Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«Ман шутпа вăл чи малтан поэт»

Анатолий Чебановпа нумай çул творчествăлла çыхăну тытнă К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев нумай пулмасть паллă драматурга аса илсе «Сувар» хаçат вулаканӗсене хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. - Анатолий Сафронович театрăн çывăхран та çывăх тусӗччӗ. Ăна çутçанталăк, ашшӗ-амăшӗ çавăн пек çуратса янă. Черчен чунлă. Пурнăçра ытлашши сăмахласа...

Анатолий Чебановпа нумай çул творчествăлла çыхăну тытнă К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев нумай пулмасть паллă драматурга аса илсе «Сувар» хаçат вулаканӗсене хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ.

- Анатолий Сафронович театрăн çывăхран та çывăх тусӗччӗ. Ăна çутçанталăк, ашшӗ-амăшӗ çавăн пек çуратса янă. Черчен чунлă. Пурнăçра ытлашши сăмахласа çӳремест, анчах та çав черченлӗхӗ, чечеклӗхӗ, илемлӗхӗ пӗтӗмпех унăн чунӗнче. Эпӗ питӗ нумай чухне унран тӗлӗнеттӗмччӗ: «Мӗнле-ха çавăн пек сăмахсене чунӗнче çуратса çавăн пек вырнаçтарма пултарать?» - тесе. Шухăшӗсем ансатрах пулӗ те, кăткăс мар. Анчах та вăл вулакана çав тери çывăх. Драматурги енӗпе ӗçлеме шут кӗнӗ ăна. «Праски инке хӗр парать» комедине театра килсе пачӗ. Эпӗ ун чухне çамрăкрах режиссер-ха. Ман пата çитиччен вăл театрта чылай выртрӗ те пулмалла. Мана питӗ кăсăклантарса ячӗ.

АНШЛАГ ВĂРТТĂНЛĂХӖ

Чи малтан - унта Праскин халăх чӗлхипе калаçакан халăх сăнарӗ. Тӗлӗнмелле! Пурнăçран калăпласа илсе лартнă сăнар. Ăна çырма пулать-и çавăн пек? Тытнă та хут листи çине ним улăштармасăр кăларса хунă пек. Сцена çинче те çавăн пек пулса тухрӗ. Ăна çав тери паллă артистка, Раççей халăх артистки Нина Яковлева вылярӗ. Вăл спектакль темле чаплă спектакльсене те пӗрремӗш вырăнтан хӗссе кăларчӗ. Ун чухне çав тери вăйлă классикăри постановкăсем пур: «Çын куççулӗ çӗре ӳкмест», Горькин «Хӗвелсӗр» тата ытти те. Çакна лартнă хыççăн халăх - пӗр уйăх малтан çырăнатчӗ - билетсем туянма май çук! Ахаль кун выляса халăха тивӗçтереймен пирки шăматкун кăнтăрла та выляттăмăр, пӗрех халăх лăк тулли. Урамра 20-30 автобус тăратчӗ.

СĂПАЙЛĂ АВТОР

Хăй сайра килетчӗ, Нагаткинран килме аякра. Спектакльсене килсессӗн ютшăннă çын пек хыçалти рете хӗсӗнсе тăратчӗ те, çавăнта пăхатчӗ. Чăвашăн йăла пулнă çавăн пек. Эпӗ хам та ача чухнехине астăватăп: ăçта та пулин хăнана кайсан, аран-аран, алăкран сӗтӗрсе ирттермелле тӗпелелле çынна. Вăл та çавăн пекчӗ. «Лар-ха, лар малалла», - тесен те итлеместчӗ. Ну, вырăнӗсем те çук пулнă ӗнтӗ, пукан лартса парап тесен те. Курăнма юратмастчӗ. Çапах ăшӗнче ӗнтӗ çав тери савăнатчӗ. Чăнах та, питӗ юратса вылярăмăр.

ПУРĂНСАН-ПУРĂНСАН...

(Видеопа тивӗçтерекенӗ Олег Цыпленков) Çак спектакле пӗр чарăнми 17 çул вылярăмăр. Ăна Мускавра 2 хутчен кăтартнă, Чӗмпӗрте 3 хутчен, Куйбышевра, ытти хуласенче. Николай Корчаковпа пӗрле иксӗмӗр Йошкар-Олари Шкетан ячӗпе хисепленекен театрта «Праски инкене» мари чӗлхипе питӗ ăнăçлă лартрăмăр. Вӗсем пирӗн пата килсе вылярӗç, эпир вӗсем патне кайса кăтартрăмăр. Вара эпӗ ăна «Праскин» тепӗр пайне çырма сӗнтӗм. Хăй те çырасшăн пулчӗ. Вăл хăйех калатчӗ, сăмахсене, сăнарсене, характерсене калăплама питӗ лайăх пултарать, анчах та сюжетӗнче кăштах такăнкалатчӗ, хирӗçтăру саманчӗсене йӗркеленӗ çӗрте кăштах пулăшкалама тиветчӗ.

ЭСТРАДА МАЙӖПЕ

Хăй патӗнче çӗр каçса та пулăшнă. Вара тепӗр пайӗ пичетленсе тухрӗ - «Праски кинеми мăнукне авлантарать». Ку ӗнтӗ кăштах паянхи кӗвӗсемпе çырнă спектакль пулса тухрӗ. Мюзикл майлă тенӗ пулăттăм. Сăмах май, «Праски инке хӗр парать» спектакле эстрада мелӗпе хатӗрленӗ. Ун чухне Шупашкарта эстрада çуралман-ха. Пурӗ те виçӗ юрă пурччӗ. Филармонири «Тюнкки-тюнкки» тата мӗнлисем-тӗр. Эпир «Илем» ансамбльпе çакна хатӗрлерӗмӗр те, тӳрех 14 кӗвӗ хушрăмăр спектакле. Вара килетчӗç те, пӗчӗк «Легенда» магнитофонсемпе вăрттăн залра çыртарса илетчӗç. Унтан вăл юрăсене вокзалсенче вăрттăн сутатчӗç. Çавăнпа та чăваш эстради пуçланса кайнинче пирӗн театрăн тӳпи те пур.

МĂНУКСЕМ АВЛАНАÇÇӖ

«Праски кинеми мăнукне авлантарать» спектакль тата хăватлăрах пулса тухрӗ пулмалла. Праски ролӗнче каллех Яковлева артистка. Спектакльти сăнарсем çитӗнсе çитнӗ, халӗ вӗсен ачисем, мăнукӗсем выляççӗ. Эпир ăна кăçал тин выляма пăрахрăмăр. Вăл та сцена çинчен 15 çул каймарӗ. Иккӗмӗш пайне те Мускавра, Чӗмпӗрте, Хусанта, Самарăра кăтартнă, ăçта кăна выляман. Каллех лăк тулли халăх. Халӗ те çын сахал мар çӳретчӗ çак спектакле. Анчах çамрăксен сăнарӗсене вылякан артистсен хăйсен ачисем салтака каяççӗ, авланаççӗ ӗнтӗ. Çавăнпа выляс мар терӗмӗр. Халăх курать-çке-ха. Тата тепӗр пьеса лартнăччӗ. «Пропала отара» текен мыскара. Вăл сатирăлла комеди.

ТАРĂН ЙӖР

Мӗн каласси, Чебанов пултаруллă. Унта-кунта ытлашши вӗренмесӗр, халăх сӗткенӗпе ӳссе çитӗнсе, пултарулăхне хăй тӗллӗн аталантарса, куракана çав тери тивӗçтерекен япаласем хатӗрлерӗ. Эпӗ тӗлӗнетӗп унăн поэзийӗнчен. Ун пек лирик питӗ сайра пулать. Чăваш поэзийӗнче хăй вăхăтӗнче урташсем, ивниксем пулнă... Драматурги енӗпе те. Чӗлхе тӗлӗшӗнчен сăмахсене ун пек туптаканнине хальлӗхе урăх кам пуррине пӗлместӗп. Шел пулин те, ир уйрăлса кайрӗ пиртен. Çапах, ман шутпа, чăваш литературинче те, чăваш театрӗнче те çав тери пысăк йӗр хăварчӗ. Çав тери пысăк. Вăл театра килсен тӗп рольте вылякан артист-и е пӗчӗкреххине - ăна пурте тăванне курнă пек ыталаса илетчӗç. Хăй те питӗ çывăха хуратчӗ. Çав тери сăпайлă, талантлă çын. Çавăн пек пулмалла та. Мана хама та асатте çавăн пек вӗрентетчӗ, çавăн пек пулмалла тесе. Ăна та ашшӗ-амăшӗ сăпайлă пулма вӗрентнӗ пулӗ. Çавăнпа вăл халăхăн пысăк юратăвне тивӗçрӗ те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев