Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хӗллехи акатуй

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ял уявне Кăшарни эрнинче паллă тума хăнăхса пырать. Ак ӗнтӗ миçе çул тăтăш ирртереççӗ вӗсем ăна. Хӗлехи акатуй пекех иртет чиркӳллӗ салан престол увӗ. Йӗлтӗрпе чупаççӗ, хоккей ăмăртăвӗ, кире-пукан йăтасси, алă вăйне виçесси, шашкă-шахмат тата ытти те. Культура çуртӗнчи фойере икерчӗ-чей, апат-таврашӗ, урамра - шашлык хатӗрлеççӗ. Клуб...

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ял уявне Кăшарни эрнинче паллă тума хăнăхса пырать. Ак ӗнтӗ миçе çул тăтăш ирртереççӗ вӗсем ăна. Хӗлехи акатуй пекех иртет чиркӳллӗ салан престол увӗ. Йӗлтӗрпе чупаççӗ, хоккей ăмăртăвӗ, кире-пукан йăтасси, алă вăйне виçесси, шашкă-шахмат тата ытти те. Культура çуртӗнчи фойере икерчӗ-чей, апат-таврашӗ, урамра - шашлык хатӗрлеççӗ. Клуб сцени çинчен вырăнти артистсем пултарулăхне туптаççӗ. Кӳршӗллӗ Аксу ялӗнчен килнӗ культура ӗçченӗсем юрлама тухсан хытă алă çупаççӗ хулаçырмисем, хăйсен ялӗсем юрлама тухсан - тата хытăрах. Поэтсем çырнă сăвăсене те вуласа параççӗ, ташăсем те кăтартаççӗ. Куракансен пысăк халӗнче ларма вырăн çук - 350-400 çын пурччӗ-тӗр. Тата туй та килсе кайрӗ. Çамрăк мăшăрсем - Мугинсем - шăпах ял кунӗнче çемье çавăрма шутланă. Вӗсене сцена çине хăпартсах Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Н.Угаслов, Çӗпрел район пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ А.Сарафанов, Хулаçырми ял пуçлăхӗ С.Салифанов саламларӗç. Кӗскен каласан, канма пӗлеççӗ ку ялсем. Виçшер лаша кӳлсе чуптаракансем те пур-ха Хулаçырминче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев