Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Юратакансен кунне Раççейре те уявлаççӗ-ха

Февралӗн 14-мӗшӗ - Пӗтӗмтӗнчери кӗнеке парнелемелли кун иккен. 14-мӗшӗнче сунарçăсемпе пулăçăсене хӳтӗлекен çвятуй Трифона асăнаççӗ. Çӗршыва 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Европăран килнӗ Юратакансен кунӗ те (вăл мӗнлерех тӗспе пӗвеннине пăхмасăрах) пирӗн асран тухма васкамасть. Çак кун юратакансем пӗр-пӗрне чи ачаш та черчен сăмахсем каласа савăнтараççӗ, сăвăсем тата юрăсем парнелеççӗ. Сан яту...

Февралӗн 14-мӗшӗ - Пӗтӗмтӗнчери кӗнеке парнелемелли кун иккен. 14-мӗшӗнче сунарçăсемпе пулăçăсене хӳтӗлекен çвятуй Трифона асăнаççӗ.
Çӗршыва 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Европăран килнӗ Юратакансен кунӗ те (вăл мӗнлерех тӗспе пӗвеннине пăхмасăрах) пирӗн асран тухма васкамасть. Çак кун юратакансем пӗр-пӗрне чи ачаш та черчен сăмахсем каласа савăнтараççӗ, сăвăсем тата юрăсем парнелеççӗ.

Сан яту мӗнле сăваплă,
Чи илемлӗ ят.
Юрату чăн та хăватлă,
Тем те вăл тăвать...

Сан яту вăл маншăн хаклă,
Чи хакли эс çех.
Пуçăма чăнах çухатрăм,
Халӗ эп веçех...

Сан яту вăл маншăн çутă,
Йăлтăр-çăлтăр пек.
Эсӗ çеç халь манăн пурнăç,
Шанчăк та тӗрек.

Сан яту вăл ылтăн, кӗмӗл,
Çут кевер, ахах.
Юрату вăл пурнăç сӗмӗ,
Чухлăр хăвăрах.

Эдуард СЕМЕНОВ, Чăваш Ен, Шăмăршă районӗ, Карапай Шăмăршă


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев