Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Праçник кӗлли пулать

Январь уйăхӗ православи праçникӗсенчен пуян, пӗрин хыççăн тепри раштав, Святитель Аслă Василие асăнни, Турă ӳт кастарни, крещченкке пыраççӗ. Чиркӳсенче уяв кӗллисем иртеççӗ. Çитес вырсарникун январӗн 14-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелти Сергий Радонежский ячӗллӗ храмра та чаплă молебн иртет. Мӗн ячӗпе ирттереççӗ-ха ăна? Мӗнпе уйрăлса тăрать-ха вăл кулленхи кунри кӗлӗсемпе службăсенчен?...

Январь уйăхӗ православи праçникӗсенчен пуян, пӗрин хыççăн тепри раштав, Святитель Аслă Василие асăнни, Турă ӳт кастарни, крещченкке пыраççӗ. Чиркӳсенче уяв кӗллисем иртеççӗ. Çитес вырсарникун январӗн 14-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелти Сергий Радонежский ячӗллӗ храмра та чаплă молебн иртет. Мӗн ячӗпе ирттереççӗ-ха ăна? Мӗнпе уйрăлса тăрать-ха вăл кулленхи кунри кӗлӗсемпе службăсенчен? Ку ыйтупа храмăн çӗнӗ пачăшкипе Павел аттепе калаçса илтӗмӗр.

- Собор служби - чаплă вăл. Кулленхи кӗлӗсене пӗр пачăшкă ирттерни те çителӗклӗ пулсан, кунта нумай пачăшкă хутшăнать. Çӗпрелӗнчи чăваш ялӗсенчи чиркӳсенчен пурте пуçтарăнаççӗ тесе шутласа тăратăп-ха. Литургие Святитель Аслă Василие асăннине халалланă. Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин настоятелӗ Игнатий игумен праçник кӗллине хутшăнни те пирӗншӗн пысăк пулăм, - терӗ Павел атте.

Игнатий игумен ку сăмахсене хăй те çирӗплетрӗ, Çӗпрелне кайма хатӗрленни пирки пӗлтерчӗ. Сăмах май, вăл Тутарстан митрополийӗн чăваш секторӗн пуçлăхӗ, урăхла каласан, чăваш халăхне тӗн енӗпе тивӗçтерекен (по окормлению чувашского народа) пастырь пулса тăрать.

Павел атте сăмахӗсемпе, эрне варринче халăха пуçтарма йывăртарах, çавăнпа литургие вырсарникуна хăварнă. Халăх чиркӗве çӳремест мар-ха. Раштав кӗллине, сăмахран, 100 ытла çын хутшăннă пулнă. литургие чиркӗве тума пулăшнă ыркăмăллăхçăсене те чӗннӗ. Вӗсен шутӗнче Валерий Кузнецов, Николай Колесников, Николай Угаслов.

- Вӗсене эпир хуть хăçан та курма хавас, хальхинче те хыпар янă. Анчах килесси хальлӗхе паллă мар, ăнланмалла ӗнтӗ, вӗсем ӗçлӗ çынсем, - терӗ Павел атте.

Район пуçлăхӗ Александр Шадриков килесси сăмахсăрах паллă, православи тӗнне тытса пыракан администраци ӗçченӗсем те, паллах, юлмаççӗ. Павел атте пӗлтернӗ тăрăх, кӗлӗ ирхине 9 сехетре пуçланать те 2-2,5 сехет пырать.Ун хыççăн Игнатий игумен пуçтарăннисене хăй тата Тутарстанпа Хусан митрополичӗ Феофан ятӗнчен пачăшкăсемпе чиркӗве çӳрекенсене саламласси паллă.

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев