Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ӳстерме ӳстернӗ, ăсатма черет кӗтмелле

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписем ăна завода ăсата-ăсата Çӗнӗ çул та иртсе кайнă. Кăçал та çав...

( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă.

Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписем ăна завода ăсата-ăсата Çӗнӗ çул та иртсе кайнă. Кăçал та çав ӳкерчӗк кӗтет пулмалла. Ана хӗррисем вăрăм кагатсенчен час тасалас çук. Юр хупланă хыççăн кăна.

П.Дементьев ячӗллӗ хуçалăх агрономӗн Виктор Митрошкинăн сăмахӗсемпе, чӗкӗнтӗре кăларнă хыççăнах завода ăсатса тăрсан аван пулмалла та, уписен черечӗ декабрьте кăна пуçланать. Ку чухне çухатусăр мар, паллах. Вăл сахăр завочӗ çине мар, агрофирмăсем çине тиенет.

- Кăçал çумăр нумай мар, ытлашшипех çурӗ пирӗн патра, - тет Виктор Васильевич. - Анасем çине «Уазикпа» кӗме çукчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, тыррăн та, ытти культурăсен те тухăçӗ икӗ хута яхăн ӳсрӗ. Çанталăк кансӗрлемесен сахăр кăшманне ик-виçӗ кунран пуçтарса пӗтеретпӗр.

Чӗкӗнтӗр еплерех çитӗнни савăнтармасть мар. Анчах тухăçа завода ăсатса пӗтерсен кăна чунӗ канать çӗр ӗçченӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев