Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хулаçырминче – ял кунӗ

(Ирина Трифонова. Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче январӗн 20-мӗшӗнче «Ял кунӗ» иртрӗ, кăçал вăл шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ. Кашни çул хулаçырмисем çак мероприятие Православи праçникӗпе - Турă шыва кӗнипе тӗл килтерсе ирттереççӗ. Ахальтен мар. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов пӗлтернӗ тăрăх, ăна ялта Богоявлени чиркӗвӗ уçăлнăранпа Кăшарнире уявлама тытăннă, тепӗр...

(Ирина Трифонова. Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче январӗн 20-мӗшӗнче «Ял кунӗ» иртрӗ, кăçал вăл шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ. Кашни çул хулаçырмисем çак мероприятие Православи праçникӗпе - Турă шыва кӗнипе тӗл килтерсе ирттереççӗ. Ахальтен мар. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов пӗлтернӗ тăрăх, ăна ялта Богоявлени чиркӗвӗ уçăлнăранпа Кăшарнире уявлама тытăннă, тепӗр сăлтавӗ çак ялта çуралса ӳснӗ Николай Угаслова тав тăвассипе çыхăннă. Вăл тăрăшнипе ялта чиркӳ ӳссе ларчӗ, ытти ӗçсем пурнăçа кӗчӗç. Ял кунне ирттерсе ял-йыш ăна çапла тав тăвать.

Мероприятие хулаçырмисем кăна мар, кӳршӗллӗ ялсенче пурăнакансем те юратса йышăнчӗç. Нумай çӗртен курма килеççӗ. Ялтан тахçан тухса кайнисем çак кун тăван ялта пуçтарăнаççӗ. Кӗрлесе тăчӗ Хулаçырми: юрă-ташăпа, виççӗлесе кӳлнӗ урхамахсен шăнкăрав сассипе, ача-пăчасен савăнăçлă куллипе.

Мероприятие Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Александр Шадриков, ЧНК Президенчӗ, «Тус» строительство компанин генеральнăй директорӗ Николай Угаслов, Çӗпрел прокурорӗ Ильдар Маликов, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов хутшăнчӗç. Яланхи пекех «Ял кунӗ» хăнасене чаплăн кӗтсе илнипе пуçланчӗ, унтан Богоявлени чиркӗвӗнче кӗлӗ пулчӗ. Малалла мероприяти Культура çуртне куçрӗ. Ял ăстисем кунта хăйсен ал ӗçӗсен куравне хатӗрленӗ, кулинарире пултаруллисем хăнасене чейпе, тутлă кукăльсемпе сăйларӗç, Шупашкар артисчӗсем чаплă концертпа савăнтарчӗç. Урамра вара спорт ăмăртăвӗсем хӗрсе пычӗç: шкулта - хоккей турнирӗ, ял хутлăхӗнче йӗлтӗрпе чупассипе, кире пуканӗ йăтассипе тата ытти те. Тутлă çиме юратакансем валли вара шашлык пурччӗ.

Мероприяти пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев