Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрелсем космонавтика кунне паллă турӗç

Космонавтика кунне халалласа шкулсенче мероприятисем ирттересси лайӑх йăлана çаврăннă. Тӗслӗхрен, апрелӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи шкул библиотекинче ҫак уява халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ. Чи малтан пухăннă хăнасене шкул директорӗн çумӗ Геннадий Карсаков космонавтика кунӗпе саламласа, йӗркеленӗ мероприятийӗн программипе паллаштарчӗ Физика вӗрентекенӗ Реиса Гафурова мероприятине питӗ кӑмӑллӑ тата питӗ...

Космонавтика кунне халалласа шкулсенче мероприятисем ирттересси лайӑх йăлана çаврăннă. Тӗслӗхрен, апрелӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи шкул библиотекинче ҫак уява халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ. Чи малтан пухăннă хăнасене шкул директорӗн çумӗ Геннадий Карсаков космонавтика кунӗпе саламласа, йӗркеленӗ мероприятийӗн программипе паллаштарчӗ

Физика вӗрентекенӗ Реиса Гафурова мероприятине питӗ кӑмӑллӑ тата питӗ кӑсӑклӑ ирттерме пулăшнă. Тӗслӗхрен, вулав конференцие пӗчӗк класрисенчен пуҫласа 11-мӗш класри ачасем таранах хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче уйрӑмах лайӑх тухса калаҫнисене те палӑртса хӑварнӑ жюрисем. Тӗслӗхрен, 10-мӗш класри арҫын ачасем Владислав Карсаковпа Андрей Никифоров ҫынсене пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн пурнӑҫӗпе космонавтикăри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнă. Хӗр пӗрчисем те кая юлман. Ольга Великановапа Ольга Архипова паллӑ ученӑй, космосри корабльсен конструкторӗ Сергей Королев пирки доклад тунă.

Мероприяти космоса пӑхӑнтарни ҫинчен видеофильм пӑхнипе вӗҫленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев