Сувар

Паттăрсем манăçмалла мар

Çӗпрел тăрăхӗнче çуралса тӗрлӗ çӗрте пурăннă паллă ентешсен, Павел Мироновăн тата Анатолий Чебановăн чултан касса тунă сăнӗсем ӗмӗрлӗхех район центрӗнче вырнаçрӗç. Паллă ентешсен аллейине Кивӗ Çӗпрелӗнче Республика тата район кунӗсене халалланă уявра уçрӗç. Асăннă çынсемсӗр пуçне çак аллейăна Заки Нури сăвăçăн тата Шараф Мударрис çыравçăн бюсчӗсем вырнаçнă. Чаплă церемоние Çӗпрел...

Çӗпрел тăрăхӗнче çуралса тӗрлӗ çӗрте пурăннă паллă ентешсен, Павел Мироновăн тата Анатолий Чебановăн чултан касса тунă сăнӗсем ӗмӗрлӗхех район центрӗнче вырнаçрӗç.
Паллă ентешсен аллейине Кивӗ Çӗпрелӗнче Республика тата район кунӗсене халалланă уявра уçрӗç. Асăннă çынсемсӗр пуçне çак аллейăна Заки Нури сăвăçăн тата Шараф Мударрис çыравçăн бюсчӗсем вырнаçнă.
Чаплă церемоние Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков, палăксен авторӗ Николай Кондрашкин скульптор, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн секретарӗ Евгений Турхан, Ульяновск облаçӗнчи паллă чăваш поэчӗ Анатолий Юман тата ытти хăнасем хутшăнчӗç.
Александр Шадриков çитӗнекен ăрăва патриотизм воспиатнийӗ парас ӗçре çакнашкал палăксен пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине палăртрӗ. «Эпир хамăрăн паллă çынсене, паттăрсене пӗлмелле, вӗсен хăвачӗпе хавхаланмалла, ырă ӗçӗсене асра тытмалла!» - тесе каларӗ Александр Валерьевич.
Павел Миронов та, Анатолий Чебанов та Çӗпрел районӗн кăна мар, Тутарстанăн, пӗтӗм чăваш тӗнчин паллă çыннисем. Пӗри çӗршывӗпе паллă математик, вӗрентӳ кӗнекисен авторӗ пулсан, тепри чăваш драматургинче çӗнӗ çăлтăр пулса тăчӗ. Заки Нури тутар литературинче кăна мар, публицистикăра та палăрчӗ. Шараф Мударрис çыравçă чăвашларан нумай куçарнине пӗлетпӗр. Çак аллея ытти районсемшӗн тӗслӗх пулса тăрать.
Мероприяти тутар тата чăваш поэчӗсем сăвăсем вулассипе вӗçленчӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: