Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«Пӗтӗмпех сана пула: тертӗм те, телейӗм те...»

(Константин Малышев). Çӗпрел районӗнче ӗçме лайăх шыв çуккин проблемине кунти çынсем Совет Союзӗ арканнă хыççăн уйрăмах туя пуçларӗç. Эпир, хуларисем, таса шыва укçалла илсе ӗçессине хăнăхса пыратпăр ӗнтӗ, ялтисен вара чылай çӗрте ун пек тума та май çук. Пусă чав та 7-8 метр тарăнăшран мӗнле шыв тухать - çавна ӗç....

(Константин Малышев). Çӗпрел районӗнче ӗçме лайăх шыв çуккин проблемине кунти çынсем Совет Союзӗ арканнă хыççăн уйрăмах туя пуçларӗç. Эпир, хуларисем, таса шыва укçалла илсе ӗçессине хăнăхса пыратпăр ӗнтӗ, ялтисен вара чылай çӗрте ун пек тума та май çук. Пусă чав та 7-8 метр тарăнăшран мӗнле шыв тухать - çавна ӗç. Унта кама мӗнле ăнать вара. Пӗр паллă сăвăç каланă пек: «Пӗтӗмпех сана пула: тертӗм те, телейӗм те». Александр Шадриков ертсе пыракан Çӗпрел муниципаллă районӗн администрацийӗ акă мӗншӗн халăха таса шывпа тивӗçтерес ӗçе приоритетлă задачăсен шутне кӗртнӗ. 3 çул хушшинче нумай ӗç туса ирттернӗ кунта. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та ку ыйтура пулăшнă. Районти ялсем «Таса шыв» программăна пӗрин хыççăн тепри кӗнӗ. Анат Чакă, Тури Чакă, Кивӗ Чакă, Чăваш Паснапуçӗ, Мучелей, Матак, Чăваш Ишлӗ, Кивӗ Ишлӗ, Кивӗ Кахăрлă, Тури Хураката, Анат Хураката, Тутар Паснапуçӗ, Çӗнӗ Чукал, Хулаçырми, Çӗнӗ Йӗлмел, Аксу ялӗсене паянхи кун таса çăл шывӗ кӗртнӗ. Çак тӗллевпе 219 километр шыв пăрăхӗ тăснă районта. Ку вăл Çӗпрелӗнчен Хусана çитиех вӗт. Чăнах та пысăк ӗç.

Район ертӳçи каласа панă тăрăх, Çӗпрел тăрăхӗнчи халăхăн 54 проценчӗ паян таса шывпа усă курать. ТР Президенчӗ умӗнче çак системăллă йывăрлăх пирки ыйтăва çӗкленӗ чухне, артезиан шывӗпе Çӗпрел районӗнче пурӗ те 7 процент халăх кăна усă курнă пулнă.

Районăн тепӗр пысăк шыв проекчӗ - Пăва районӗнчи Сивӗшыв бассейнӗнчен пăрăхсем тăсасси. Ку ӗçе пуçланă та ӗнтӗ. Трасса Çӗнӗ Пăрăнтăк, Кӗçӗн Чăнлă витӗр иртсе Алешкин Саплăк таранччен пулӗ. Çак шыв çулӗ Кивӗ Шемӗршел, 5 Упи, 4 Шăхаль, Тăваньел, Аслă Чăнлă ялӗсене те çитӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев