Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Пирӗн паттăр, пирӗн чемпион!

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов ноябрь вӗçӗнче Польшăра инвалидсем хушшинчи армреслингпа иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнчен II вырăн çӗнсе таврăнчӗ. Ку спорт тӗсӗнче Петр çулталăк ытла кăна, çапах та пысăк спортра вăл хăйне тивӗçлипе кăтартрӗ. Çӗпрел тăрăхӗнче командировкăра пулнă май эпир Петрпа паллашмасăр ниепле те килеймерӗмӗр. Сире те, хаклă вулакансем,...

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов ноябрь вӗçӗнче Польшăра инвалидсем хушшинчи армреслингпа иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнчен II вырăн çӗнсе таврăнчӗ. Ку спорт тӗсӗнче Петр çулталăк ытла кăна, çапах та пысăк спортра вăл хăйне тивӗçлипе кăтартрӗ.
Çӗпрел тăрăхӗнче командировкăра пулнă май эпир Петрпа паллашмасăр ниепле те килеймерӗмӗр. Сире те, хаклă вулакансем, тӗнче чемпионӗпе çывăхрах паллаштарас терӗмӗр.

ИККЕ ПАЙЛАННĂ ПУРНĂÇ
Çирӗм пилӗк çул каяллах пулнă хăрушă куна Петр аса илме юратмасть. Хăнăхман вăл хăйне шеллеттерме. Пӗр сăмахпа каласан, вуннăра чухне Петя çурăм шăмми суранланнипе утайми пулать. Çак инкек унăн пурнăçне икке пайласа тӗппипе улăштарать. Ытти ачасемпе савăнса, чупса выляс вырăнне Петя икӗ çула яхăн вырăнпа выртать, унтан инвалид кресли çине ларать. Çапах та, хăй каланă тăрăх, вăл парăнма, хуçăлма, çын çине шанса ларма шутламан та.

ÇӖНӖРЕН ПУРĂНМА ВӖРЕНСЕ
- Ку инкекре эпӗ пӗччен юлмарăм. Ман пата киле пӗрле вӗренекенсем, юлташсем пӗрмай килсех тăратчӗç. Суранланиччен эпӗ футболла, хоккейла выляма, йӗлтӗрпе чупма питӗ юрататтăм. Инвалид кресли çине ларсан та юлташсем мана хăйсемпе пӗрле урама илсе тухатчӗç, çуна çине лартса ярăнтаратчӗç. Коляскăпа тӗртсе е велосипед çине лартса çырма хӗррине пулă тытма, хире футбол вылянă çӗре тӗртсе каятчӗç.
Эпӗ суранланнă хыççăн шкула урăх çӳреймерӗм, çулталăк ытла вӗрентекенсем килех килсе вӗрентрӗç-ха, унтан килесшӗн пулмарӗç пулас. Атте те хирӗç пулчӗ. «Мӗне кирлӗ ку, вӗреннисем те ӗçсӗр лараççӗ», - терӗ. Çапла эпӗ 6 класс таранччен кăна вӗрентӗм. Килте хам тӗллӗн вӗренме тиврӗ. Çемьере эпир пилӗк ачаччӗ, эпӗ иккӗмӗшӗччӗ. Килти вӗренӳре мана пӗртăвансем нумай пулăшрӗç. Вӗсемпе пӗрле вӗрентӗм тесен те юрать, - аса илет Петр.

ӖМӖТ ХЫÇÇĂН КАЙСА
- Эпӗ спорта ачаллах юрататтăм, ун чухнех вырăнти кăна мар, тӗнче ăмăртăвӗсене хутшăнма ӗмӗтленеттӗм. Утайманни те ӗмӗтсене татмастчӗ. Анчах темӗн чăрмантаратчӗ. Пӗррехинче çапла, вунă çул каялла, эпӗ çирӗм пиллӗкреччӗ ӗнтӗ, телевизорпа Туринра иртнӗ Паралимп вăйи­сенче спортсменсем йӗлтӗрпе чупнине куртăм. Кун хыççăн хамăн та профессионал шайӗнче йӗлтӗрпе чупас килчӗ. Тӳрех хамăн çăмăл машина çине лартăм та хам тӗллӗнех Хусана кайрăм. Çитрӗм, анчах ăçталла каймалла? Мана кирлӗ информаципе социаллă хӳтлӗх уйрăмӗнче пулăшаймӗç-ши тесе унта кӗтӗм. Унта республикăри инвалидсен физкультурăпа спорт обществине кайма сӗнчӗç. Çитрӗм те хам çинчен, йӗлтӗрпе чупма вӗренес кăмăл пурри çинчен каласа патăм. Вырăнти тренер манпа калаçнă, йӗлтӗрпе еплерех чупнине тӗрӗсленӗ хыççăн тӳрех хăй патне илчӗ. Тренировкăсем валли тӳлевсӗрех йӗлтӗрлӗ çунапа патаккисене парса ячӗ. Киле таврăнсан тренировкăсене пуçăнтăм, - каласа парать Петр.

СПОРТРИ ПӖРРЕМӖШ УТĂМСЕМ
- Кун хыççăн икӗ уйăхранах тренер шăнкăравласа Сыктывкарта инвалидсем хушшинчи йӗлтӗрпе чупассипе иртекен Раççей чемпионатне хутшăнма чӗнчӗ. Эпӗ тӳрех килӗшрӗм. Хамăн пӗрремӗш Раççей чемпионатӗнчен эпӗ X вырăн илсе таврăнтăм. Ку результат мана хурлантармарӗ, çитес чемпионатра хама лайăхрах кăтартма хавхалантарчӗ. Çапла çулталăк тăршшӗ хатӗрлентӗм, хӗлле тренировкăсене ялта, çулла Хусана кайса çӳресе ирттереттӗм. Юр çук вăхăтра йӗлтӗр вырăнне роллерсемпе усă курса чупаттăм. Тепӗр Раççей чемпионатӗнчен VI вырăн йăшăнса таврăнтăм. Çапах та результат хурлантарчӗ кăна. Манăн çав тери Ванкуверти Паралимп вăйисене лекес килетчӗ, пулмарӗ. Унта Раççей чемпионатӗнче пӗрремӗш виçӗ вырăн йышăннисем кайрӗç. 2010 çулта Ханты-Мансийcкра иртнӗ Раççей чемпионатӗнче эпӗ Ванкуверта ăмăртнă ентешсене хăваласа çитрӗм темелле, спринтра финала та тухрăм, анчах пӗтӗмӗшле тăваттăмӗш вырăн кăна йышăнтăм. Тепӗр çулхи чемпионатра татах улттăмӗш пултăм. Çакăн хыççăн йӗлтӗрпе чупма пăрахрăм. Манăн спортри вăхăт иртрӗ пулӗ, çитӗ терӗм. Çакăн хыççăн савнипе Анжелăпа çемье çавăртăмăр. Пысăк спорта таврăнăп тесе шутламанччӗ те ун чухне, - тăсать калаçăва Петр.

ЧĂН ЮРАТУ
Кивӗ Чакăри чăваш хӗрӗпе Анжелăпа Петр пӗр-пӗрне тахçанах пӗлнӗ. Çамрăксем тăватă çула яхăн çӳренӗ. Çемье çавăрас умӗн Анжелăн тӗрлине илтме тивнӗ, хӗр вара çын сăмахне хăлхана чикмен. «Ку сана мӗне кирлӗ, малашлăху çинчен шутла текенсем çук марччӗ. Эпӗ хурланмастăмччӗ. Мӗн тăвам-ха юрататăп пулсан, сирӗн ӗçӗр мар ку тесе хуравлаттăмччӗ», - аса илет Анжела. Паян мăшăрăн икӗ ывăл ӳсет, пилӗк çулти Николая аслашшӗн, иккӗри Владимира кукашшӗн ячӗсене панă.

ÇӖНТЕРМЕ ТАВРĂННĂ
- Пӗлтӗр Хусанти юлташ-спортсменсене интернет урлă шыраса пăхас-ха терӗм. Куç умне «Элмет çынни Тӗнче чемпионатӗнче бронза призерӗ пулнă» текен хыпар тухрӗ. Кам-ха ку тесе вуларăм. Эпӗ йӗлтӗрпе чупнă вăхăтрах пӗлнӗ Рафаэль Хайрутдинов пулса кайрӗ. Эх, ку ачана кăна çӗнтереттӗмччӗ ӗнтӗ эпӗ терӗм (кулать). Вăл инвалидсем хушшинчи арм­реслингпа Тӗнче чемпионатӗнче III вырăн çӗнсе илнӗ иккен. Хамăн та хăтланса пăхас килчӗ. Унăн армреслингпа тренерне Равиль Галиуллина эпӗ маларах та пӗлеттӗмччӗ. Тупрăм интернет урлă тренерне те, телефонпа çыхăнтăмăр. «Ăçта çухалтăн эсӗ?» - тесе йытрӗ вăл. «Вăхăт пулмарӗ: çемье çавăртăм, çурт лартрăм, ывăлсем ӳстеретӗп», - терӗм. Хамăн та армреслинг енӗпе хатӗрленес, тӗнче чемпионатне хутшăнас кăмăл пуррине пӗлтертӗм. «Санăн шанăç пур, атя кил, хатӗрлен. Çитес вăхăтра инвалидсем хушшинчи армреслингпа Тутарстан чемпионачӗ иртет, унта çӗнтерейсен Раççей чемпионатне кайăн», - терӗ. Эпӗ тренировкăсене пуçăнтăм. Пӗлтӗр ноябрь уйăхӗнче иртнӗ Тутарстан чемпионатне Анжелăпа тата тăваттăри ывăлпа кайрăмăр. Ăмăртура I вырăн çӗнсе илтӗм. Таврăнсан Мускавра иртекен Раççей чемпионатне вăйлă хатӗрленме пуçларăм. Унта пӗрремӗш вырăн çӗнсе илекенсем тӗнче чемпионатне каяççӗ. Мускавран эпӗ бронза медальпе кăна таврăнтăм. Çапах та унта иккӗ-виççӗмӗш вырăн йышăннисен те Польшăра иртекен Тӗнче чемпионатне хутшăнма май пурри çинчен пӗлтерчӗç, кун валли спортсменсен спонсор тупмаллаччӗ. Çул çине, пурăнма пурӗ 55 пин тенкӗ укçа кирлӗччӗ. Эпӗ район пуçлăхӗнчен Александр Валерьевич Шадриковран пулăшу ыйтрăм, вăл килӗшрӗ. Кунсăр пуçне ятарлă тренажер та илсе пачӗ. Ноябрӗн 19-23-мӗшӗсенче Польшăра иртнӗ Тӗнче чемпионатне эпир Раççейрен 45 спортсмен кайрăмăр. Унта II вырăн çӗнсе илтӗм. Финалта хамăр ентешех, Пермь спортсменне, выляса ятăм. Чемпионата хутшăннă 24 çӗршыв­ран пирӗн команда пӗтӗмлетӳ зачечӗпе I вырăн илчӗ. Киле таврăнсан пӗр кун кантăм та ноябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта иртекен Тутарстан чемпионатне кайрăм, унтан ылтăн медальпе таврăнтăм, - каласа пачӗ Петр.

СПОРТ ТӖЛЛЕВӖСЕМ
- Спортсмен тӗллевӗсем çӗнӗ çӗнтерӳсемпе çыхăннă ӗнтӗ. Çитес çул Венгрире иртекен Тӗнче чемпионатне хутшăнма хатӗрленетӗп. Паралимп вăйисене хутшăнма ӗмӗт пур. Хальлӗхе армреслинг спорт тӗсне вăйăсен программине кӗртмен-ха, апла пулин те, эпӗ пӗлнӗ тăрăх, 2024 çулта иртекен Паралимп вăййисене ăна кӗртнӗ теççӗ. Кунсăр пуçне район Сабантуйӗнче турник çинче йăтăнассипе сывлăхлисемпе пӗр шайра ăмăртса тăхăр çул пӗрремӗш вырăн илсе пытăм. Хамшăн юбилейлă ăмăртура та çӗнтересчӗ-ха (кулать). Халӗ çитес çул февраль уйăхӗнче иртекен Раççей чемпионатне хатӗрленетӗп, - паллаштарчӗ тӗллевӗсемпе Петр.

МУНЧА КĂМАКИ ТАРАНЧЧЕН
Çамрăк мăшăр тăватă çул каялла хăтлă, пысăк çурт лартнă. Картиш тулли выльăх усрать. Ӗнепе пăрусем, сурăхсем, сыснасем, хур-кăвакал, кроликсем тытаççӗ вӗсем.
- Эпӗ çын çине шанса ларма хăнăхман, пур ӗçе те хам тума тăрăшатăп. Картишӗнчи, пахчари, выльăх патӗнчи ӗçсене алă çинчех утса çӳресе тăватăп. Аслăк тăррине те хăпарса каятăп, пахча та чаватăп. Çурт ăшне Анжелăпах турăмăр. Ăшă пăрăхӗсене те сваркăпа çыпăçтарса хамах тăсрăм, çурт умӗнчи хапхапа решеткене те тимӗртен авса, эрешлесе турăм. Мунча лартрăм, кăмакине те хамах турăм. Хуçалăхра ӗçлеме тесе мотоблок пуçтартăм, косилка та пур. Юрататăп тимӗрпе аппаланма. Кил тӗрӗшӗнче ăна-кăна тăватăп, пӗрмай мӗн-тӗр ӗçлетӗп, çавăнпа алăсем те вăйлă ӗнтӗ манăн.
Эпӗ хама шав шантăм, пултараймăп тесе шутламан та. Хăйсене шанманнисене, шанăçне çухатнисене çапла калатăп: килӗрте ан ларăр, урама тухăр, çынсемпе калаçăр, хăвăра валли пӗр-пӗр ӗç тупăр. Манран пулмасть тесе лармалла мар. Тӗллев лартсан, хăвна шансан пулатех, - пӗтӗмлетрӗ Петр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев