Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Йӗлмелсем виççӗмӗш

Нумай пулмасть Çӗнӗ Йӗл­мел (Çӗпрел районӗ) шку­лӗнчи хӗрсен баскетбол команди зонăри ăмăртуран пы­сăк çитӗнӳпе таврăнчӗ. Маларах районти ăмăртура мала тух­нăскерсем Апасра иртнӗ зона ăмăртăвӗнче район чысне хӳтӗ­лерӗç. Унта Çӗпрел, Тури Услон, Пă­ва, Апас, Ешӗлвар, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински райо­н­ӗ­­­сен­­чен пурӗ 8 команда хут­шăнчӗ. Çавна кура респуб­лика ăмăртăвне каймалли путевкăшăн тупăшу чăнах...

Нумай пулмасть Çӗнӗ Йӗл­мел (Çӗпрел районӗ) шку­лӗнчи хӗрсен баскетбол команди зонăри ăмăртуран пы­сăк çитӗнӳпе таврăнчӗ. Маларах районти ăмăртура мала тух­нăскерсем Апасра иртнӗ зона ăмăртăвӗнче район чысне хӳтӗ­лерӗç.

Унта Çӗпрел, Тури Услон, Пă­ва, Апас, Ешӗлвар, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински райо­н­ӗ­­­сен­­чен пурӗ 8 команда хут­шăнчӗ. Çавна кура респуб­лика ăмăртăвне каймалли путевкăшăн тупăшу чăнах та хӗрӳ пулчӗ.
Апла пулин те пирӗн хӗрсем хăйсен ушкăнӗнчи виçӗ командăна çӗнтерсе çурма финала тухрӗç. Спорт вăл спортах, унта вăйли çӗнтерет, теччӗсен командине те акă, 7:10 шутпа выляса яма тиврӗ. Юлашкинчен Ешӗлвар командине вара 16:1 шутпах çӗнтерчӗç. Çапла вара пирӗн хӗрсем виççӗмӗш вырăна тивӗçрӗç. Пӗрремӗшсем теч­чӗсем, иккӗмӗшсем пă­васем пулчӗç.
Вăйăра команда капитанӗ Алиса Головина, тапăнакансем Ольга Архиповăпа Анна Мис­кина, çурма хӳтӗлевçӗ Анисия Денисова палăрчӗç. Хӗрсене саламлатпăр, çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев