Сувар

Акатуй – çӗпрелсен визитки

Яланхилле акатуйсенче усă куракан пӗренесемпе юпасем лартса тухни паллă ӗнтӗ. Унсăр пуçне яланлăх çак вырăнта юлакан çуран каçмалли чӗнтӗрлӗ кӗперсем, кимӗпе ишмелли вырăн, эстрада лаптăкӗ, фотозона, таканккисем, фонтан.

Çӗпрелсем çак уява хăçан та лайăх хатӗрленсе ирттерни пирки пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Анчах кăçалхи Акатуйра та самаях тӗлӗнтерчӗç ку районсем хăнасене. Акатуй – Çӗпрел чăвашӗсен визит карточки теме хăюллăнах пултаратпăр. Ака уявӗн лапамӗ, маларах шантарнă пек, Алешкин Саплăк ялӗнче Туслăх кӳлли тавра сарăлчӗ. Ăна пӗлтӗртенпе хатӗрлесе саплăксем халтан кайрӗç-тӗр. Питӗ пысăк ӗç туса ирттерни куç умӗнчех. Ылтăн тăрăллă часавай хăй кăна мӗне тăрать!

Яланхилле акатуйсенче усă куракан пӗренесемпе юпасем лартса тухни паллă ӗнтӗ. Унсăр пуçне яланлăх çак вырăнта юлакан çуран каçмалли чӗнтӗрлӗ кӗперсем, кимӗпе ишмелли вырăн, эстрада лаптăкӗ, фотозона, таканккисем ... Кӳлӗре фонтан пулсан ял инфраструктури те хуланнине çывхарса пырать. Тумасан – нимӗн те пулмасть.

«Малтан ун чухлӗ япала туса тултаратпăр тесе хамăр та шутламан эпир, – тет Алешкин Саплăк ял хутлăхӗн ертӳçи Петр Артемьев. – Анчах тытăнтăмăр та... кунта ку çитмест пек туйăна пуçларӗ, лере – вăл. Çапла тăвăна пуçларӗç те хушма элементсем. Туслăх кӳлли таврашӗнчи ландшафта улăштарасси патнех çитрӗмӗр. Мӗн пур япалана канашласа тунипе-и, ӗç кал-кал пычӗ, – тăсать калаçăва малалла Петр Николаевич. – Çӗпрел районӗн ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканӗ Алексей Сарафанов ертсе пынипе йăлтах палăртнă куна ӗлкӗртме тăрăшрăмăр. Çак ӗçре пулăшнăшăн чăваш ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене те пысăк тав калас килет. Пысăк ӗçе çавăрса хутăмăр. Хамăр ялти усламçăсем, Александрпа Виктор Марковсем, Виктор Артемьев, Владимир Журавлев вăйлă пулăшрӗç. Райцентрти МУПа ертсе пыракан Евгений Иванцов та, ыттисем те айккинче тăрса юлмарӗç». ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: