Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ял пылчăкран тасалать

Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ. - Эсир Хулаçырми ял хутлă­хӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр? - Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ. -...

Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.
- Эсир Хулаçырми ял хутлă­хӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр?
- Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ.
- Мӗнле çитӗнӳсем тума пултарчӗ ял тăрăхӗ çак вăхăтра?
- Çак вăхăт хушшинче пирӗн ял тӗпренех улшăнчӗ темелле. Эпир питӗ пысăк ӗçсем турăмăр. Ял халăхӗ тăрăшнипе, спонсорсем пулăшнипе. Кунта Н.Ф.Угасловăн пысăк пулăшăвне палăртса хăвармалла. Чи пӗл­терӗшлӗ çитӗнӳсенчен çак­на палăртас килет - яла пыл­чăк­ран тасатрăмăр. Ялти çулсене цеолит сарса тухрăмăр, пӗтӗм урама. Тăкăрлăксене те хăвармарăмăр. Халӗ пӗчӗк «Окапа» та, пысăкраххипе те хуть те хăш касса кӗрсе тухма, кашни кил умне çитме пулать.
- Халăх нумай-и ялта?
- Юлашки çулсенче çын шучӗ чак­рӗ. Çапах халӗ çак лару-тăру йӗркеле­не пуçларӗ. Пирӗн ял­та пине яхăн çын пу­рăнать. Çамрăксене ялтан ярас кил­мест, юлччăр тесе ӗç вырăнӗ тупса пама тăрăшатпăр. Ялти çын нумайрах ача ӳстерет. Ача пулсан шкул пулать, ял пурăнать.
- Çынсем ăнланаççӗ-и çакна?
- Ăнланаççӗ. Халӗ пирӗн тӗп тӗллев - ял тăрăхӗнче харпăр бизнеса аталантарасси. 2020 çулччен стратеги планне ту­рăмăр. Ăна презентаци пек ирттерсе пăхса тухрăмăр. Район администрацийӗн пуçлăхӗпе А.В.Шадриковпа ял халăхӗ умӗн­че хӳтӗлерӗмӗр. Халӗ çав план­па ӗçлетпӗр. Тӗп сулăм - пред­принимательство енне.
- Çак бизнеспа ăнăçлă ӗçлекенсем пур-и ялта?
- Малтанхи çулсенче ку ен халăхшăн ăнланмаллах пулмарӗ. Хуçисем пăрахса кайнă çуртсене, ӗлӗкхи колхозăн пушă тăракан çурчӗсене муниципаллă харпăрлăха куçарса, çав вырăнсенче производствосем уçасшăн. Тӗслӗхрен, ӗлӗкхи правлени вырăнӗнче эпир пысăках мар çу завочӗ уçасшăн. Çакăнпа аппаланас текен çынсем пур.
- Выльăх тытакан нумай-и ялăрта?
- Ку ял хуçалăх çыравӗччен пирӗн ялта сăвăнакан ӗнесен шучӗ 194-чӗ пул­сан, халӗ вăл шут пирӗн 208 ӗнене çит­рӗ. Ку пысăках мар пулин те, пӗлтерӗшлӗ кăтарту. Ку енӗпе малалла ӗçлесе пыратпăр. Президент программипе пӗр ӗне пуçне 3 пин тенкӗ укçа па­ни те пулăшать, хавхалантарать. Ăна пурне те патăмăр.
- Эсир вӗт Тутарстан чиккинче пу­рăнатăр. Кӳршӗсемпе танлаштарсан Хулаçырми ял хутлăхӗ мӗнлерех вырăнта тăрать?
- Ленин çуралнă область кунтан инçех мар. Совет саманинче вӗсем пирӗнпе танлаштарсан аванрах пурăнатчӗç. Эпир кăш­тах юлса пыраттăмăрччӗ. Халӗ пире вӗсемпе танлаштарсан çӗрпе пӗлӗт хушшинчи пек уйрăмлăх. Эпир килсене хăçан газ кӗртнине те мантăмăр ӗнтӗ, вӗсен халӗ те газ çук-ха. Пирӗн вӗт президентран тытăнса ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем та­ранччен пӗр тӗллевпе пу­рă­наççӗ. Пирӗн аталану программисем нумай. Хуласенче кăна мар вӗсем, чикӗри ялсене те çитеççӗ.
- Акă çӗнӗ фельдшерпа акушер пунк­тне куратпăр.
- Çавăн пек модульлӗ ФАПа прог­­рамма тухсанах районта пирӗн ялта пӗрремӗш турӗç. Вăтам шкула тӗпрен юсарăмăр. Тепӗр çул çак программăна кӗрсе Культура çуртӗнче юсав ирттертӗмӗр.
- Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ вăл питӗ ка­нăçсăр çын. Ăна шав мӗн-тӗр канăç памасть. Тата мӗн тумаллисем пур ялăрта?
- Ялти çăлкуçа тирпейлемелле. Унтан питӗ тутлă шыв юхса выртать. Купель лартса йӗркене кӗртес тетпӗр. Çак кунсенче дренаж ӗçӗсене ирттерме тытăнасшăн. Тепӗр ен - масарсене тирпейлесси. Пирӗн ял тавра 6 масар. Вӗсенчен иккӗшне карта тытнă. Çитес вăхăтра самообложени укçине ытти 4-шне карта тытнă çӗре ярасшăн.
- Çапла авалхи ял-и Хулаçыр­ми?
- Малтан калатчӗç Хаяр Иван вă­хă­тӗнче йӗркеленнӗ тесе, халӗ археологи тӗпчевӗсем ирттернӗ хыççăн кунта çын­сем Батый киличченех пурăннă теме пуçларӗç.
- Аслă вăрçа хутшăннисене асăнса палăк лартрăр, ялăн сăн-сăпатне çӗнӗ чиркӳ илем кӳрсе тăрать. Ăна хăпартнă хыççăн çынсен кăмăлӗсем улшăннине сисейрӗр-и е ял çыннисене ку улшăнусем пырса тивмерӗç?
- Эпӗ ăна çав тери вăйлă сис­рӗм. Хăш чухне пӗр-пӗр çын çинчен апла тесе шутламастăн та, çав вăхăтра вăл тарăн ӗненекен çын иккен. Пӗтӗмӗшле хакласан, çăмăл мар вăхăтра пурăнакан халăха питӗ кирлӗ пулчӗ ку чиркӳ. Унта çын кăмăлтан çӳрет. Тав ăна тăвакансене.
- Ял хутлăхӗн ӗçӗ вӗт вăл пӗччен çӗнтермелли ӗç мар, ăна ялан йышпа йӗркелесе пынă. Ӗçсене илсе пыма сире камсем-камсем пулăшаççӗ?
- Депутатсем. Тӗслӗхрен, А.Н.Исли. Вăл ял старости шутланать. Вăл хăйӗн тракторӗпе нумай пулăшать. Тепӗр депутат шкул директорӗ Ю.А.Новый. Унпа тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Тепӗр пулăшакан агрофирма филиалӗн директорӗ Р.Ф.Алимов хăй енчен сисӗнмелле пулăшу кӳрет. Вăл тутар, пирӗн мар текен сăмах çук, пулман та. Ытти депутатсем те ял пурнăçӗнчен айккинче тăмаççӗ. Эпӗ пӗрлехи ӗçре вӗсем çине таянатăп. Малтан ыйтăва депутатсемпе, ял хутлăхӗн активӗпе сӳтсе яватпăр.
- Ял халăхӗ ытларах ăçта ӗç­лет?
- Чăваш халăхӗ ӗçсӗр тăмасть. Хăй ӗçӗпе аппаланакансем те пур. Пирӗн çынсем хăйсен анкартийӗсене пушă тытмаççӗ. Нумай çын вахта меслечӗпе Мускава, Хусана ӗçлеме çӳрет. Пӗр енчен ку аван. Вăл арçын ăçта ӗçлесен те çемйи ялта пурăнать, вăл ӗçленӗ укçине яла илсе килет. Ялшăн ку усăллă. Мӗншӗн тесен çӗнӗ çуртсем çӗкленеççӗ, çемьесем машиналлă пулса хăйсен пурнăçне лайăхлатаççӗ, лавккасенче тавар çаврăнăшӗ ӳсет тата ытти те.
- Миçе çӗнӗ çурт турӗç юлашки вă­хăтра?
- Халӗ вӗт пӳртсене пӗчӗкçӗ тумаççӗ, пысăк та сарлака. Кăçал ак виçӗ çурт хута кайрӗ. Вăл пире савăнтарать. Проектсем тата та пур.
- Ял халăхӗ мӗнле канать?
- Культура çурчӗ аван ӗçлесе пырать. Унта ӗçлекенсем тăрăшнипе ачасем кăна мар, аслăрах çултисем те хутшăнаççӗ культура ӗçӗсене. Пирӗн ялта спорт питӗ вăйлă аталаннă. Клубри сцена концертсенчен пушă пулнă вăхăтра унта мат сарса ачасем кӗрешеççӗ.
- Эпӗ хулаçырмисен хӗллехи «Акатуйӗ» пирки ыйтасшăнччӗ?
- Вăл уяв акă мӗнле пуçланчӗ. Çуллахи Акатуйсене эпир ирттеркеленӗ-ха. Массăллă спорт тӗ­сӗсене тата аталантарас тесе эпир кăрлач уйăхӗнче ял кунӗ ирттерме шутларăмăр. Пирӗн чиркӳ Крещенкке (Крещени) ячӗпе. Çавăнпа Крещенккере чиркӳ уявӗ те, ял уявӗ те пултăр терӗмӗр. Лашасене çуна кӳлсе, туртисемпе пӗккисене хăюсемпе илемлетсе, ял тăрăх купăс каласа ярăнаççӗ çынсем. Çапла пӗрле савăнса, кӗрешсе ирттеретпӗр Крещенккене. Хӗллехи уявăн хăйӗн илемӗ, питӗ чаплă иртет.
- Район администрацийӗ пу­лăшать-и сирӗн ӗçӗрте?
- Пӗлтӗр «Таса шыв» прог­раммăпа район администрацийӗ пирӗн ялта шыв кӗртме пуçларӗ. Çакăнпа усă курса эпир 150 киле шыв кӗртме пултартăмăр. Тавтапуç район, рес­публика ертӳçисене тимлӗхсӗр хăварманшăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев