Сувар

Пӗрле чухне эпир вăйлă

(Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев ячĕллӗ музей Упири «Ăшă çурт» социаллă приютра «Тăван çĕршывăм ман - Раççей» патриотизм сехетне ирттерчӗ. Ачасене праçникĕн историйӗпе паллаштарчӗç, вырăссен Аслă кнеçӗ Дмитрий Пожарский, Куçма Минин паттăр тата Турă Амăшĕн Хусан турăшӗ çинчен каласа пачӗç. «Килĕшӳ», «пĕрлӗх», «туслăх», «шанчăк», «тăнăçлăх»,...

(Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев ячĕллӗ музей Упири «Ăшă çурт» социаллă приютра «Тăван çĕршывăм ман - Раççей» патриотизм сехетне ирттерчӗ.

Ачасене праçникĕн историйӗпе паллаштарчӗç, вырăссен Аслă кнеçӗ Дмитрий Пожарский, Куçма Минин паттăр тата Турă Амăшĕн Хусан турăшӗ çинчен каласа пачӗç.

«Килĕшӳ», «пĕрлӗх», «туслăх», «шанчăк», «тăнăçлăх», «ырлăх» сăмахсем çырнă çеçкесенчен ПĔРЛĔХ чечекне пуçтарчӗç.

Калаçу вĕçĕнче ачасем çакăн пек пĕтĕмлетӳ турӗç: пурин те килĕштерсе, пĕр-пĕринпе туслăн, тăнăçлăхра пурăнмалла, Раççейре пурăнакан нацисене хисеплемелле, Тăван çĕршыва юратмалла, мӗншӗн тесен пĕрле чухне эпир вăйлă!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: