Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хуçа пулсан ял пурăнать

Ял хуçалăх тытăмне паян пат­шалăхри патшалăхпа тан­лаштарма пулать. Респуб­ли­кăри ака çӗрӗсемпе уй-хирсене пысăк компанисемпе холдингсем тах­çанах пайласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Тутарстанра çӗршывӗпе илсен ял хуçалăх кăтартăвӗсем япăх маррине шута илсен çак пулăма лайăх тесе йышăнмалла. Тепӗр енчен, çитменлӗхсем те пур. Ялта пурăнакан çын çӗр хуçи мар. Ӗç çуккипе, ытларах арçынсем, ют...

Ял хуçалăх тытăмне паян пат­шалăхри патшалăхпа тан­лаштарма пулать. Респуб­ли­кăри ака çӗрӗсемпе уй-хирсене пысăк компанисемпе холдингсем тах­çанах пайласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Тутарстанра çӗршывӗпе илсен ял хуçалăх кăтартăвӗсем япăх маррине шута илсен çак пулăма лайăх тесе йышăнмалла. Тепӗр енчен, çитменлӗхсем те пур. Ялта пурăнакан çын çӗр хуçи мар. Ӗç çуккипе, ытларах арçынсем, ют çӗрте ӗç шыраççӗ. Ял çынни выльăх-чӗрлӗх тытма пăрахни те килӗшӳллӗ мар, фермерсене шута илместпӗр. Юлхавланнипе кăна çыхăннă-ши ку? Паллах, çук. Тӗрӗссипе, этем тӗшӗ ӗмӗрсем иртсен те пит улшăнсах пымасть, мӗншӗн тесен социаллă хутшăнусем, тӗп хаклăхсем, наукăпа техника прогресӗ çӳллӗ шайра аталансан та çитменлӗхсемпе проблемăсем çавах. Çынна хуть хăçан та ӗç кирлӗ, çапла майпа вăл обществăри харпăр вырăнне палăртать. Ялта çуралса ӳснӗ çынсемех паян ял хуçалăхӗнчен писнишӗн патшалăх политики яваплă. Çамрăксене ялта хăварма ӗмӗтленеççӗ, анчах çакăншăн сахал ӗçлеççӗ. Çапла, ялта ӗçлеме килӗшнӗ çамрăк специалистсене пулăшу парассипе чылай программа ӗçлет. Анчах ку çителӗксӗр. Паянхи çамрăка ялта тăвăр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ял инфраструктури япăх аталаннă. Газ, шыв кӗни, çул пурри кăна халӗ çителӗксӗр, ял сăн-сăпачӗ те саманана кура улшăнса пымалла: парксем те, кинотеатр та, спорткомплекс тата ытти те пулмалла. Ял инфраструктурине аталантармашкăн пуссем мар, реальлӗ укçа уйăрмалла. Темшӗн чиновниксен тӗнчекурăмӗпе ял вăл «я-а-а-л» пулмалла, эппин ял çыннин примитивлă пурнăçпах çырлахмалла. Килӗшместпӗр. Тӗпрен улшăнусем пулмасан пирӗн ялсем ватăлса пырса вуçех пӗтме пултараççӗ. Çак шухăшсем районсене командировкăна кайсан яланах çуралаççӗ. Хам та ялта çуралса ӳснӗрен яла паянхи кун пачах та урăх сăнарлă курас килет: вăйлă, пур енлӗн аталаннă, пуян инфраструктурăллă, сывă атмосферăллă. Ял çыннин пурнăçӗ те тӗрлӗрен пулмалла.
Нумай пулмасть Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пулса килтӗмӗр. Ку тăрăхри ялсенчен вăл нимӗнпех те уйрăлса тăмасть. Пуринчен ытларах ял хуçалăх ыйтăвӗсем интереслентернипе П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма пуçлăхӗпе Иван Николаевич Павловпа тӗл пулса калаçрăмăр. Агрофирма Звезда, Алешкин-Саплăк тата Упи ял хутлăхӗсене пӗрлештерсе тăрать. Хăй вара вăл «Ак Барс» АО холдинг компанине кӗрет.

Эпир пынă çӗре пысăк ӗçсенчен хуçалăхра сахăр кăшманне кăларса пӗтересси кăна юлнăччӗ. Сăмах май, ăна кунта 983 гектар çинче акса ӳстернӗ. Иван Николаевичпа вăл хуçалăхра пыракан ӗçсене пăхса çаврăнма шутланă вăхăтра тӗл пултăмăр. Пирӗншӗн те ку питӗ майлă пулчӗ, хамăр куçпа курса хаклама пултарнинчен лайăхраххи мӗн пултăр.
Пуçлăх машини ял урамӗсем тăрăх çăмăллăн фермăсем енне чупрӗ. Çак хушăра Иван Николаевичпа кăштах ял пурнăçӗ, малашлăхӗ пирки калаçса илтӗмӗр. Ун сăмахӗсенчен пурнăç кунта та пӗр вырăнта тăманни, ырă улшăнусем пурри палăрчӗ, социаллă пӗлтерӗшлӗ çӗнӗ объектсем те туса лартнă ялта.
- Эп ӗмӗр тăршшӗпе тенӗ пек ял хуçалăхӗнче ӗçлетӗп, ертӳçӗ стажӗ кӗçех 20 çул пулать. Агрофирма пирӗн çулталăк çурă кăна ӗçлет-ха. Малтан кунта «Березка» тулли мар яваплăхлă общество тата тем-тепӗр пулнă, ӗçе йӗркелеме пӗлменнипех пулӗ панкрута тухнă. «Ак Барс» холдинг хуçалăха хăй çине илчӗ, сахал мар укçа-тенкӗ хыврӗ вăл унăн аталанăвне. Чи малтан ӗç укçипе парăмсене парса татма тиврӗ, вăл 10 миллион тенкӗпе танлашнăччӗ ӗнтӗ. Ял халăхӗ те ӗçрен сивӗнме пуçланăччӗ, шанма пăрахнипе. Халӗ ӗç укçине вăхăтлă тӳленине кура шанчăкпа пăхма пуçларӗç. Ӗлӗкхипе танлаштарсан халӗ самай çăмăлрах, ГСМ, удобрени проблемисене пӗлместпӗр, кун пирки йăлтах инвестор шутлать, - терӗ Иван Николаевич.
Итлесе пыратăн та - çӗнӗлӗхсем пур, вӗсем куçа тӳрех ку­рăнмасан та. Фермăсене юсаса çӗнетни пирки сăмах хускатсан пуçра саманана тивӗçтерекен хальхи суперкомплекссем, автоматизациленӗ ӗç, ятарлă квалификациллӗ специалистсем, хавхалануллă та сывă лару-тăру сăнарӗсем çуралма пуç­ларӗç... Фермăна çитеспе ача чухне курнинчен тем улшăнманни куç тӗлне пулчӗ, витесем патне асфальтлă çул çук, вӗсен сăн-сăпачӗ те ӗлӗкхи евӗрех. Çакна курса-ши Иван Николаевич: - Ку фермăсене йăлт пăрахăçланăччӗ, халӗ çӗнӗрен йӗркелеме тăрăшатпăр, çулне те тума шухăшсем пур, - тесе хучӗ. Тӗрӗсех, çамрăксене илӗртес тесен ӗç вырăнӗ те илӗртӳллӗ пулмалла. Хальлӗхе агрокомплекссемпе холдингсем минималлă хывнă укçа-тенкӗпе максималлă ту­пăш илме тăрăшаççӗ. Ку нумая пымӗ, тем тесен те ӗçлекене чи малтан лайăх условисем туса памалла, ун чухне ӗçлес кăмăл та ӳсӗ.
Фермăна кӗрсен кӗтнӗ улшăнусене курма пулчӗ. Эпир пынă вăхăтра кунта тислӗк кăларакан механизма вырнаçтарассипе ӗç пыратчӗ. Иван Николаевич лару-тăрупа паллаштарма пуçларӗ.
- Вите 200 ӗне вырнаçмалăх. Сӗт сăвассине йăлтах автоматизациленӗ. Кунта малашне 4 доярка ӗçлӗ, - терӗ хуçалăх ертӳçи кăмăллăн.
Сӗт сумалли аппаратпа тӳ­реммӗн çыхăнтарнă вӗр çӗнӗ пăрăхсене курма кăмăллă. Сунă сӗте çын алли пачах та тӗкӗнмест, пăрăхсем тăрăх юхса вăл сӗт блокӗнче пуçтарăнать, кунта сивӗтнӗ хыççăн сӗт комбинатне ăсанать. Сăвăм пӗтнӗ хыççăн пăрăхсем автоматизациленӗ майпа çăвăнса тасалаççӗ, типеççӗ, бактерисем ӗрчесрен хăрамалли çук.
Иван Николаевичăн сăма­хӗсемпе, дояркăсен кану пӳлӗ­мӗ те пулать, чей ӗçсе канса илме кирлӗ мӗнпур услови хатӗрлеççӗ. Унсăр пуçне проектпа душпа сауна та пулмалла. Паллах, ветеринари пункчӗ валли те пӳлӗм хатӗрлеççӗ. Строительство ӗçӗсене Çӗпрелӗнчи «Стройблок» тулли мар яваплăхлă общество пурнăçлать. Иван Николаевич палăртнă тăрăх, юсав ӗçӗсен бюджечӗ пӗтӗмпе 3,5-4 миллион тенке ларнă.
- Çак кунсенче алăксем лартма, ăшă урай сарма палăртнă. Мӗнпур ӗçсене планпа ноябрь уйăхӗ вӗçленнӗ çӗре туса пӗтермелле, - терӗ хуçалăх ертӳçи ӗçсемпе паллаштарса.
Ун хыççăн эпир сӗт блокне кайса куртăмăр. Урайпа паралельлӗ сӗт пăрăхӗсем, тӗрлӗ приборсемпе хатӗрсем ӗç пуçланасса кӗтнӗн туйăнать. Блока кирлӗ технологипе йăлт тивӗçтернӗ, пӳлӗме юсаса хăтлăх кӗртесси кăна юлнă.
П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 2000 пин пуç шутланать, çавсенчен 800-шӗ сăвăнакан ӗне. Дояркăсен вăтам ӗç укçи 25-26 пин тенкӗпе танлашать. Ялшăн начар мар, тӗрӗссипе, хулара та, тӗслӗхрен, бюджетниксем, пӗчӗк квалификациллӗ специалистсем кун чухлӗ ӗçлесе илеймеççӗ. Апла пулсан çамрăксене ял хуçалăхӗнче ӗçлесе илме май пуррипе те илӗртмелле. Сăмах май, Иван Николаевичпа кун пирки те кăштах калаçса илтӗмӗр. Ун шучӗпе, паян ачасене ӗç воспитанийӗ паманни питӗ япăх пулăм. Атьсем наян, кахал ӳсеççӗ, кӗлетке енчен çемçешке.
- Эпир кӗçӗн классенче вӗ­реннӗ чухнех ӗçе кӳлӗннӗ, шкул­та ӗç лагерӗ пулатчӗ, чӗ­кӗнтӗр çумланă, кӗтӳ кӗтнӗ, никам та хуçăлса ӳкмен. Пурте тӗреклӗ те сывлăхлă ӳснӗ. Халӗ вӗт ачасене ӗçе явăçтарма закон хирӗçлет. Сăра ӗçме вара вӗсен ирӗк пур, ӗçлеме юрамасть, - хӗрӳлленсе калаçрӗ Иван Николаевич.
Хуçалăх ертӳçи кахаллăха чăтма пултарайманни уççăн курăнать. Кăвак çутăпа тăракан çынран урăххине кӗтмелле те мар пуль. Иван Николаевичăн ӗç кунӗ ирхине 4-ра пуçланать те каç пулсан тин вӗçленет.
- Кун епле иртнине те сиссе юлма çук, ирех тăратăн та ӗçе васкатăн, сăвăм ир пуçланать. Унтан ытти ӗçсем, хăш чух ирхи апат тума та мансах каятăн, - тет вăл кулса.
П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма выльăх-чӗрлӗх ӗрчетнисӗр пуçне çӗр ӗçӗпе те ăнăçлă ӗлкӗрсе пырать. Агрофирмăн çӗр лаптăкӗ 8 пин гектарпа танлашать, çавсенчен 4 пинӗ çинче тырпул, 1 пинӗ çинче сахăр чӗкӗнтӗрӗ, ыттинче вара выльăх-чӗрлӗх апачӗн культурисене ӳстереççӗ.
- Кăçал тырпул тухăçӗ пӗр гектартан 20 центнерпа танлашрӗ, ӗмӗтленнине пурнăçлама типӗ çанталăк чăрмантарчӗ. Сахăр чӗкӗнтӗрӗ пирки те пăшăрханма тиврӗ, вăл малтанласа пачах та ӳсмесӗр выртрӗ, сентябрь уйăхӗнчи çумăрсем кăна вăй илме пачӗç, - каласа парать Иван Николаевич.
Пӗтӗмлетсе каласан, П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра ӗçсем начар мар пурнăçланса пыраççӗ. Хуçалăх пӗр вырăнта тăманни, улшăнусем пурри ял тӗрекленсе пырасса шанчăк кӳреççӗ. Маларах çырнă пек улшăнусем тӳрех куçа тăрăнмасан та, вӗсем пур. Чи кирли - ял çынни хăй пурнăçӗ çине çӗнӗлле, хуçалла пăхма пуçлатăр. Тен, архаизмла илтӗнет пуль те, анчах çăкăр ӳстернинчен сăваплăрах ӗç çук, ялсăр хула пурнаймасть. Апла пулсан ял хуçалăхӗн аталанăвне патшалăх енчен тата та ытларах тимлӗх, тӗрев кирлӗ. Сумлă ӗçчене - тивӗçлӗ пурнăç пултăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев