Сувар

«Аннене калăр, маншăн ан йӗтӗр...»

(Владимир Ярухин). Аллăма Афганистанра интернационаллă тивӗçне пурнăçласа пуçне хунă хастар ентешӗмӗрӗн Николай При­шельцевăн çырăвӗсем лексен: «Чăн паттăр! Пурнăçа юратакан, çемйине хаклакан çын. Еплерех пурăнмалли, çитӗнӳсем тумалли арçын!» - шутларăм эпӗ. Николай Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1965 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнче ятарлă вăтам пӗлӳ...

(Владимир Ярухин). Аллăма Афганистанра интернационаллă тивӗçне пурнăçласа пуçне хунă хастар ентешӗмӗрӗн Николай При­шельцевăн çырăвӗсем лексен: «Чăн паттăр! Пурнăçа юратакан, çемйине хаклакан çын. Еплерех пурăнмалли, çитӗнӳсем тумалли арçын!» - шутларăм эпӗ.

Николай Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1965 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнче ятарлă вăтам пӗлӳ илнӗ. Хӗсметчен Бауман ячӗллӗ хуçалăхра трактористра вăй хунă. 1983 çулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче ăна совет çарӗн ретне илнӗ. Тăватă уйăх Узбекистан Республикинчи Самаркандра çар вӗренӗвне иртнӗ.

1984 çулхи январь уйăхӗнче ăна ытти салтаксемпе пӗрле Афганистана янă. Николай Пришельцев рядовоя 25982-мӗш номерлӗ çар чаçӗнче водитель тивӗçне пурнăçлама шанаççӗ. Малашне чăваш йӗкӗчӗ йывăр тиевсене турттарнă çӗрте палăрать. Хăйне кăмăл çирӗплӗхӗпе хăюлăх тӗ­лӗшӗнчен кăтартать. 1984 çулхи июлӗн 10-мӗшӗнче çар тивӗçне пурнăçласа паттăррăн пуçне хурать. Николая тăван ял масарӗнче пытарнă.

Самаркандран Афганистана вӗçес умӗн унпа пӗрле Демократиллӗ Республикăна çар тивӗçне пурнăçлама каякан хӗсметçӗсен ушкăнне асăнмалăх сăн ӳкернӗ. Ку сăнӳкерчӗк Çӗпрел училищин музейӗнче упранать. Унпа пӗрле - çамрăк ӗмӗрӗ вăхăтсăр татăлнă салтак çырăвӗсем. Вӗсене вăл тăван чӗлхепе çырнă.

«Ырă кун пултăр, атте-анне, йăмăк-шăллăм... Эпӗ чăвашла çырнине ачасем курчӗç те чăвашла сăмах кала-ха тесе ыйта-ыйта пӗлчӗç. Çар пурнăçне хăнăхса çитеймерӗм-ха. Киле пырас килет. Тунсăхласа çитрӗм, курас килет. Вăт çавăн пек кунран кун иртсе пырать манăн.

Хăвăр мӗнле пурăнатăр? Чирлесе тăмастăр-и? Ан чирлӗр. Атте ăçта ӗçлет? Витене туса пӗтерчӗç пуль ӗнтӗ. Анне ăçта ӗçе каять? Петя, Галя, Лида шкула çӳреççӗ пуль? Çăнакка мӗнле тăрать, чирлемест-и? Унта çумăр çума тытăннă пуль, кунта 4 уйăх çумăр пулман теççӗ, çумăр хыççăн сивӗтет теççӗ. Халӗ шăрăх çуллахи пек. Çыру кӗтетпӗр. Пурте ыйта-ыйта пӗлеççӗ. Çакăнпа хамăн çырăва вӗçлетӗп. Çыру çырăр.

До свидания. Сирӗн Коля. 16. X - 83 г. 3.40 кунтипе, 11.40 сирӗннипе».

«Привет из Самарканда! 31.10.83.

Салампа сире Коля!

Вот ӗнер 30 числора эпир военная присяга вуларăмăр (тупа турăмăр) тата ун хыççăн мӗлке çапăнтăмăр, кунта «Армеец» ансамбль пур, концерт лартрӗç. Лайăх пулчӗ.

Валя çырса янă - ура пӳрнисем ыратмаççӗ-и тесе, ыратмаççӗ, ура тарлать. Вăл маçӗ пулсан ярса парăр, тата шур материал 1 или 2 метр, пит пулмасан 1 метр та çитет çуха валли. Килти кукли пӗçерни пулсан ярса параймастăр-и?

Халь кашни кун вӗренетпӗр, паян та 6 урок пулчӗ. «КАМАЗ» машинăпа çӳрерӗмӗр, вот пӗр 10-мӗшнелле 100 км марш пулать...»

«Саламлă çыру 23.1.84 (из Аф­га­нистана).

...пурăнатăп пока лайăх, чирлесе тăмастăп. Ну госпитальрен кăлармаççӗ-ха, командир каларӗ, что ытларикун госпитальтен кăларатпăр терӗ, кунта 22-мӗш кун выртатăп ӗнтӗ. Кашни кун ӗçлетпӗр, кунта выртакансем сахал, ӗçлемелли нумай, çавăнпа мана кăларасшăн мар. Хам каларăм командира, мана кунтан кăларăр тесе. Кунта çиме лайăх çитет. Служба та лайăх иртсе пырать. Тата пӗр эрнерен тăватă уйăх пулать. Тăватă уйăх сисӗнмерӗ те иртсе кайрӗ...»

«Привет из Пули-Хумри (12 февраля)!

Госпитальтен 23-мӗш числора тухрăм. Çыру çырманшăн çилленсе ан тăрăр, хуйхăрса та ан тăрăр. Эпӗ пока лайăх пурăнатăп, служба та лайăх иртсе пырать. Только çыру çырма вăхăт çук. Эпир халь колоннăпа çӳретпӗр, ку колоннăра 27 машина пирӗн. Ютти колоннăсенче 50-60 машина. Эпир кунта Хайратона çӳретпӗр. Вăт ыран Кундуза каятпăр. Пока запасной водитель пулса çӳретӗп. Кунтан Хайратона 320 км. Хайратонран тоже границăна çити 350-400 км. Çиме лайăх çитереççӗ. Кунта çанталăк лайăх тăрать, юр курман-ха, халь хӗвел хӗртет çуллахи пек. 10 числора хамăн çуралнă куна ирттерсе ятăм. Кунта ӳссе ларакан йывăç та çук, йӗри тавра ту-сăрт. Хайратона кайнă чух пур...»

«Привет из Пули-Хумри. 1 марта 1984 год.

Ӗнер аттен тата Лидан çырăвне илсе вуларăм. Лида çырса янă Чамин Гена вилнӗ тесе (ăна мӗнле илсе килсе, уçса-и?) Аннене калăр, что хуйхăрса ан тăтăр, эпӗ Узбекистан границинче служит тăватăп г. Пермезран айккинче Пули-Хумри теççӗ. Хăрамалли çук кунта. Аннене калăр хуйхăрса ан тăтăр. Эпӗ госпитальте хăлха ыратнипе выртрăм. Халь ыратмасть. Илтме те лайăх илтет. Ну çакăнпа вӗçлетӗп...»

«Привет из Пули-Хумри или Сол­нечного Афганистана (23 марта).

Салампа сире Коля.

Вот паян 23-мӗш число. Эпӗ сиртен çыру илтӗм. Хăшӗншӗн питӗ пысăк спасибо. Малашне те çаплах частарах çырса тăрăр. Салтакра çыру кăна кӗтетӗн. Вот халь çыру çырса ларатăп. Вертолетсем вӗçсе килчӗç. Почта пулать паян, çыру пулать-и, çук-и - пӗлместӗп. Вертолет пулмасан почта пулмасть. Пӗр-ик эрне почта пулмасăр тăчӗ, ӗнер вӗçсе килчӗç.

Малтан сире пӗлтересшӗн марччӗ ăçтине. Эпӗ Афганистанра, Пули-Хумри хули тесе чӗнеççӗ. Хуйхăрса ан тăрăр, кунта нимӗнле хăрамалли çук. Халь лайăх. Почта час пулмасть и вăхăт çук çыру çырма, ну эпӗ тăрăшатăп частарах çыру çырма. Кунтан отпуска кайма çук, мӗнле лайăх служить тусан та ямаççӗ. Военкомат урлă кăна отпуска пыма пултарап. Ну халь кирлӗ мар. Пӗр çул служить тусан кунтан киле отпуска кайма лайăх. Ну ыттисене çырма юрамасть. Çакăнпа хам çинчен çырса пӗтрӗ...»

«Привет из Пули-Хумри или из сол­нечного Афганистана (29.03.84).

Халь ротăра кăна-ха ӗçлетпӗр, уборка тăватпăр, кунта комисси килчӗ, пăхса çӳреççӗ. Пире çуллахи форма пачӗç. Ирхине 5 сехетре тăратпăр, каçхине 8.30 отбой пулать. Халь хăнăхса çитрӗм, ирхине тăма йывăр мар. Но кăнтăрла вăхăтӗнче пӗр сехет пек çывăрса илетпӗр. Кашни кун пӗр ӗç, кунта улшăнусем çук. Ку çырăва илсен конверт ăшне чиста конверт чиксе ярса парăр. Конверт пӗтрӗ, çыру çыртăм юлташсене, конвертсем çук. Укçа паллă мар хăçан парасси. Кунта пире 9 чек параççӗ...»

«Привет из Афганистана (18 июнь 1984).

Эпир 12-мӗш числора Хайратона кайрăмăр. Ӗнер калле таврăннă чухне ман машинан газ урса кайрӗ, чараймарăм. Ман умра 3 машина пыратчӗç ЗИЛ 131. Эпӗ пӗр машинине обгонять турăм та иккӗмӗш машининне манăн кабина кузовне çаклатрӗ, вăл машина малтанхи машина çине пырса тăрăнчӗ те иккӗшӗ те çаврăнса хупланчӗç. Манăн машина çул айккине анса кайрӗ. Халь пӗлместӗп-ха мӗн тумалла, хамăн машинан кабини юрăхсăр, кабина улăштармалла, хамăра юрать-ха нимӗн те пулмарӗ. Халь перевалта ларатăп машина кӗтсе. Илме килеççӗ пуль ӗнтӗ. Вот çапла пулса тухрӗ».

«Привет из Афганистана (2 июля 1984).

Служба иртсе пырать пӗр майлă темелле. Халь эпӗ батальонта каннă. Наряд дневальный по роте. Кунтан дембельсем килӗсене кайман-ха, кӗтсе тăраççӗ заменăсем килеççӗ теççӗ... Кунта улмасем, помидорсем, хăярсем тахçанах ӗлкӗрнӗ. Сутаççӗ, вăрттăн, илкелесе çиетпӗр. Вырма та пӗтрӗ кунта, алăпа çулса çапаççӗ, вăкăрсемпе сухалаççӗ. Кунта халь 1363 çул пырать. 10-мӗш уйăх çине кайрӗ ӗнтӗ - сисӗнмерӗ те вăхăт иртсе кайни...

До свидания. Çыру çырăр. Кӗтетӗп.

Маншăн хуйхăрса ан тăрăр. Манăн кунта все в порядке. Хăрушши нимӗн те çук кунта - хăть Союзра, хăть кунта. Аннене калăр йӗрсе ан тăтăр маншăн...»

«Привет из Афганистана (8 июля 1984).

Пурăнатăп лайăх, жив-здоров, чир­лесе тăмастăп, сире те çавнах сунатăп. Вот паян, 8-мӗш числора эп Аттен çырăвне илсе вуларăм та пӗлтӗм сирӗн пурнăçăра, хăшӗншӗн питӗ пысăк спасибо и малашне те çавăн пекех çырса пӗлтерсе тăрăр. Служба иртсе пырать нормально, кунран кун чакса пырать служить тумалли, уже 10-мӗш уйăх çине кайрӗ эпӗ килтен тухса кайни. Сисӗнмерӗ те, вăхăт иртсе кайрӗ. Но все равно сире курас килет, килелле туртать. Кунта хăрушă мар, маншăн хăйхăрса йӗрсе ан тăрăр.

Петя, Галя, Лида мӗн тума çыру çырмаççӗ? Атте ват пуçӗпе пулсан та çырса тăрать, вӗсем мӗн тăваççӗ?

Ну çакăнпа хамăн çырăва вӗçлетӗп. 8.07.84.

До свидания! Çырать сирӗн Коля».

Ку Николай Пришельцевăн ашшӗ­пе амăшӗ, пӗртăванӗсем патне янă юлашки çырăвӗ. Çар тивӗçне пур­нăç­ласа вăл тата икӗ кунтан - 1984 çулхи июлӗн 10-мӗшӗнче - ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: