Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Дементьева çĕршыв чыслать

Нумай çул СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа кăçал 110 çул çитет. Çĕпрелсем юбилее çÿллĕ шайра паллă тума хатĕрленеççĕ. Район центрĕнче тата Петр Васильевичăн çуралнă Упи ялĕнче май уйăхĕн 11-мĕшĕнче пысăк уяв иртет. Хатĕрленÿ ĕçĕсем республика тимлĕхĕнче пулнине çак кунсенче Çĕпрелне...

Нумай çул СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа кăçал 110 çул çитет. Çĕпрелсем юбилее çÿллĕ шайра паллă тума хатĕрленеççĕ. Район центрĕнче тата Петр Васильевичăн çуралнă Упи ялĕнче май уйăхĕн 11-мĕшĕнче пысăк уяв иртет.

Хатĕрленÿ ĕçĕсем республика тимлĕхĕнче пулнине çак кунсенче Çĕпрелне Хусантан, Самара, Ульяновск облаçĕсенчен яваплă çынсем килсе канашлу ирттерни те çирĕплетет. Юбилей программи чăнах та анлă пуласса шантарать. Унăн кашни пунктне ТР промышленность министрĕн çумĕ Ильдар Мингалиев çеккунт таранах тишкерсе тухнă хыççăн, питĕ лайăх хак панă. Çавах та уявăн асра юлмалли саманчĕ Çĕпрел тата Упи ял çийĕн иртекен авиа-шоу пуласси паллă. Сăмах май, çак представленишĕн Самара специалисчĕсем яваплă. И.Мингалиев авиашоу ыйтăвĕсене канашлура хăйсемпе сÿтсе явнă.

Çĕпрел район пуçлăхĕ Александр Шадриков районти ятарлă службăсене хатĕрленÿ ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме хушнă. Уявăн йĕркелÿ ушкăнĕн тепĕр канашлăвĕ апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев