Александр Шадрикова Президент Тав çырăвне пачӗç

Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне парса саламларӗ. Çӗпрел районӗ юлашки вăхăтра тунă нумай ӗçе Шадриковпа...
Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне парса саламларӗ.
Çӗпрел районӗ юлашки вăхăтра тунă нумай ӗçе Шадриковпа çыхăнтарма пултарать. Ялсенче çӗнӗ шкул çурчӗсемпе ФАП-сем, урамсене çул сарни тата ытти те. Район центрӗнче çар техникин паркӗ, амфитетар, çӳллӗ чиркӳпе пысăк мечӗт ӳссе ларни те çак çын ячӗпе историе кӗрсе юлӗç. Сахал мар турӗ вăл районшăн. Çакна унăн оппоненчӗсем те йышăнаççӗ.
Александр Шадриков 2002 çулта районти БТИ уйрăмӗнче ӗçленӗ чухне ăна Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне суйланине нумайăшӗ пӗлеççӗ. Çак должноç унăн политика карьери çине те витӗм кӳчӗ пулмалла. 2006-11 çулсенче район пуçлăхӗн çумӗнче ӗçлерӗ вăл, унтан пӗр вăхăт Чӗмпӗрти районсенчен пӗрне ертсе пычӗ. 2013 çулта тăван районне пуçлăх пулса таврăнчӗ.
Александр Шадриков Çӗпрел районӗнче чăваш Акатуйне ирттерессине йăлана кӗртсе ячӗ. Çак эстафетăна çӗпрелсем малашне те тытса пырасса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ10900
-
4 марта 2021 - 20:02Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар7500
-
4 марта 2021 - 19:38Тутарстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи апат пахалӑхне тӗрӗсленӗ Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, прокуратура 300 ытла нарушенине сирме хушнӑ, санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн 44 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ4800
-
4 марта 2021 - 16:16Рустам Минниханов чăвашсен тăван чӗлхепе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен пӗлет Мартăн 3-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хӗрарăм журналистсемпе тӗл пулчӗ. Мероприяти Хусан Кремлӗнчи Представительство керменӗнче ăшă лару-тăрура иртрӗ. Рустам Минниханов республикăра пурăнакан кашни нацин пӗр пек майсем пулмаллине палăртса чăвашсене пулăшма пулчӗ. «Профильлӗ ведомствăсене кирлӗ хушусем панă. Министерствăра кашни нацин уйрăм специалисчӗ пулмалла, урăхла мӗнле-ха? Уйрăмах чăвашсен пулмалла. Литература туянма та пулăшăпăр, тӳрех мар пулсан та çулталăк тăршшӗпе туса çитеретпӗр. Протокол тусах ведомствăсене хушу ярăпăр. Ку питӗ кирлӗ ыйту, вăл тимлӗхсӗр юлмӗ», – шантарчӗ Президент.9000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ38512
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15200
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.13901
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ277400
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.16400
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет13300
-
2 марта 2021 - 07:39Гала-концерта чи лайӑххисем, чи пултаруллисем хутшӑнаҫҫӗ Ӗнер Хусанта этнокультура компоненчӗллӗ тата вырсарни шкулӗсенче вӗренекен ачасен фестивалӗн Гала-концерчӗ иртнӗ. Унта виҫӗ номинаципе – вокал, хореографи, халӑх пултарулăхӗ – 12 номер кӑтартнӑ10900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика