Унăн ашшӗ 1902 çулта çуралнă. Мӗнле тертлӗ, нушалă пулнă вăл вăхăтри самана.

Калаçу çăмхи малалла тăсăлать... Ӗлӗкхи вăхăтра хӗр упраçа яш качча евчӗсем тупса парса çемьеллӗ тунă. Нина аппан пулас мăшăрӗн Ваççа тетен малтанхи арăмӗ чирлесе вилнӗ пулнă, унăн çулталăк çурăри хӗр пӗрчи юлнă. Нина аппа хăй ку яла 60 çул каялла килнине аса илчӗ.

АЛĂ ВӖÇÇӖН

Ютран килнӗ, пӗлмен ял тесе килте ларман. Вăл вăхăтра хирти ӗçсене пӗтӗмпех алă вӗççӗн тунă. Колхозсем йӗркеленсе çитнӗ пулин те вăрçă хыççăнхи çулсенче хуçалăх ӗçӗсене хута яма тем терлӗ йывăр пулнă. Халăх ӗçленӗ, ватти-вӗтти те ӳркенсе тăман. Колхозра 3 бригада пулнă. Малтан вырмалли жнейкă та пулман, çавапа, çурлапа вырнă. Начар, йӗпе çанталăксенче алăпа нумай лăсканă. Каярах, яла жнейка илсе килсен, тырă кӗлти çыхнă, сурет тунă, йӗпе пулсан, «майра пуç» тунă. Майра пуçне лайăх, тирпейлӗ çыхмасан саланса та кайнă, уншăн начальниксем курсан хутă асăрхаттарнă. Çӗр çине тырра ахаль тăкса хăварма юраман. Пысăк, çаврака кӗлет тунă, ун тăрринчен шыв кайма юраман. Йӗпере те, сивӗре те кӗлтесене йӗтем çумне кăрманпа турттарса авăн çапмалла пулнă. Çил вăйлăрах чухне тыра йывăç кӗреçесемпе ăсса илсе çавăрнă. Улăм çӳпписене тата тепӗр хут йӗтем çинче тăпачăпа шаклаттарса çапнă. Тăпачăпа ӗçлеме пӗлекен çын кирлӗ пулнă, мӗншӗн тесен çапа пӗлмесен тăпачăн вӗçӗ çамкаран та, алăран та вăйлă çаптарнă. Пăрçана, ясмăка, вире çапма уйрăмах йывăр пулнă. Хӗвеллӗ çанталăкра йӗтем çинче сарăм сарса типӗтнӗ. çил вăйлă чухне сăвăрттарнă. Вăл вăхăтра патшалăха аван сортлă тырă памалла пулнă, кӗсьене пӗр ывçă та яма юраман, кунӗн-çӗрӗн сыхланă. Юлнă улăмӗсене те кӗреплесе, сенӗкпе тураса пуçтарттарнă. Инçерех вырăнсенчен кăрманпа турттарнă. Улăм урисене вăрăм та тикӗс тутарнă, çӳхе кантăрапа виçсе тӗрӗсленӗ.

ПУРТЕ АСРА

Вăрçă хыççăнхи пӗрремӗш тракторист Мария Лашманова пулнă, бригадирсем Василий Ижегеров, ун хыççăн Федор Ярухин пулнă. Пӗрремӗш бригада хӗрарăмӗсем - Нина Прокопьева, Ольгăпа Елизавета, Александрăпа Клавдия Ятмановасем, Мария Маркова, Ольга Ефимова, Анастасия Чернеева, Евгения Тихонова, Анисияпа Лидия Яргуновасем, Раиса Трофимова, Ольга Адьютантова, Анна Маркова - туслă та хастар ӗçленӗ. Пысăк, темиçе гектарлă садăн бригадирӗсем Лексей Карсаков, Михаил Саладаев пулнă. Сад ӳссе-сарăлса пынине кура бригадăри хăш-пӗр хӗрарăмсем унта ӗçлеме куçнă. Нина аппа та çак хӗрарăмсемпе ăмăртса ӗçленӗ: Ярзуткинăпа Маркова Верасем, Наталия Карсакова, Нина Смирнова, Валентина Иванова, Евгения Ярзуткина, Ольга Смирнова, Елена Ятманова, Нина Саландаева, Мария Прокопьева тата ыттисем. Çимӗçсене юта кайса сутнă, ял-йыш та сад тухăçӗпе савăннă.

ЙЫВĂРЛĂХА ÇӖНТЕРСЕ

Кашни ӗçӗн хăйне кура йывăрлăхӗ, меслечӗ пур. Малтанхи çулсенче сада шăвармалли техникăсем пулман-ха, çырма хӗрринче тăпраран пусма туса шыва алла-аллăн тултнă. Ӗçӗсем йывăр пулсан та пӗр-пӗринпе ăмăртса ӗçлес туйăм кăмăлӗсене çӗкленӗ. Пӗтӗм ӗçсене вăхăтлă тумалла, ӗлкӗрмелле пулнă. Темиçе çул канура пулсан та, вăл вăхăтри ӗç çинчен Нина аппа ӗнер пулса иртнӗ пек каласа парать.

Тӗрлӗ кайăк сассиллӗ сад вăхăт-вăхăт хуçасăр юлкаларӗ. Кил хирӗçӗнче вырнаçнă, ырми-канми ӗçленӗ куç умӗнчи сад хуçасăр юлни Нина аппана чылай пăшăрхантарнă пулас.

Кайранхи çулсенче, пӗр вăхăт сад каллех хăйӗн пурлăхӗпе савăнтарма пуçларӗ. Вăл вăхăтра унта урăх çынсем ӗçленӗ: Галя Ярухина, Лидия Дергунова, Валя Михайлова, Таня Лукьянова, Лена Юманова, Зоя Ярзуткина. Виталий Михайлов бригадир тăрăшнипе сад каллех вăй илсе йӗркене кӗнӗччӗ. Унăн ăш-чиккинче, йӗри-таврашӗнче йăлтах бригадир алли-ури пултарни сисӗнетчӗ. Çулталăкăн пур вăхăтӗнче те садра ӗçлекен çынсен сассисисем илтӗнетчӗç.

ÇЕМЬЕ ĂШШИНЧЕ

Çулсем иртнӗ май Ваççа тетепе Нина аппан çемйи те ӳссе пынă. Çулталăк çурăри хӗр сап-сарă хӗре çаврăнса мăшăрлă пулнă, ытти ултă ачи те тахçанах ӳссе çитӗнсе йăваран тухса хăйсен çемйисемпе пурăнаççӗ. Шел, Ваççа тете кăна кӗске ӗмӗрлӗ пулнă, ачисен ырлăхне курайман вăл.

Калаçăвăн çăмхи вӗçленсе пырать, кăнтăр апачӗ иртсе виçӗ сехет çитсен кинӗпе мăнукӗсем шкултан таврăнчӗç, мана ăшшăн сывлăх сунчӗç, сӗтел хушшине чей ӗçме ларма чӗнчӗç. Нумай лармарăм. Ватă çыншăн ăшă сăмах шерпет пекех тенӗрен, эпӗ те сăмах каларăм. Нина аппана калаçушăн тав турăм, çемьери паянхи пек лайăх пурнăçпа нумай çул ачисемпе мăнукӗсене савăнтарса пурăнма сунтăм. Вăл мана çав тери ăшă кăмăлпа ăсатрӗ.

Нумай вăхăт хушши тар-вăй кăларса ӗçленӗ çынсене чапа кăларнă сад паянхи кун шăппăн хумханса, шухăша кайнă пек ларать. Çуркунне çитсен кайăк-кӗшӗк хăйсен савăк юррипе çынсене ун патне чӗнсе çав çавах юрлать унта.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев