Сувар

Ялти талантсем е 87-ре те алăра киçтӗк

Килӗнчи стенасем çинче 30 ытла картина. Вӗсен хушшинче «Явление Христа народу» пысăк картина та пур. Ăна вăл 1971 çулта, шкулта ӗçленӗ вăхăтра ӳкернӗ пулнă.

Ялта пурăнса искусствăна чунтан парăннă, анчах хăйӗн çинчен питех пӗлтерме юратман чăн-чăн талантсем çахал мар пирӗн. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Иван Петруков шăпах çакăн пеккисенчен пӗри. 87-ре пулсан та ватă курăнмасть Иван Васильевич. Темиçе çул каялла пулнă инсульт хыççăн кăна сăнӗ кăштах улшăннă, юн пусăмӗ выляса тăрать иккен. Çапах та ăс-тăнӗ çирӗп-ха, ачалăха паянхи пек астăвать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вăл 10-ра кăна пулнă. Амăшӗпе пӗрле ашшӗне фронта мӗнле ăсатнине те лайăх астăвать. Шел те, ашшӗ вăрçăран таврăнайман, Ленинграда хӳтӗлесе пуç хунă. Çемьере пӗртен-пӗр ача пулнăран Иван Петруков çамрăклах пурнăç йывăрлăхӗсене тутаннă. Вăрçă çулӗсем, хыççăнхи çăмăл мар вăхăт...

– Пӗрремӗш ӳкерчӗкӗрсене хăçан тума пуçларăр? – ыйтатăп унран. – Ачаранах, чӳречерен пăхаттăмччӗ те хурсем, чăхсем, кайăксем кураттăмччӗ. Çутçанталăка сăнаса çак илеме хут çине ӳкерме пуçларăм. Художник пулас тесен лайăх сăнама пӗлмелле. Творчество ӗçӗнче интуици, урăхла каласан сисӗм-туйăм пысăк вырăн йышăнать, – тет Иван Васильевич. Вăл паллă художниксем çинчен тӗплӗн каласа пама пуçласан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. Чăнах та искусство унăн чун киленӗвӗ кăна мар, пурнăç йӗрки пулнине ăнлантăм.

1947 çулта Аслă Аксу шкулӗнчен вӗренсе тухсан Иван Петруков Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗрет. Вăрçă хыççăнхи çулсенче студентсем валли общежити пулманран вӗсен хваттерте тăма тивнӗ. Амăшӗпе кăна ӳснӗ ял ачин, паллах, хваттершӗн тӳлеме майӗ пулман. Чӗри ыратсан та, вăл çӗнӗрен Аслă Аксăва таврăнать. Çар службине Мускавра, прожекторсен взводӗнче иртет. Каччă ăста алăллă пулнине асăрханă командирсем ăна тӳрех штаба писарь пулма куçараççӗ. Çар служби хыççăн та Мускавра юлса тăватă çул ӗçлет, художество училищине вӗренме кӗрет ентешӗмӗр. Тен, çапла пӗтӗм пурнăçне Мускавпа çыхăнтарнă та пулӗччӗ-и, анчах амăшӗ ялта пӗччен пурăннипе, ăна шеллесе яла таврăнать, клуб заведующийӗ пулса ӗçлеме пуçлать. Иван Васильева каярах Аслă Аксу вăтам шкулне рисовани тата черчени вӗрентме чӗнеççӗ. Çав çулсенче Иван ялти чипер хӗрпе Анастасийăпа туслашать. Анастасия та шкулта хуçалăх ӗçӗсем енӗпе яваплă ӗçсене пурнăçлакан пулнă. 1957 çулта вӗсем çемье çавăраççӗ, пилӗк ача çуратса ӳстереççӗ Петруковсем.

Аслă ывăлӗ Вячеслав ашшӗ пекех художник иккен, Самара хулинче пурăнать. Паянхи кун та искусствăпа интересленекен ашшӗне тӗрлӗ сăрăсемпе тивӗçтерсе тăрать. Иван Васильевич вара чун киленӗвне пăрахмасть-ха, илемлӗ-илемлӗ ӳкерчӗксем туса юнашаррисене савăнтарать. Шкулта унăн ӳкерчӗкӗсен куравне час-часах йӗркелеççӗ, чиркӳсем валли турăшсем ӳкерет Аксу чăвашӗ. Нумаях пулмасть районта иртнӗ «Троица кӗввисем» фестивальте те Иван Васильевичăн ӳкерчӗкӗсен куравӗ халăха савăнтарчӗ. Килӗнче стенасем çинче 30 ытла картина çакăнса тăрать. Вӗсен хушшинче «Явление Христа народу» пысăк картина та пур. Ăна вă

Ялта пурăнса искусствăна чунтан парăннă, анчах хăйӗн çинчен питех пӗлтерме юратман чăн-чăн талантсем çахал мар пирӗн. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Иван Петруков шăпах çакăн пеккисенчен пӗри. 87-ре пулсан та ватă курăнмасть Иван Васильевич. Темиçе çул каялла пулнă инсульт хыççăн кăна сăнӗ кăштах улшăннă, юн пусăмӗ выляса тăрать иккен. Çапах та ăс-тăнӗ çирӗп-ха, ачалăха паянхи пек астăвать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вăл 10-ра кăна пулнă. Амăшӗпе пӗрле ашшӗне фронта мӗнле ăсатнине те лайăх астăвать. Шел те, ашшӗ вăрçăран таврăнайман, Ленинграда хӳтӗлесе пуç хунă. Çемьере пӗртен-пӗр ача пулнăран Иван Петруков çамрăклах пурнăç йывăрлăхӗсене тутаннă. Вăрçă çулӗсем, хыççăнхи çăмăл мар вăхăт...

Реклама

– Пӗрремӗш ӳкерчӗкӗрсене хăçан тума пуçларăр? – ыйтатăп унран. – Ачаранах, чӳречерен пăхаттăмччӗ те хурсем, чăхсем, кайăксем кураттăмччӗ. Çутçанталăка сăнаса çак илеме хут çине ӳкерме пуçларăм. Художник пулас тесен лайăх сăнама пӗлмелле. Творчество ӗçӗнче интуици, урăхла каласан сисӗм-туйăм пысăк вырăн йышăнать, – тет Иван Васильевич. Вăл паллă художниксем çинчен тӗплӗн каласа пама пуçласан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. Чăнах та искусство унăн чун киленӗвӗ кăна мар, пурнăç йӗрки пулнине ăнлантăм.

1947 çулта Аслă Аксу шкулӗнчен вӗренсе тухсан Иван Петруков Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗрет. Вăрçă хыççăнхи çулсенче студентсем валли общежити пулманран вӗсен хваттерте тăма тивнӗ. Амăшӗпе кăна ӳснӗ ял ачин, паллах, хваттершӗн тӳлеме майӗ пулман. Чӗри ыратсан та, вăл çӗнӗрен Аслă Аксăва таврăнать. Çар службине Мускавра, прожекторсен взводӗнче иртет. Каччă ăста алăллă пулнине асăрханă командирсем ăна тӳрех штаба писарь пулма куçараççӗ. Çар служби хыççăн та Мускавра юлса тăватă çул ӗçлет, художество училищине вӗренме кӗрет ентешӗмӗр. Тен, çапла пӗтӗм пурнăçне Мускавпа çыхăнтарнă та пулӗччӗ-и, анчах амăшӗ ялта пӗччен пурăннипе, ăна шеллесе яла таврăнать, клуб заведующийӗ пулса ӗçлеме пуçлать. Иван Васильева каярах Аслă Аксу вăтам шкулне рисовани тата черчени вӗрентме чӗнеççӗ. Çав çулсенче Иван ялти чипер хӗрпе Анастасийăпа туслашать. Анастасия та шкулта хуçалăх ӗçӗсем енӗпе яваплă ӗçсене пурнăçлакан пулнă. 1957 çулта вӗсем çемье çавăраççӗ, пилӗк ача çуратса ӳстереççӗ Петруковсем.

Аслă ывăлӗ Вячеслав ашшӗ пекех художник иккен, Самара хулинче пурăнать. Паянхи кун та искусствăпа интересленекен ашшӗне тӗрлӗ сăрăсемпе тивӗçтерсе тăрать. Иван Васильевич вара чун киленӗвне пăрахмасть-ха, илемлӗ-илемлӗ ӳкерчӗксем туса юнашаррисене савăнтарать. Шкулта унăн ӳкерчӗкӗсен куравне час-часах йӗркелеççӗ, чиркӳсем валли турăшсем ӳкерет Аксу чăвашӗ. Нумаях пулмасть районта иртнӗ «Троица кӗввисем» фестивальте те Иван Васильевичăн ӳкерчӗкӗсен куравӗ халăха савăнтарчӗ. Килӗнче стенасем çинче 30 ытла картина çакăнса тăрать. Вӗсен хушшинче «Явление Христа народу» пысăк картина та пур. Ăна вăл 1971 çулта, шкулта ӗçленӗ вăхăтра ӳкернӗ пулнă.

– Çак ӳкерчӗкпе пилӗк уйăх аппалантăм, – тет Иван Васильевич картина пирки.

– Хамăрпа юнашар ывăлăмăр валли çурт лартнăччӗ, унта никам та пурăнмасть. Иван çак çуртра хăйӗн мастерскойне уçрӗ, кунӗпе çавăнта ӳкерет, – калаçăва хутшăнать Анастасия Васильевна. – Эпӗ питӗ телейлӗ хӗрарăм. Мăшăрăн начар йăлисем пулмарӗç, эрех ӗçмерӗ, пирус туртмарӗ. Питӗ ăслă, тирпейлӗ арçын пулчӗ ман Иван, ачасемшӗн тӗслӗх. Пенсие тухиччен ял канашӗн ертӳçи те турӗç хăйне. Пилӗк çул тăрăшса ӗçлерӗ, – терӗ вăл мăшăрӗпе мăнаçланса.


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: