Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Пирӗн Ксюша

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче ноябрӗн 26-мӗшӗнче çӗрӗпе çутă сӳнмен. Кунта вӗт «Раççей чăваш пики-2016» ята çӗсе илнӗ хӗр - Ксения Романова çуралнă. Акă мӗн каласа параççӗ ун çинчен ялти пуçлăхсем тата çывăх çыннисем. Юрий НОВЫЙ, Хулаçырми шкулӗн директорӗ: - Ксюша шкулта вӗреннӗ чухнех ытти ачасенчен уйрăлса тăратчӗ. Вӗренме питӗ лайăх...

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче ноябрӗн 26-мӗшӗнче çӗрӗпе çутă сӳнмен. Кунта вӗт «Раççей чăваш пики-2016» ята çӗсе илнӗ хӗр - Ксения Романова çуралнă. Акă мӗн каласа параççӗ ун çинчен ялти пуçлăхсем тата çывăх çыннисем.

Юрий НОВЫЙ, Хулаçырми шкулӗн директорӗ:
- Ксюша шкулта вӗреннӗ чухнех ытти ачасенчен уйрăлса тăратчӗ. Вӗренме питӗ лайăх вӗренчӗ вăл. 10-11-мӗш классене çывхарнă май тата лайăхрах вӗрене пуçларӗ. ЕГЭ-сенче предметсемпе 80 ытла балл, вырăс чӗлхипе 98 балл таранах, пухрӗ. Шкулта та çав тери сăпайлăччӗ. Уявсене-и е ытти мероприятисене ертсе пыма тăрăшатчӗ, ытти ачасене хăй хыççăн ертсе пыратчӗ, хавхалантаратчӗ. Тӗрлӗ советсене кӗретчӗ.
Пирӗн ял çыннисем вăл Раç­çей пики пулнинчен тӗлӗнсе ӳкмен. Эпир ăна пӗлсе, шанса тăнă. Вăл çак ята çӗнсе илни пирӗншӗн пысăк савăнăç пулчӗ. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Саламлатпăр çак çитӗнӳпе. Ксюшă­на тăван шкула хăнана кӗтетпӗр.

Сергей САЛИФАНОВ, Ху­ла­çыр­ми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ:
- Романовсен ратни, хам пӗл­нӗ тăрăх, ялта 7-8 çемье пу­рăнатчӗ. Хăшӗсем куçса кай­рӗç, ваттисем вилнӗ. Халӗ Хулаçырминче пӗртăван Александрпа Анатолий Романовсен çемйисем пурăнаççӗ. Питӗ йӗркеллӗ çемьесем тесе калас килет, хуçалăхӗсем тӗреклӗ. Патша хушаматне çӗре ӳкермеççӗ.
Ксюшăн ашшӗпе амăшне пӗчӗк чухнехинех пӗлетӗп. Саша çамрăклах питӗ спортпа интересленетчӗ, хоккейла вылятчӗ. Ялан малтисен ретӗнче пулнă. Амăшне те сапăр, сăпайлă тесе калас килет. Вӗсен çемйи пӗтӗм ялшăн тӗслӗх.

Антонина РОМАНОВА, Раççей чăваш пикин амăшӗ:
- Пирӗн Ксюша 1996 çулта октябрӗн 18-мӗшӗнче çуралчӗ. Çемьери иккӗмӗш ача. Асли ывăл. Хӗрӗн ятне упăшка суйласа илчӗ. Пирӗн кӳрше хуларисем килнӗ те, хӗрӗ Ксюша ятлă. Шав чӗнеççӗ эпир илтмен ятпа. Питӗ килӗшрӗ пулмалла арçынна ку ят. Ксения тесе çы­р­тарчӗ.
Садика çӳрерӗ. Юлташӗсем нумайччӗ. Садикранах вулама вӗренсе тухрӗ. Вăл çемьере кама хуни пирки нимӗн те калама пултараймастăп. Математикăна, вырăс чӗлхине юрататчӗ. Эпир хамăр та начар вӗренмен те, ӗлӗк пирӗн май пулман малалла вӗренме кайма. Хӗрӗре мӗн çитерсе ӳс­тертӗр тесе ыйтсан та нимӗн калама пултараймастăп, хамăр пекех çӗрулми, пахча çимӗç, улма-çырла юратать.
- Вăл çӗнтернине пӗлсен пур­те савăнтăмăр, паллах, мачча таран сикменни кăна!
«Чăваш пики» ята çӗнсе илнисем нумай тăмаççӗ, качча каяççӗ тенине те илтнӗ. Анчах пирӗн хӗрӗн çакă планра çук пулмалла. «Мана çемье пурнăçӗ кирлӗ мар-ха, малтан карье­ра тăвасшăн эпӗ», - тет вăл. Тен, Турă çырнине тӗл пулман-тăр-ха.
Вӗренӗвӗ пирки йывăр тесе каламасть. Мӗнпур йывăрлăха çӗнтерсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев