Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«КамАЗ» кăна хамăрăн

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Кăçалхи çумăрсене пула Çӗпрел районӗнчи П.Дементьев ячӗллӗ агрофирма хирӗсенче тыр-пул лайăх çитӗннӗ. Сахăр кăшманӗ валли вара нӳр ытлашшипех те пулнă. Шыв çинче чӗкӗнтӗр лайăх ӳсмест. Хăш-пӗр тымар çимӗçсем вара ытла пысăк пулнипе нумай касăлаççӗ. Тата, кăларнă хыççăн ăшăра нумай выртсан, ытлашши нӳр çинче ӳснӗ...

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Кăçалхи çумăрсене пула Çӗпрел районӗнчи П.Дементьев ячӗллӗ агрофирма хирӗсенче тыр-пул лайăх çитӗннӗ. Сахăр кăшманӗ валли вара нӳр ытлашшипех те пулнă. Шыв çинче чӗкӗнтӗр лайăх ӳсмест. Хăш-пӗр тымар çимӗçсем вара ытла пысăк пулнипе нумай касăлаççӗ. Тата, кăларнă хыççăн ăшăра нумай выртсан, ытлашши нӳр çинче ӳснӗ чӗкӗнтӗр шанса çӗрме пуçлать. Çапах сахăр кăшманӗ начар ӳсрӗ тесе калама çук.

Çак культурăна уписем 1184 гектар çинче акса ӳстернӗ. Пӗтӗмӗшле акакан хирсен лаптăкӗ 8000 гектар. Сахал мар. Ют çӗршывра туса кăларнă «Ропа» ятлă пысăк сарă комбайнсем кунне 35-36 гектар таранчен кăлараяççӗ. Çӗнӗ техника «чупса çӳресе» ӗçлет. Хирти тухăçа та ун çинчи электроника шутласа парать. Тиекен техника та ют çӗршывра туса кăларни. Хирте ӗçлекенсенчен «КамАЗ» кăна хамăрăн.

Хальхи вăхăтра чӗкӗнтӗре алă вӗççӗн çумламаççӗ. Анасене çум-курăкран гербицид сапса тасатаççӗ. Çӗнӗ технологипе пӗр гектар пуçне 5 центнер удобрени тивет, ӗлӗк 1 центнер пулнă. Çавăнпа вăтам тухăç пӗр гектартан 400 центнерпа танлашать те. Эпир мӗнле сахăр çини пирки хăвăр пӗтӗмлетӳ тăвăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев