Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Упире чиркӳ тăррине хăпартрӗç

Февралӗн 24-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Упире тăвăнакан чиркӗвӗн тăррине хăпартрӗç, хӗресне çирӗплетсе хучӗç. 7 тонна таякан сенкер купола хăпартмалли крана Чӗмпӗртен илсе килнӗ, хӗресӗ 300 килограмм. Теветкеллӗ альпинист ӗçӗсене ял çыннисемех турӗç. Василий Крлыков пуçарнă ӗçе ял-йыш хутшăнса пулăшать. Çапла уписем пӗрле тăрăшса чиркӳ чӳречисене антивандаллă кӗленчерен тутарнă. Пухăннă çынсене район...

Февралӗн 24-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Упире тăвăнакан чиркӗвӗн тăррине хăпартрӗç, хӗресне çирӗплетсе хучӗç. 7 тонна таякан сенкер купола хăпартмалли крана Чӗмпӗртен илсе килнӗ, хӗресӗ 300 килограмм. Теветкеллӗ альпинист ӗçӗсене ял çыннисемех турӗç. Василий Крлыков пуçарнă ӗçе ял-йыш хутшăнса пулăшать. Çапла уписем пӗрле тăрăшса чиркӳ чӳречисене антивандаллă кӗленчерен тутарнă. Пухăннă çынсене район пуçлăхӗ Александр Шадриков та çак пысăк ӗçпе саламларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев