Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Смартфоншăн тав!

2018 çулăн çур çулӗ валли «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче пуçарнă акцие пӗтӗмлетсе «Сувар» хаçат редакцийӗн коллективӗ парнесене шăпа ярса вылянтарнине Инстаграмри страницăра тӳрӗ эфирта кăтартрӗ. Чи хаклă парнесенчен пӗрне - смартфона (унта чăваш шрифтне лартнă) - Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Сергей Григорьев выляса илнӗччӗ. Шел те, вулаканăмăр парнене редакцие...

2018 çулăн çур çулӗ валли «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче пуçарнă акцие пӗтӗмлетсе «Сувар» хаçат редакцийӗн коллективӗ парнесене шăпа ярса вылянтарнине Инстаграмри страницăра тӳрӗ эфирта кăтартрӗ. Чи хаклă парнесенчен пӗрне - смартфона (унта чăваш шрифтне лартнă) - Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Сергей Григорьев выляса илнӗччӗ. Шел те, вулаканăмăр парнене редакцие хăй килсе илеймерӗ, тăванӗсене ячӗ. Апла пулин те вăл пирӗнпе çыхăнма майне тупрех. Çак кунсенче «Сувар» парнипе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкне ячӗ, парнешӗн ырă сăмахсем каласа тав турӗ.

Вулакансемпе çыхăну татăлманнишӗн эпир питӗ савăнатпăр, малашне те пӗрлех малалла утасса шанатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев