Сувар

Арскра харăсах 31 ача больницăна лекнӗ

Февралӗн 10-мӗшӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленине Арск районӗнчи Казанбаш вăтам шкулӗнче 30 ача, пӗр вӗрентекенпе педагогика колледжӗн студентки аптăранине васкаса хыпарланă. Сăлтавӗ - пыршă инфекцийӗ. 31 ачана çав кунах Республикăри ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ. Кун пек пысăк ЧП республикăра тахçантанпах пулман, çавăнпа ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй тимлӗхне илнӗ....


Февралӗн 10-мӗшӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленине Арск районӗнчи Казанбаш вăтам шкулӗнче 30 ача, пӗр вӗрентекенпе педагогика колледжӗн студентки аптăранине васкаса хыпарланă. Сăлтавӗ - пыршă инфекцийӗ. 31 ачана çав кунах Республикăри ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ.

Кун пек пысăк ЧП республикăра тахçантанпах пулман, çавăнпа ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй тимлӗхне илнӗ. Ӗнер, канмалли кун пулнине пăхмасăрах, чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тата асăрхаттарас енӗпе комиссин васкавлă ларăвне ирттернӗ.

Республикăн тӗп санитарнăй тухтăрӗ Марина Патяшина Казанбаш шкулне управленин специалисчӗсен бригади çийӗнчех тӗрӗслевпе кайнине пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, Казанбаш шкулне кăна мар, республикăри мӗнпур шкул столовăйне тăтăшах тӗрӗслемелле. Юлашки 2 çулта кун пек тӗрӗслевсем вуçех пулман-мӗн. Пыршă инфекцийӗ палăрнин 80 проценчӗн сăлтавӗ вара шăпах тӗрӗслев пулманран столовăйсенче санитари нормисене пăснипе пулать.

ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, больницăна лекнӗ ачасен пурнăçӗ хăрушлăхра мар, вӗсем сывалса пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: